Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрелле (тĕпĕ: ҫӗр) more information about the word form can be found here.
Кӗлете тустаракансем пӗр ҫӗрелле кӗпӗрленсе тӑчӗҫ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Калама ҫук чӑтӑмлӑ таксистпа палӑртнӑ ҫӗрелле, «ман шухӑшсене пӑслантарса», каллех хӑвӑрт малалла ярӑнатпӑр.

Help to translate

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Йӑтсан-йӑтсан кутамкки йывӑрланчӗ, хул пуҫҫине пӗр шелсӗр ҫӗрелле пусарать.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Иртнӗ ҫул, авӑ ҫав хута кайнӑ ҫурта тунӑ чухне, — аллипе урам пуҫланнӑ ҫӗрелле кӑтартрӗ, — чылай ҫулалла капашнӑ Ефрем Ефремович монтажник ӗҫлерӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Авӑ ҫавӑнта, — терӗ Ирина хулан тепӗр вӗҫне, ҫӗклекен крансен стрелисем пӗлӗтелле кӑнтарнӑ ҫӗрелле аллипе тӗллесе.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Арӑмӗн сап-сарӑ куҫ харшийӗсем, кӑшт каҫӑртарах сӑмси, тӑп-тӑп тути, янах айӗнчи турпалли, ҫӗрелле усӑнса аннӑ ҫӳҫӗ хӗвел шевлинче тата та илемлӗрех, ӑшӑрах курӑнаҫҫӗ.

Help to translate

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кашкин ҫӗрелле пӑхса калаҫрӗ:

Help to translate

52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Юман ҫӗрелле йывӑррӑн ӳхлетсе анчӗ, хӑватлӑн хаплатса тураттисене хуҫса сирпӗнтерчӗ.

Help to translate

50 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чарӑнса ҫӗрелле пӑхрӗ те лач сурчӗ.

Help to translate

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Урлӑ-пирлӗ выртакан туратсем урлӑ ҫӑмӑллӑн каҫса, бригада ӗҫленӗ ҫӗрелле утать ав.

Help to translate

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тумне майлакаласа юсаннӑ хыҫҫӑн юман каснӑ ҫӗрелле уттарчӗ.

Help to translate

30 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Дубов маркировщик тетрадьне ахӑрса тӑракан лебедчика тыттарчӗ те бригада ӗҫленӗ ҫӗрелле ҫаврӑнса утрӗ.

Help to translate

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗршер ҫул кӗрнеклӗн ҫӗкленсе ларнӑ ватӑ юман ҫӗрелле кашласа ӳксе кӗреслетет.

Help to translate

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иккӗ-виҫҫӗ лачлаттарнипех парка турат ҫӗрелле усӑнать.

Help to translate

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иккӗшӗ те тӑрса бригада ӗҫленӗ ҫӗрелле чупрӗҫ.

Help to translate

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Мӗн тӑвӑн, ҫамрӑк ҫыннӑм, аслаҫу вилнӗ пулсан, апла аҫуна кала, — аллисене ҫӗрелле усса ларчӗ Яльчиков.

Help to translate

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман тунката ҫинче каллех пуҫне ик аллипе тӗревлесе ҫӗрелле пӑхса ларатчӗ.

Help to translate

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ушкӑнри виҫҫӗмӗш ҫын, тӑрнаккай Ҫтаппан, хурӑна уҫӑ ҫӗрелле юплӗ тыткӑчпа ӗхлетсе тӗртет.

Help to translate

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗкӗр ҫине пӑхса илчӗ, арчаран чечеклӗ тутӑр кӑларса ҫыхрӗ те васкамасӑр чӗннӗ ҫӗрелле уттарчӗ.

Help to translate

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫу вӗҫленнӗ ҫӗрелле хӗрӗх пиллӗкри чӑлах вилсе те кайрӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed