Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Патши (тĕпĕ: патша) more information about the word form can be found here.
4. Анчах Ассири патши хӑйне хирӗҫ Осия кавар тунине пӗлнӗ: Осия ӗнтӗ Сигор патне, Египет патши патне, элчӗсем янӑ пулнӑ, Ассири патшине хырҫине те кашни ҫулах тӳлемен; вара Ассири патши ӑна тӗрмене хупса лартнӑ.

4. И заметил царь Ассирийский в Осии измену, так как он посылал послов к Сигору, царю Египетскому, и не доставлял дани царю Ассирийскому каждый год; и взял его царь Ассирийский под стражу, и заключил его в дом темничный.

4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Салманассар, Ассири патши, ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ, Осия вара ун аллине кӗрсе ӳкнӗ те хырҫӑ тӳлеме пуҫланӑ.

3. Против него выступил Салманассар, царь Ассирийский, и сделался Осия подвластным ему и давал ему дань.

4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ахаз — Иудея патши — вуниккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Израиль патшине Самарире Осия, Ила ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл тӑхӑр ҫул хушши патша пулнӑ.

1. В двенадцатый год Ахаза, царя Иудейского, воцарился Осия, сын Илы, в Самарии над Израилем и царствовал девять лет.

4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Вара Ассири патши ӳкӗте кӗнӗ; вӑл Дамаска вӑрҫӑпа кайнӑ, ӑна ҫӗнтерсе илнӗ, унти ҫынсене Кир хулине куҫарса кайнӑ, Рецина вӗлернӗ.

9. И послушал его царь Ассирийский; и пошел царь Ассирийский в Дамаск, и взял его, и переселил жителей его в Кир, а Рецина умертвил.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ахаз вара Ассири патши Феглаффелласар патне ҫак сӑмаха калама элчӗсем янӑ: эпӗ санӑн чуру, эпӗ санӑн ывӑлу; кил те мана хирӗҫ тӑнӑ Сири патши аллинчен тата Израиль патши аллинчен хӑтар мана, тенӗ.

7. И послал Ахаз послов к Феглаффелласару, царю Ассирийскому, сказать: раб твой и сын твой я; приди и защити меня от руки царя Сирийского и от руки царя Израильского, восставших на меня.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ҫав вӑхӑтра Рецин, Сири патши, Елафа каялла Сирие тавӑрса панӑ, иудейсене Елафран хӑваласа янӑ; Елафа вара идумейсем йышӑннӑ, вӗсем ӗнтӗ паянхи кунчченех ҫавӑнта пурӑнаҫҫӗ.

6. В то время Рецин, царь Сирийский, возвратил Сирии Елаф и изгнал Иудеев из Елафа; и Идумеяне вступили в Елаф, и живут там до сего дня.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ҫавӑн чухне Сири патши Рецин тата Ремалия ывӑлӗ Факей, Израиль патши, ӑна ҫӗнсе илес шутпа, Иерусалима хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ, Ахаза хупӑрласа илсе тытса тӑнӑ, анчах парӑнтарма пултарайман.

5. Тогда пошел Рецин, царь Сирийский, и Факей, сын Ремалиин, царь Израильский, против Иерусалима, чтобы завоевать его, и держали Ахаза в осаде, но одолеть не могли.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Факей — Ремалия ывӑлӗ, Израиль патши — иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патшине Иоафам, Озия ывӑлӗ, ларнӑ.

32. Во второй год Факея, сына Ремалиина, царя Израильского, воцарился Иоафам, сын Озии, царя Иудейского.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Израиль патши Факей вӑхӑтӗнче Ассири патши Феглаффелласар вӑрҫӑпа килнӗ, вӑл Ион, Авел-Беф-Мааха, Ианох, Кедес, Асор хулисене, Галаадпа Галилея ҫӗрӗсене, ҫавӑн пекех Неффалимӑн мӗнпур ҫӗрне туртса илнӗ, унта пурӑнакансене Ассирие куҫарса кайнӑ.

29. Во дни Факея, царя Израильского, пришел Феглаффелласар, царь Ассирийский, и взял Ион, Авел-Беф-Мааху, и Ианох, и Кедес, и Асор, и Галаад, и Галилею, всю землю Неффалимову, и переселил их в Ассирию.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Азария — Иудея патши — аллӑ иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Израиль патшине Факей, Ремалия ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл ҫирӗм ҫул хушши патша пулнӑ; 28. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпайман.

