Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Перси патши Кир пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иеремия урлӑ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахне пурӑнӑҫа килтерсе, Ҫӳлхуҫа Перси патшийӗн Кирӑн чун хавалне хускатса янӑ та, вӑл вара, ҫыруллӑ хушу кӑларса, пӗтӗм патшалӑхӗ тӑрӑх ҫапла пӗлтерсе тухма хушнӑ: 23. Кир, Перси патши, ҫапла калать: тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ мана ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха пачӗ, Вӑл мана Иудейӑри Иерусалим хулинче Хӑйне валли Ҫурт лартса пама хушрӗ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20-21. Хӗҫ тӗлне лекменнисене Халдея патши Вавилона куҫарса кайнӑ, вара вӗсем Перси патши патшана лариччен, Ҫӳлхуҫанӑн Иеремия урлӑ ҫӗрӗн шӑмат ҫулӗсем ҫинчен каланӑ сӑмахӗсем тӳрре киличчен Халдея патшин тата ун ывӑлӗсенӗн чурисем пулса пурӑннӑ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫулталӑк иртсессӗн Навуходоносор патша ҫынсем янӑ та Иехонияна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи хаклӑ савӑт-сапапа пӗрле Вавилона илсе пыма хушнӑ; Иудея тата Иерусалим патши пулма Седекияна, унӑн пӗртӑванне, лартнӑ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӑна хирӗҫ Вавилон патши Навуходоносор вӑрҫӑпа тухнӑ, вара ӑна Вавилона илсе каймашкӑн тӑлӑпа тӑлланӑ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун вӑхӑтӗнче Вавилон патши Навуходоносор унӑн ҫӗрӗ ҫине вӑрҫӑпа килнӗ, вара Иоаким ӑна виҫӗ ҫул пӑхӑнса пурӑннӑ та кайран унран хӑпнӑ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Египет патши ӗнтӗ Иудейӑпа Иерусалим патши пулма Иоахаз пӗртӑванне, Елиакима, лартнӑ, унӑн ятне Иоаким тесе улӑштарнӑ; Иоахаза, Иоаким пӗртӑванне, Нехао хӑйпе пӗрле Египета илсе кайнӑ, [вӑл унтах вилнӗ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Египет патши ӑна Иерусалимра патшаран сирпӗтнӗ, [патша ӑна Египета илсе кайнӑ,] Иудея ҫине хырҫӑ — ҫӗр талант кӗмӗл тата пӗр талант ылтӑн — хунӑ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Нехао ун патне ҫапла калама элчӗсем янӑ: Иудея патши, сана та, мана та мӗн халь?21. И послал к нему Нехао послов сказать: что мне и тебе, царь Иудейский?
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Нехао, Египет патши, Евфрат хӗрринчи Кархемис патне вӑрҫӑпа кайнӑ, Иосия ӗнтӗ ӑна хирӗҫ тухнӑ.пошел Нехао, царь Египетский, на войну к Кархемису на Евфрате; и Иосия вышел навстречу ему.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫакӑн пек Пасха Израильре Самуил пророк вӑхӑтӗнче пулнӑранпа та пулман; Израилӗн пӗр патши те Иосия, священниксем, левитсем, ҫавӑнта пулнӑ Иудейӑпа Израиль халӑхӗ тата Иерусалимра пурӑнакансем ирттернӗ пек Пасха ирттерсе курман.