Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ сывӑ, вӑйлӑ пулнӑччӗ, арҫын хӗрарӑмпа хутшӑнса тӑрассинчи вӑрттӑнлӑхсене лайӑх пӗлеттӗм, анчах ҫынсем ман умра вӑл вӑрттӑнлӑхсем ҫинчен ҫав тери чунсӑрла усал кӑмӑлпа, ҫав тери хаяррӑн та пит ирсӗррӗн калаҫатчӗҫ, ҫавӑнпа та эпӗ сав хӗрарӑм арҫын ытамӗнче пулать тесе шухӑшлама та пултараймастӑм, ун ӳчӗн хуҫи пулса такам ӑна чӑрсӑрла та намӑссӑррӑн сӗртӗнме пултарать тесе шухӑшласси йывӑрччӗ маншӑн.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Час-часах ятлаҫатчӗҫ, хӑшпӗр чухне ҫапӑҫасси патнех ҫитетчӗҫ, анчах Смурый хӗнеместчӗҫ, — вӑл этем шутсӑр вӑйлӑччӗ, ҫитменнине тата капитан арӑмӗ, арҫын сӑнлӑ та, арҫын ача пек, якан каснӑ ҫӳҫлӗ, пысӑк, патмар хӗрарӑм унпа час-часах кӑмӑллӑн калаҫатчӗ..
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав ним шарламасӑр, куҫсемпе ҫеҫ калаҫнинче, хӗрарӑмӗсем арҫын ҫумӗпе вӑраххӑн иртсе ҫӳренинче темле йытӑлла хӑтланни палӑрать, ҫакӑ кӑмӑла каймасть, — арҫынӗ куҫне хӗссе хушсассӑнах, вӗсенчен кашниех ӑт пӑхӑнса, урамри ҫӳпӗллӗ хӑйӑр ҫине вилнӗ пек кайса ӳкессӗн туйӑнать.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чӑн та, эпир Костикпа арҫынпа арҫын калаҫнӑ пек калаҫса татӑлатпӑр: эпӗ хамӑн ӗҫсене туса ҫитерсе таврӑниччен вӑл лӑпкӑн ларса тӳсӗмлӗн кӗтет.
27 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пирӗн арҫын — ахаль арҫын ҫеҫ мар, вӑл ҫар ҫынни е статски; вӑл ҫирӗм ҫултан пуҫласах хӑйӗншӗн хӑй хуҫа мар; вӑл ялан ӗҫре: ҫар ҫынни — вӗренӳсенче, статски — протоколсем, выпискӑсем ҫырать, арӑмӗсем вара ҫав вӑхӑтра пӗтӗмпех купӑста-хӑяр тӑварлас е варенисем пӗҫерес ӗҫе парӑнмасан, французсен романӗсене вулаҫҫӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Арҫын ачасем кулнӑ, хӗрарӑмсем пуҫӗсене суллакаланӑ, арҫынсем мухтаса кулнӑ.Мальчишки смеялись, женщины покачивали головою, мужчины одобрительно улыбались!
XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
— Итле-ха, Костя, — тетӗп, — арҫын ачапа хӗрача вӑрманта мӑйӑр татнӑ, пурӗ 120 штук татнӑ, арҫын ачан хӗрачаран икӗ хут ытларах пулнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Малтан эпӗ арҫын ача мӗншӗн икӗ хут ытларах мӑйӑр татни ҫинчен шухӑшларӑм, кайран эпӗ тавҫӑрса илтӗм: арҫын ачи йывӑҫ ҫине улӑхса кайнӑ пулӗ, хӗрачи вара аялта татнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та унӑн сахалтарах пулнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
— Кунта ӗҫ акӑ мӗнле тӑрать: паллах ӗнтӗ, икӗ арҫын ача пулни аван; тепӗр енчен пӑхсан, арҫын ача пирӗн пур, ҫавӑнпа та, тен, хӗрача кирлӗ пулать, э?
Пӗлӗт ҫинчи тата ҫӗр ҫинчи явленисем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
— Эпир санпа чӗн пиҫиххисӗрех, арҫынпа арҫын пек калаҫса татӑлма пултаратпӑр вӗт.— Мы же с тобой можем договориться, как мужчина с мужчиной, без всякого ремня.
Килти улшӑнусем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вӑл ҫывӑхарах килсен, унта арҫын ачасемпе пӗрле пилӗк арҫын ларнине куртӑм.Когда она подошла поближе, я разглядел в лодке, кроме мальчишек, пятерых мужчин.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
— Эпир санпа, Серёжа, арҫынсем, ҫавӑнпа пӗтӗм арҫын ӗҫне хамӑр ҫине илӗпӗр.— Мы с тобой, Сережа, мужчины и всю мужскую работу возьмем на себя.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Паллах — ҫыннисем ҫамрӑк мар, стариксем те пур, ҫапах та иртӗнесси вӗсен — арҫын ачасенни пекех нумай, анчах арҫын ачасем те ӳснӗ май вӑй хутшӑнса пынӑ пирки иртӗнеҫҫӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Арҫын вӑл — пыл хурчӗ, эпир арҫыншӑн — чечексем, вӑл пирӗн ҫирен пыл пуҫтарса илет.— Мужик — пчела; мы для мужика — цветы, он с нас мёд собирает.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Эп ӑна, ун пеккине, мӗн теп, аре, арҫын пирус та туртмасан, мӗнле арҫын вара вӑл теп.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Арҫынран хаклӑ парнесем йышӑнни хӗрарӑма арҫын куҫӗнчен пӑхтарать, ӑна тӑлласа лартать.
Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫемьере арҫын вилнӗ хыҫҫӑн хӗрарӑмсемпе ватӑ ҫынсем ҫех юлнӑ пулсан, вӗсене ытларах арҫынсен пулӑшӑвӗ кирлӗ.Особенно нужна мужская помощь пожилым людям и оставшимся одинокими женщинам.
Вилӗм, пытару тата асӑну // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Машина ҫине икӗ хӗрарӑмпа пӗр арҫын лармалла пулсан, хӗрарӑмсем кая лараҫҫӗ, арҫын водительпе юнашар ларать.Если едут две женщины и один мужчина, то женщины сидят сзади, а мужчина с водителем.
Такси, трамвай, автобус, поезд ҫинче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Арҫын куншӑн кӳренсе, вӑл капла арҫын ятне ярать тесе шутламалла мар.Мужчина не должен считать, что этим затронута его мужская честь.
Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Столовӑйне, ресторана иккӗн ҫех (арҫынпа хӗрарӑм) килнӗ пулсан, вӗсем пӗчӗк сӗтел хушшине хире-хирӗҫ лараҫҫӗ, пысӑк сӗтел хушшинче арҫын хӗрарӑмӑн сулахай алли енне ҫуммӑн е пӗр кӗтес урлӑ ларать, апат-ҫимӗҫ илсе лартма пулӑшать.
Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.