27. В пятьдесят второй год Азарии, царя Иудейского, воцарился Факей, сын Ремалии, над Израилем в Самарии и царствовал двадцать лет; 28. и делал он неугодное в очах Господних: не отставал от грехов Иеровоама, сына Наватова, который ввел Израиля в грех.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Азария — Иудея патши — аллӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Израиль патшине Факия, Менаим ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл икӗ ҫул хушши патша пулнӑ; 24. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпайман.

23. В пятидесятый год Азарии, царя Иудейского, воцарился Факия, сын Менаима, над Израилем в Самарии и царствовал два года; 24. и делал он неугодное в очах Господних; не отставал от грехов Иеровоама, сына Наватова, который ввел Израиля в грех.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара Ассири патши каялла кайнӑ, Израиль ҫӗрӗ ҫинче тытӑнса тӑман.

И пошел назад царь Ассирийский и не остался там в земле.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ҫавӑн чухне Фул, Ассири патши, [Израиль] ҫӗрӗ ҫине вӑрҫӑ вӑрҫма килнӗ.

19. Тогда пришел Фул, царь Ассирийский, на землю [Израилеву].

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Азария — Иудея патши — вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Израиль патшине Менаим, Гадий ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл Самарире вунӑ ҫул хушши патша пулнӑ; 18. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен ӗмӗрӗ тӑршшӗпе те хӑпайман.

17. В тридцать девятом году Азарии, царя Иудейского, воцарился Менаим, сын Гадия, над Израилем и царствовал десять лет в Самарии; 18. и делал он неугодное в очах Господних; не отставал от грехов Иеровоама, сына Наватова, который ввел Израиля в грех, во все дни свои.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Селлум, Иавис ывалӗ, Иудея патши Азария вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне патша пулса тӑнӑ, Самарире вӑл пӗр уйӑх хушши патша пулнӑ.

13. Селлум, сын Иависа, воцарился в тридцать девятый год Азарии, царя Иудейского, и царствовал один месяц в Самарии.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иеровоам, Израиль патши, ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Азария, Амасия ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ; 2. патшана ларнӑ чухне вӑл вунулттӑра пулнӑ, Иерусалимра аллӑ икӗ ҫул хушши патша пулнӑ.

1. В двадцать седьмой год Иеровоама, царя Израильского, воцарился Азария, сын Амасии, царь Иудейский: 2. шестнадцати лет был он, когда воцарился, и пятьдесят два года царствовал в Иерусалиме.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Амасия — Иоас ывӑлӗ, Иудея патши — вунпиллӗкмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Израиль патшине Иеровоам, Иоас ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл хӗрӗх пӗр ҫул хушши патша пулнӑ, 24. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман.

23. В пятнадцатый год Амасии, сына Иоасова, царя Иудейского, воцарился Иеровоам, сын Иоасов, царь Израильский, в Самарии, и царствовал сорок один год, 24. и делал он неугодное в очах Господних: не отступал от всех грехов Иеровоама, сына Наватова, который ввел Израиля в грех.

4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Амасия — Иоас ывӑлӗ, Иудея патши — Израиль патши Иоахаз ывӑлӗ Иоас вилнӗ хыҫҫӑн тата вунпилӗк ҫул пурӑннӑ.

17. И жил Амасия, сын Иоасов, царь Иудейский, по смерти Иоаса, сына Иоахазова, царя Израильского, пятнадцать лет.

4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Израиль патши Иоас вара Амасияна — Иудея патшине, Охозия ывӑлӗн Иоасӑн ывӑлне — Вефсамисра ярса тытнӑ, унтан вӑл Иерусалима тапӑнса кӗнӗ, Иерусалим хӳмине Ефрем хапхинчен пуҫласа кӗтесри хапха патне ҫити тӑватҫӗр чике тӑршшӗ аркатса тухнӑ.

13. И Амасию, царя Иудейского, сына Иоаса, сына Охозиина, захватил Иоас, царь Израильский, в Вефсамисе, и пошел в Иерусалим и разрушил стену Иерусалимскую от ворот Ефремовых до ворот угольных на четыреста локтей.

4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ӗнтӗ Израиль патши Иоас тапранса тухнӑ, вара вӗсем — Иоас тата Иудея патши Амасия — Иудейӑри Вефсамис хули ҫывӑхӗнче куҫа-куҫӑн тӗл пулнӑ.

И выступил Иоас, царь Израильский, и увиделись лично он и Амасия, царь Иудейский, в Вефсамисе, что в Иудее.

4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed