Шырав
Шырав ĕçĕ:
Техасран килнӗ ҫынсенчен чылайӑшӗ сунарҫӑсем: халӗ, тискер кайӑксем ҫурҫӗрелле куҫнӑ чух, вӗсем хӑйсен ҫемйисене антилопа, пӑлан тата буйвол какайӗпе тӑрантарса усраҫҫӗ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Шурӑ ӳтлисен ачисемпе кӑтра ҫӳҫлӗ негр ачисем шкулта вӗренмеҫҫӗ, шыв кӳленчӗкӗсенче пахча ҫимӗҫ, апельсин тата банан юлашкисене шыраса урам тӑрӑх чупса ҫӳреҫҫӗ, типсе хӑрнӑ ирландкӑсем ӑнсӑртран кунта кӗрсе кайнӑ лайӑх тумланнӑ ҫынсенчен апат таврашӗ е укҫа кӗленеҫҫӗ.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вавжон юлашки вӑхӑтра, час-часах, тинӗсӗн хӗрри чӑнах та ҫук пуль тесе те шухӑшла пуҫларӗ, вӑл пӗтӗм хӑюлӑхне пухса, пӗлекен ҫынсенчен ыйтса пӑхма шутларӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне ҫынсенчен ҫине тӑрсах пытарать вӑл; хӑй инкекӗ ҫинчен шарламасть, хӑйӗн хуйхипе никама та йӑлӑхтармасть.Но упорно скрывал это, он не хотел выставлять напоказ свое горе.
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вук илсе кайнӑ пилӗк ҫын, хӑйсене четниксем вырӑнне хурса, хӑрата-хӑратах ҫынсенчен витресем туртса илнӗ, ӑнсӑртран тӗл пулнӑ хресчен кӗреҫепе пуртӑ илсе килнӗ.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чи юлашки сехетсенче Кларк кӗтмен ҫӗртен ҫакна пӗлчӗ: вӑл вокзалта тӗл пулнӑ ҫамрӑк машинист — Василь Гойда Яворти чаплӑ ҫынсенчен пӗри иккен.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Зубавин ним пулман пекех, Чеканюк мастера аллинчен ярса тытрӗ те ҫынсенчен аяккарах илсе кайрӗ, пӳрт крыльци айне ҫитсен, лӑпкӑн, яланхи пекех:
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тӗттӗмре Йован выртакан ҫынсенчен тек-текех такӑнчӗ, хӑйне начальник «халуйӗ» пулса тӑнишӗн айӑпласа вӑрҫнине, ҫӗрле аякпӗрчи шӑммисене хуҫассипе хӑратнине илтрӗ.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫавӑнпа Уча ун пек пулнишӗн хӑйне кӗске ӑслӑ тесе шутлакан ҫынсенчен хӑйне малараха хурать.
18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
«Ку тӗрӗсех пулсан, — шухӑшларӗ Громада, — Грончакпа пӗрле ларса килнӗ ҫынсенчен пӗри Венгри территорине анса юлнӑ.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пӗр виҫӗ кунтан эпӗ кӑштах лӑплантӑм, анчах яла каймалла пуличченех килтен ниҫта та тухмарӑм, пӗрмай хам хуйхӑ ҫинчен шухӑшласа, килти мӗнпур ҫынсенчен пӑрӑна-пӑрӑна, пӳлӗмрен пӳлӗме пӗр уссӑр сулланса ҫӳрерӗм.
XLV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ытлашши капӑрланасси мана питех те килӗшӳсӗр япала пек, чечен тумланас кӑмӑлӑма ҫынсенчен пытармалла пек туйӑнатчӗ; Володя вара мӗн май килнӗ таран лайӑхрах тумланмалла, ку питӗ кирлӗ тесе шутларӗ, эпӗ намӑс курасран хӑй хӑрани ҫинчен пӗр пытармасӑр каларӗ.
XXXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак туйӑма тата вӑл ҫуратнӑ тарӑхӑва пула эпӗ кӗҫех хам ҫав обществӑна кӗменни питӗ лайӑх тесе шутлӑ пуҫларӑм, хам тавра йӗркеллӗ ҫынсенчен уйрӑм ушкӑн тума шут тытса, Б. Граф, 3. барон, Р. князь, Ивин тата ҫавӑн евӗрлӗ ытти господинсем ларакан виҫҫӗмӗш сак ҫине пырса лартӑм, вӗсенчен эпӗ Ивинпа Б. графа ҫеҫ паллатӑп.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗп инкекӗ: comme il faut обществӑра хӑйне уйрӑм вырӑн йышӑнса тӑнине тата, ҫын comme il faut шутӗнче пулсан, унӑн чиновник пулассишӗн те, каретӑсем тӑвакан пулассишӗн те, салтак пулассишӗн тет ученӑй пулассишӗн те тӑрӑшма кирлӗ маррине ӗненнинче; ҫын ҫав шая ҫитсен хӑй тӗллевне пурнӑҫланине тата ытти ҫынсенчен ҫӳлерехре тӑма пуҫланине шаннинче.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ҫынсенчен илтнӗ тӑрӑх, асли Правоведенинчен вӗренсе тухнӑ та Петербургра службӑра тӑрать; иккӗмӗшӗ, Сергей, тахҫан мана ҫав тери килӗшнӗскер, Петербургри Пажсен корпусӗнче пысӑк та хулӑн кӗлеткеллӗ кадет пулса тӑнӑ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тусӗсене ӗмӗрлӗхех юратакан ҫынсенчен пӗри вӑл; унашкаллисем тусӗсене лешсем яланах кӑмӑллӑ пулнипе те мар, пӗрре юратса пӑрахнӑ ҫынран писесси — ӑна йӑнӑшпа юратса пӑрахнӑ пулсан та — ята яни пулать, тесе шутланӑшӑн юратаҫҫӗ.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Килтисем пурте ҫывӑраҫҫӗ-ха, ҫавӑнпа, ҫынсенчен ыйтмасан, манӑн хӗрех пус урӑх никамран та тупма май ҫук.Дома еще все спали, так что, кроме людей, мне не у кого было занять двух двугривенных.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир пӗрне-пӗри пӗлсе тӑрӑпӑр, вара пире намӑс пулмасть; урӑх ҫынсенчен хӑрас мар тесен, пӗр-пӗрин ҫинчен нихҫан та никама та нимӗн те калаҫмастпӑр тесе сӑмах парӑпӑр.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Хама хам юратни, — терӗм эпӗ, — хам мӗнпур ҫынсенчен лайӑхраххине тата ӑслӑраххине ҫирӗппӗн ӗненни пулать.— Самолюбие, — сказал я, — есть убеждение в том, что я лучше и умнее всех людей.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйӗн ӑсӗ катӑккипе уйрӑмах кӑмӑла килекен ӑслах мар ҫынсенчен пӗри, унашкал ҫынсем япаласене тӗрлӗ енчен курма пултараймаҫҫӗ, ҫапах хӑйсем ӗмӗрех мӗнпе те пулин интересленеҫҫӗ.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.