Шырав
Шырав ĕçĕ:
Район центрӗ, авалхи пӗчӗк хула, юлашки ҫулсенче нумай хутлӑ чул ҫуртсемпе капӑрланса пыраканскер, мана килӗшет-ха, анчах чун урӑх ҫӗрелле талпӑнать: область хаҫатне ӗҫе вырнаҫас килет.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Хуравар урамӗнчи пас тытнӑ йӑмрасем шап-шурӑ кӑпӑшка турачӗсене ҫӗрелле илемлӗн усӑнтарнӑ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
— Куратӑн-и пӗр турачӗ ҫӗрелле усӑнса тӑрать? — аллипе тӗллерӗ Изамбаев.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Уйрӑмах лешӗ, тӑрнаккаййи, аптӑранӑ, унӑн пуҫӗ тӑнк! ҫӗрелле усӑнать.
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл ҫӗрелле пӑхнӑ та вырӑнӗнчен те хускалмасть.
Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл вара, хӑйне хӑй ылханса, йывӑррӑн ахлатрӗ те тепре ҫӗрелле йӑванса кайрӗ…
Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тапӑнса пыракан килтешсем темиҫен ҫӗрелле йӑванса кайрӗҫ.
Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫӗрелле пӑхрӗ.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тем япала ӑна ҫӗрелле пӑхтарчӗ.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пӗҫертсе илесле пӑхакан хӗр куҫне чӑтаймасӑр улпут пуҫне ҫӗрелле пӗшкӗртрӗ.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Атту патька-патша та урӑх ҫӗрелле тухса кайӗ.
Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Каласа пӗтереймерӗ, ҫав тери майӗпен тайӑлса-тайӑлса пычӗ те ҫӗрелле тӗшӗрӗлсе анчӗ.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Старик шӑпланчӗ, пурин ҫине те вӑйсӑр куҫӗпе пӑхса ҫаврӑнчӗ те пуҫне ҫӗрелле усрӗ…
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пуянӑн вара ирӗксӗрех вӗсем курман ҫӗрелле лӑпӑстатмалла пулчӗ…
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Акӑ,пуян пуҫ мӑйӗ тӗлӗнчен татӑлса ӳкрӗ те ҫӗрелле куса кайрӗ.
Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл, хӑйне никам та курман чухне кутӑн-кутӑн утса, ҫын ҫук ҫӗрелле васкарӗ…
Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ку ӑмӑрткайӑкӗ ката тӗлне вӗҫсе ҫитрӗ те ун тӑрринче ҫаврӑнса вӗҫме тытӑнчӗ, темиҫе хутчен хурлӑхлӑн кӑшкӑрса сасӑ пачӗ, унтан ҫӗрелле анма тытӑнчӗ.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫавӑнтах икӗ ӑмӑрткайӑкӗ те, тӗкӗсене тӑка-тӑка, пӗр ҫӑмха пулнӑн, ҫӗрелле, аякра курӑнакан ката еннелле ӳкрӗҫ.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӑйне курман ҫӗрелле.
Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӑйне пӗлмен ҫӗрелле.
Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.