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл священниксене хӑйсен вырӑнне тӑратса тухнӑ, вӗсене вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кӗлтума хавхалантарса тӑнӑ, 3. Ҫӳлхуҫана халалланӑ левитсене, пӗтӗм Израиль ҫыннисене вӗрентсе тӑракансене, каланӑ: сӑваплӑ саккун арчине Соломон — Давид ывӑлӗ, Израиль патши — тутарнӑ Ҫурта лартӑр; малашне сирӗн ӑна хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳреме кирлӗ мар; халӗ вара Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑршӑн тата Унӑн Израиль халӑхӗшӗн ӗҫлеме пикенӗр; 4. Израиль патши Давид хушса хӑварнӑ пек, унӑн ывӑлӗ Соломон хушса хӑварнӑ пек, йӑхӑн-йӑхӑн, хӑвӑр ушкӑнӑрпа тӑрса тухӑр, 5. сӑваплӑ вырӑнта хӑвӑр тӑванӑрсемпе, хӑвӑр халӑхӑр ывӑлӗсемпе, левитсен ӑрӑвӗсем-тӑхӑмӗсем тӑрӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тӑрса тухӑр, 6. вара Пасха путекне пусӑр, тасалӑр, унтан, Моисей урлӑ пӗлтернӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗпе килӗшӳллӗн, путеке хӑвӑр тӑванӑрсем валли хатӗрлӗр.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Олдама вӗсене каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: хӑвӑра ман патӑма янӑ ҫынна калӑр: 24. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, тейӗр: ҫакӑ вырӑна тата унта пурӑнакансем ҫине Иудея патши умӗнче вуланӑ кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ мӗнпур инкек-синкекпе ылхана яратӑп, 25. Мана пӑрахнӑшӑн, ытти турӑсем умӗнче тӗтӗрнӗшӗн, хӑйсен алли ӗҫӗсемпе Мана ҫиллентерсе тӑнӑшӑн Манӑн вутлӑ ҫиллӗм ҫак вырӑн тӗлӗнче хыпса илӗ те сӳнмӗ вӑл.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Ангела янӑ та, вӑл Ассири патши ҫарӗнчи мӗнпур паттӑра, ҫарпуҫне тата ҫар пуҫлӑхӗсене тӗп тунӑ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Езекия сире: «Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пире Ассири патши аллинчен ҫӑлса хӑварӗ» тесе, выҫӑпа та шывсӑр антӑхтарса вӗлерессишӗн илӗртмест-и-ха?
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑн хыҫҫӑн Ассири патши Сеннахирим хӑйӗн чурисене Иерусалима янӑ, — хӑй вӑл тата унӑн пӗтӗм ҫарӗ Лахисра тапӑрпа тӑнӑ пулнӑ, — вӑл Иудея патшине Езекияна тата Иерусалимри пӗтӗм иудейсене ҫапла калама хушнӑ: 10. Ассири патши Сеннахирим ҫапла калать: мӗне шанатӑр эсир?
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иудея патши Езекия каланӑ сӑмахсемпе вара халӑх вӑй илсе ҫирӗпленнӗ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Езекия ҫакӑн пек чунтан парӑнса тунӑ ӗҫсем хыҫҫӑн Сеннахирим, Ассири патши, Иудейӑна пырса кӗнӗ, тӗреклӗлетнӗ хуласене ҫавӑрса илнӗ, вӑл вӗсене хӑй валли туртса илесшӗн пулнӑ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иерусалимра калама ҫук пысӑк хаваслӑх тӑнӑ, кунашкал уяв Иерусалимра Соломон — Давид ывӑлӗ, Израиль патши — вӑхӑтӗнче пулнӑранпа урӑх пулман.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Пӗтӗм халӑх тата ҫичӗ кун хушши уяв тума йышӑннӑ, вара ҫав ҫичӗ кунне те савӑнӑҫлӑн ирттернӗ, 24. мӗншӗн тесессӗн Езекия, Иудея патши, пухӑннӑ халӑх валли пин пӑру тата вунӑ пин пуҫ вак выльӑх уйӑрса панӑ; патшанӑн ҫывӑх ҫыннисем те пухӑннисем валли пин пӑру тата вунӑ пин пуҫ вак выльӑх уйӑрса панӑ; ӗнтӗ чылай священник тасалмаллипех тасалса ҫитнӗ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ӗнтӗ Ахаз патне Ассири патши Феглафелласар ҫитнӗ, анчах та пулӑшас вырӑнне вӑл йывӑрлӑх ҫеҫ кӳнӗ: 21. патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи, патша керменӗнчи пурлӑха тата улпутсен пурлӑхне Ассири патшине панӑ, анчах ӑна пӗрех пулӑшу пулман.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.