Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Управлени ӑсталӑхӗ: регион ушкӑнӗсене аталантарасси» вӗренӳ программипе килӗшӳллӗн Чӑваш Ене Пенза облаҫӗн делегацийӗ ҫитнӗ.
Регион ушкӑнӗсене аталантараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61062
Чӑваш Енре «Професси ӑсталӑхӗ» чемпионатӑн регионти тапхӑрӗ старт илчӗ.
Ӑсталӑх чемпионатне хутшӑнаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60769
Радик халь нумайрах пӗлет ӗнтӗ, ӑсталӑхӗ те унӑн — малтанхи мар…
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Театр культури, театр профессионалӗсен ӑсталӑхӗ кино валли те, телевидени валли те, хӑйсем тӗллӗн вылякан валли те ӳссе аталанма кирлӗ услови пулнӑ, малашне те ҫаплах пулӗ.
4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.
Авторӑн ҫырас ӑсталӑхӗ чӑннипех те ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртрӗ.
Людмила Сачковӑн «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнекине пахалани // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/
Йывӑр вӗсене, ҫар ӑсталӑхӗ ҫитменни касать.
Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Анчах вӗсен ҫар ӑсталӑхӗ ҫителӗксӗр.
Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫиментейӗ кӗслере, Тути-ҫӑварӗ сӑвӑра, Ӑсталӑхӗ пӳрнере, Хастарлӑхӗ юрӑра: «Атӑл сӑрчӗ сӗвек мар, Сӗве шывӗн хӗрри мар; Яш утаман Урха мар, Воевотӑн тусӗ мар».
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Тӑрӑшнине кура, ҫамрӑк медсестран ӑсталӑхӗ те куллен ӳссе пырать.
Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/
ЧР сӑрт-ту йӗлтӗрҫисен федерацийӗн президенчӗ Валерий Васильев фристайлҫӑсен ӑсталӑхӗ ҫултан ҫул ӳснине палӑртать.
Фристайл - хӑюллисем валли // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.
Иккӗмӗш тур «Методика ӑсталӑхӗ» ятлӑ пулчӗ.
Тӑван чӗлхепе чи лайӑх вӗрентекен – Лариса Данилова // Л.Владимирова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%82%d3%9 ... %b5%d0%bd/
Вӗрентекенӗн ӑсталӑхӗ, тавра курӑмӗ, тыткаларӑшӗ — пурте-пурте тивӗҫлӗ шайра пулмалла.
Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/
Хӗрӳ кӑмӑлӗ те, пӗлӗвӗ те, ӑсталӑхӗ те кирлӗ.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Унӑн кӑмрӑкне илес текенсем нумай, ӑсталӑхӗ ҫинчен тавранах ят сарӑлнӑ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.
Профессилле искусство, халӑх пултарулӑхӗпе ӑсталӑхӗ… - чӑвашсен мӑнаҫланмалли, ытти халӑхсемпе пайламалли культура пуянлӑхӗ иксӗлми.
Кашни валли илӗртӳллӗ пултӑр // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11794-ka ... -ll-pult-r
Кунта водителӗн тӑрӑшулӑхӗпе пӗрлех ӑсталӑхӗ те кирлӗ.
Яланах рейса тухма хатӗр // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/28/%d1%8f%d0%b ... 82e%d1%80/
Суйлав комиссийӗсен ӗҫченӗсен ӑсталӑхӗ суйлава саккунпа килӗшӳллӗн тӗрӗс, уҫҫӑн ирттерме пулӑшасса шанатӑп.
Олег Николаев Чӑваш Республикинчи Суйлав комиссисен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/07/27/ole ... teljnih-ko
Ҫапла пире Вӑрӑм Ура ӑсталӑхӗ вӑрӑ-хурахсенчен ҫӑлса хӑварчӗ.
Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
— «Вӑрӑм Ура» ӑсталӑхӗ мӗнрен килет. — ыйту пачӗ вӑл, унтан хӑех ӑнлантарма пуҫларӗ:
Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
— Ӗлӗкхи ҫар ҫыннисен ӑсталӑхӗ ҫинчен каланӑ:
Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.