Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑйӑр the word is in our database.
ӑйӑр (тĕпĕ: ӑйӑр) more information about the word form can be found here.
…Кӑнтӑрла тӗлӗнче Шуркассине хура ӑйӑр кӳлнӗ тӑрантас пырса кӗчӗ.

…Ближе к обеду в деревню влетел тарантас, запряженный вороным жеребцом.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл пырса кӗнӗ чухне Пикпав килӗнчи виҫӗ арҫын — ватти хӑй, вӑталӑххи тата кӗҫӗнни — вите умӗнче ӑйӑр тавра ҫаврӑнкаласа, савӑнӑҫне ниҫта хураймасӑр утса-чупса ҫӳретчӗҫ.

Help to translate

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫын килнине сиссе ӑйӑр хыттӑн кӗҫенсе ячӗ, пуҫне каҫӑр тытса вӗрен вӗҫҫӗн йӗри-тавра чупса ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗсьери ҫӑкӑр чӗллине кӑларса ҫурмалла хуҫрӗ, ку ҫур чӗлле малалла тӑсса ӑйӑр патне ҫывхарчӗ.

Help to translate

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑнах та, пирвайхи ҫулсенче унӑн ӗҫӗ ӑнса пынӑ: ҫӗнӗ ҫурт, икӗ кӗлет туса лартнӑ, урхамах пек ӑйӑр туяннӑ, хӑнасене савӑнтарма рессорлӑ тӑрантас Хусантан илсе килнӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тин ҫеҫ кастарнӑ ҫамрӑк ӑйӑр, хуҫин шухӑшне чӗн тилхепе купарчана кӑшт тивнинченех ӑнланаканскер, вӗҫнӗ пекех ярӑнтарчӗ Шемшер улӑхӗпе.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Пулаҫҫӗ иккен тӗнчере икӗ питлӗ ҫынсем — пӗр пус укҫасӑр ӑратлӑ ӑйӑр туянни те шутра мар ҫав чул чӗреллӗ ҫынсемшӗн.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чӑнах ӗнтӗ, чӑваш лашисемпе танлаштарсан, ку йӗпхӗн хура тӑватӑ ҫулхи ӑйӑр — юмахри ҫил-тӑвӑлпа тан урхамах пекех.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тоскинеевӑн пит илемлӗ кӗлеткеллӗ ҫамрӑк ӑйӑр пулнӑ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вунӑ ҫул кая ҫав лаша (ун чухне ӑйӑр пулнӑскер) ҫӗр пӑт тырӑ тиенӗ лава вырӑнтан тапратнӑ, тет.

Чай, десять лет прошло, как он еще молодым жеребцом стопудовый воз с зерном с места стронул.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫак чӑрмавсем — капӑркка, анчах часах йӑлӑхтараҫҫӗ, — лашасене, утсене утма хистеҫҫӗ, ҫак самантсенче хамӑн ӑйӑр тӳсӗмлӗ пулнине киленсех ҫирӗплетрӗм.

Эти препятствия, живописные, но и надоедливые, заставляли коней идти шагом, и я не без удовольствия убедился в выносливости своей лошади.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Лашана хыпашласа-тӗрткелесе тӗрӗслерӗм; вӑл тӳсӗмлӗ, чӗлпӗре туять, хӑвӑрт чупать; ку — хавшак-вӗри, селӗм-чипер куҫсемлӗ, шурӑ ҫилхеллӗ тӑватӑ ҫулти тур ӑйӑр; пӳлмеке кӗртсе тӑратсан вӑл мана хӑлхаран чӗлхипе ҫепӗҫҫӗн ҫулларӗ, эпӗ вара аллӑма кӑпӑш ҫилхе ӑшне чикрӗм.

Испытав лошадь, я нашел ее выносливой, послушной узде и быстрой; это был четырехлетний гнедой жеребец с белой гривой и нервными, прекрасными глазами; когда его поставили в стойло, он лизнул меня языком по уху, а я сунул руку в мягкую гриву.

IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Пӗр уйӑх иртсен эпӗ чӑн кавалерист пекех, Федя евӗрлӗ урасене саркаласа ҫӳреме пуҫларӑм, урасемпе текех шпорсене лектерми пултӑм, мӗнпур пушӑ вӑхӑтӑма Бурдюковран лекнӗ ырхан та ула ӑйӑр патӗнче ирттереттӗм.

Через месяц я уже как заправский кавалерист, подражая Феде, ходил, расставляя в стороны ноги, перестал путаться в шпорах и все свободное время проводил возле тощего пегого жеребца, который достался мне после Бурдюкова.

XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ӑйӑр пек ан сиккеле, ку вӗт выляма тухниех мар.

— Не жеребцуй, это тебе не на прогулку.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Хуҫине ҫивӗч ӑнланакан ӑйӑр самантрах тапранчӗ те, ура айӗнчен тӑпра чӑмаккисем сирпӗте-сирпӗте, малалла вӑйлӑ юртӑпа вӗҫтерчӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑна илтсен, Король, хӑйне сӑпайлӑ ҫын пек кӑтартма тӑрӑшнӑ ҫӗртех, чӑтаймарӗ, кӗсрене курнӑ ӑйӑр кӗҫеннӗ пек ахӑрса ячӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл Хӗлипе сулахай аллипе — кӗрӗк ҫухавинчен, сылтӑммипе — шӑлаварӗнчен ҫатӑрласа тытрӗ те ярӑнтара пачӗ тин кӑна ӑйӑр тапаҫланнӑ кӗрт ӑшне.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ну, ӑйӑр та вара сан, Антун, ну рыса-ак, ну, урхама-ах!

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑн та, лешӗн ӑйӑр ячӗ кӑначчӗ, ҫавӑнпа хуҫи йӳне сутрӗ те ӑна.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗле кӗрсен, ҫӗнӗ ҫул умӗн, выльӑх йӳнелме тытӑннӑ вӑхӑтра, вӑл, ашшӗпе хуньӑшӗнчен укҫа кивҫен илсех, ҫӗр вӑтӑр тенкӗ парса ӑйӑр туянчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed