Шырав
Шырав ĕçĕ:
Магнитофонра урмӑшакан юрӑҫӑ пӗрре ӑшӗ йӗкленнӗ чухнехи пек мӗкӗрет, тепре ури ҫине йывӑр чул ӳкерсе ыраттарнӑн урмӑшать; юрӑ-кӗвӗ инструменчӗсем, эх, тачлаттараҫҫӗ темле сунтала, унтан, ҫӗр ҫинче выртакан хӗҫтимӗре таптама тапратнӑн, шачӑр-шачӑр, кӗмсӗр-кӗмсӗр, хӑлтӑр-халтӑр, шарт-шарт тутараҫҫӗ.
Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ӑшӗ ҫуннипе сак ҫинчи витререн ӑсса пӗр курка шыв ӗҫрӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хумкка, ӑшӗ пӑшнипе чӗлӗм туртса ярас тесе, пиншак кӗсйисене ҫапкаларӗ, унталла-кунталла пӑхкаларӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ывӑлӗпе калаҫнӑнах туйӑнчӗ ӑна, кинне тӑраниччен ятланӑ май ӑшӗ те пусӑрӑнчӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Чиркӳ ӑшӗ тӗтреллӗ.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Анютӑн тути чӗтресе илчӗ, хӑмӑр куҫӗ шывланчӗ, ӑшӗ пӳлӗнсе килчӗ пулас, тарӑннӑн-тарӑннӑн сывларӗ те пуҫне упӑшкин кӑкӑрӗ ҫине ӳкерчӗ.
48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Кирле ӑшӗ вӑрка пуҫларӗ.
XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ун ӑшӗ ҫуталчӗ, илемленчӗ.
XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Ме, черкке вырӑнне, — тӑсса пачӗ Кирила лайӑх ҫуманнипе ӑшӗ сарӑхнӑ чей курки.
3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Те кӑнтӑрла ӑшӑ тивнипе, ачан пуҫӗ ыратрӗ, ӑшӗ пӑшрӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Ҫапла муташланса ларнӑ май, Маюкӑн ӑшӗ вӑскамах тапратрӗ.
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
Мӗтри хӑйӗн килтенех илсе тухнӑ апат-ҫимӗҫ хутаҫҫине кравать айне хучӗ, кӑштах канса ларсан, кӗпе, шӑлавар улӑштарса тӑхӑнчӗ, пушмакне тасаткаласа ҫутатрӗ, вара, вӗри апатшӑн ӑшӗ йӑшкама пуҫласан, столовӑя анчӗ.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Ӑшӗ кӑна ҫунтӑр!
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.
Ӑшӗ хытӑран хытӑ вӑркать ун.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Пӗрмеллӗ, ҫанӑ вӗҫӗнче те, аркӑ хӗррипе те кӗрӗк ӑшӗ юр пек шуррӑн курӑнса тӑрать.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Чӗри ыратать хӑйӗн, ӑшӗ вӑркать.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Сасартӑк каллех ӑшӗ ыратма пуҫласассӑн.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ӑшӗ ыратнине пӑхмасӑрах Карлай юмӑҫ панӑ япаласене пуҫтарчӗ те Валтиел хирне тухса утрӗ.
Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫиллипе ӑшӗ вӗркет…
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ахах тени — сарӑ хӗр, Хаяр куҫа ан ӳкер: Ӑшӗ унӑн лӑпкӑ мар, Ҫырла пухас шухӑш мар.
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.