Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗтленнине (тĕпĕ: ӗмӗтленни) more information about the word form can be found here.
«Администраци яланах ҫынсене, вӗсем ӗмӗтленнине тата вӗсем мӗн пирки ыйтнине, ҫитменлӗхсем пирки пӗлтернине тӗпе хурса ӗҫленӗ.

Help to translate

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ 30 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/05/chav ... ije-30-cul

Хӑлхана ӑнсӑртран пыра-пыра кӗрекен сӑмахсенчен Ҫтаппан кутамккаллӑ чӑватсем анатран караван килессе кӗтнине, унта баржа е пӑрахут ҫине ӗҫе кӗме ӗмӗтленнине пӗлчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Туссем иккӗшӗ те мӗн ӗмӗтленнине пурнӑҫларӗҫ — хулпуҫҫи ҫине пакун ҫакса Тӑван ҫӗршыв чысне хӳтӗлерӗҫ.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Вӑл миҫе кун та миҫе ҫӗр ҫак тӗлпулу ҫинчен ӗмӗтленнине Турӑ кӑна пӗлет.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ачасем рындӑпа шӑнкӑртаттарса мӗн ӗмӗтленнине пурнӑҫлама ыйтрӗҫ.

Help to translate

Кадетсем – экскурсире // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b5/

Ҫав пайӑркасем сан чӗрӳне юхса кӗреҫҫӗ те, чунна хурлӑн-эрлӗн кӗнӗ туйӑмран вара эсӗ кунта мӗнле ҫын утса ҫӳренине, вӑл мӗн ӗмӗтленнине, пурнӑҫне мӗнле пурӑнса ирттернине пӗлетӗн…

Help to translate

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тӑраниччен апат ҫиесси ҫинчен ӗмӗтленнине вара пытармастӑп.

Help to translate

Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html

Ҫак ҫынсемпе пӗрле ӗҫленине, ӗмӗтленнине, хуйха-суйха ҫӗнтернине телей тесе шутлать вӑл.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Эп унран вӑл пурнӑҫра мӗн ҫинчен ӗмӗтленнине ыйтрӑм.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ху ӗмӗтленнине туса ҫитерменни — чи пысӑк преступлени», — тесе ҫырнӑччӗ эпӗ ултӑ-ҫичӗ ҫул каялла.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Сӑмах май, нумаях пулмасть вӑл халӑхпа «тӳрӗ лини» мелӗпе уҫӑ калаҫу ирттернӗччӗ, халӑхӑн ыйтӑвӗсене хурав панӑ май хӑй те ача чух космонавт пулма ӗмӗтленнине пӗлтернӗччӗ.

Help to translate

«Космоса пӗрремӗш хут вӗҫни – пирӗн технологи суверенитетне сӑнарлать», – палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/kosm ... ogi-suvere

Вӑл ҫак хӑйне евӗрлӗ йӑла-йӗркере этем пурнӑҫшӑн епле ӑнтӑлнине, тискер вилӗме епле пулсан та ҫӗнтерме ӗмӗтленнине лайӑх ӑнланчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑҫал акатуйӗнче Савантер пурне те ҫӗнтерме ӗмӗтленнине килтешсем питӗ лайах пӗлеҫҫӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑпа сире тахҫанах ӗмӗтленнине пурнӑҫлама май парӗ.

Судьба даёт отличный шанс исполнить то, о чём так давно мечтали.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку ӗнтӗ ҫак хулӑн кӗнекеллӗ романа автор малалла та ҫырма ӗмӗтленнине пӗлтерет темелле.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Микулана курсан, Наҫтик чӗри нӑйкӑшма тытӑнчӗ, хӗрӗ ун мӑшӑрӗ пулма ӗмӗтленнине, ӗнтӗ ку ӗмӗтсем ӗмӗрлӗхех ҫухалнине аса илчӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир кампа ӗмӗтленнине хӑвах чухламалла, — хӗрӳленнипе сассине хӑпартарах каларӗ Ваҫли.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӑрса вара чӑтса тӑраймарӗ, хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне — Сююнбикене юратнине, унпа туслашма шутланине, Мускав тулашне кайса килме ӗмӗтленнине пӗтӗмпех ҫӗнӗ хана уҫса пачӗ.

Help to translate

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Мӗн ӗмӗтленнине эп хам пӗлетӗп».

— Да уж то, что у меня на уме, я сам хорошо знаю.

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эс ӗмӗтленнине пӗлетӗп, Пултараймастӑн лӑпланма, Паян сан шухӑшна питлетӗп, Анчах та хатӗр каҫарма Сана, эс тивӗҫе пӑхмасӑр, Ҫӗре усалшӑн ӳкнине, Мана пӗр пӗрчӗ шутламасӑр, Кая хурса пӳкленине.

Help to translate

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed