Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшӑмра (тĕпĕ: ӑш) more information about the word form can be found here.
Акӑ манӑн та, юмахри пек, хӳтӗлекен принц пур, — тетӗп ӑшӑмра.

Help to translate

Хӳтӗлекен принц // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Халь ӗнтӗ манран пытараймӑр, ҫывӑрмастӑп та, вырӑсла та аванах пӗлетӗп», — тетӗп ӑшӑмра.

Help to translate

Вырӑс учитель // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ӑшӑмра эпӗ хыпаланса чӳречесене, алӑка хупса питӗретӗп.

Help to translate

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Эй, апла вырӑсла калаҫма ҫӑмӑл. Гадяга будегги тес пулать ҫеҫ! Малашне Шурикпа вырӑсла ҫеҫ калаҫӑп», — тетӗп ӑшӑмра.

Help to translate

Вырӑсла калаҫассӑм килет // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Перекетлӗ ҫын иккен ку кил хуҫи. Маттур, маттур!» — ӑшӑмра Тимӗр Кӗркурине ҫурӑмран лӑп-лӑп туса илетӗп эпӗ.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Эпӗ ӑшӑмра хашш! сывласа илтӗм:

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ӗҫӗмсем йӗркеллех вӗҫленчӗҫ, пӑшӑрханма-йӳҫӗхме сӑлтавӗ те ҫук темелле, анчах ӑшӑмра пурпӗрех лӑпкӑ мар: унта темӗнле «хура хурт» йӑшӑл-йӑшӑл йӑшӑлтатать, кӑмӑла хуҫать.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Анчах ман ӑшӑмра халӗ тарӑхӑвӑн йӗплӗ пиҫенӗпе пӗрлех шеллевӗн ачаш чечекӗ те «шӑварӑнасшӑн» пулчӗ, пит-куҫа хӗретекен хӗл сивви ҫурхи алтакки ӑшшипе ылмашӑнчӗ: енчен те машина айне пулнӑ пулсан?…

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӗсене вӑш-ваш «косметикӑлла улӑшу туса» ӑшӑмра ҫапла ҫавӑрса хуратӑп:

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эсӗ: «Хӑҫан та пулин пирӗн те туй пулӗ-ха», — терӗм ун чух эпӗ ӑшӑмра», — тесе хуравларӑн.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ну, шутлатӑп ӑшӑмра, атте валли чей ӗҫме пӗр кӗренкке чей тултарӑп та, унӑн вара ӳслӗкӗ иртме те пултарать.

Ну, думаю, куплю фунт карамели отцу к чаю, может тогда пройдет у него кашель.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗтрӗн иккен эсӗ, Хупах Ваҫлийӗ, терӗм ӑшӑмра.

Help to translate

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Нумай шутласа тӑмарӑм: «Эс ман», — терӗм ӑшӑмра.

Help to translate

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Ман ӑшӑмра вут ҫунат… тепӗр чух хӗвеллӗ кун та тӗксӗммӗн курӑнать, — терӗ Иванов чӗтрекен сасӑпа.

Help to translate

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Спектакльте чӑрсӑр рольне ӑста пултармалла ку!» — терӗм ӑшӑмра.

Help to translate

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

«Мӗнле паллӑ старик пулчӗ-ха ку, таврари ялсенче те пӗлнӗскер? — терӗм ӑшӑмра.

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Нихҫан турра ӗненменскер, ӑшӑмра турра кӗл тӑватӑп ҫав…

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эпӗ вӗсен ырӑ сӑмахӗсене ҫул ҫинче темиҫе хут ӑшӑмра каласа вырӑна ҫитеттӗм.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Эпӗ хам ӑшӑмра вӗсенчен тӗлӗннипе: «Сирӗн ӗҫсем ӑнса пырасси мӑшӑрӑртан та нумай килессӗн туйӑнать мана, Тимофей Михайлович, ҫаплах-и?» — тесе ыйтрӑм.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хам ӑшӑмра вӗҫӗмсӗр «пур лесниксем те ҫапла пулас пулсан!..» тесе шутлатӑп.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed