Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынсемпе (тĕпĕ: ҫын) more information about the word form can be found here.
Телее, маттур, ӑслӑ ҫынсемпе чӑннипех мӑнаҫланма пултаратпӑр.

Help to translate

Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Республикӑри суд приставӗсем пӗлтӗр парӑма кӗнӗ ҫынсемпе предприятисенчен 4 млрд ытла тенкӗ шыраса илнӗ, ҫав шутран 2 млрд яхӑнӑшне бюджета хывнӑ.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ачалӑхӑма аса илсен пӗчӗк чухнех ҫитӗннӗ ҫынсемпе тан пилӗк авса ӗҫлени куҫ умне тухать.

Help to translate

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ун пек чухне ӑслӑ ҫынсемпе канашламалла.

Help to translate

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ҫапах та ӑслӑлӑх патне туртӑнасси ҫакӑнпа вӗҫленмен, 1890 ҫулта вӑл Хусан университечӗн физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗнӗ, анчах революци кӑмӑллӑ ҫынсемпе хутшӑннӑшӑн Зиновий Таланцева ҫулталӑк вӗреннӗ хыҫҫӑн кӑларса янӑ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

«Ӗҫ ҫынни - кинора» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ «Чӑваш киноискусстви. Хӗрарӑм куҫӗпе» кану каҫне музей директорӗ Ирина Меньшикова уҫрӗ, асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн йӗркелекен мероприятисем кино ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ ҫынсемпе паллаштарни, хальхи уяв каҫне киноискусствӑра палӑрнӑ хӗрарӑмсене халаллани ҫинчен пӗлтерчӗ.

Help to translate

Киноискусствăри чиперккесене саламларӗç // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Кӑҫал республикӑра Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа Йӑлмахва ял библиотекинче ялти хисеплӗ ҫынсемпе тӗл пултӑмӑр.

Help to translate

Ĕçчен çын яланах хисепре // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Ольга Петровна ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ май, таврари ялсенчи пурнӑҫпа куллен паллашать, кирлех пулсассӑн вырӑна тухать, ҫынсемпе тӗл пулать, калаҫать, ҫивӗч ыйтусене пӗрле сӳтсе явать.

Ольга Петровна, являясь главой сельского поселения, ежедневно знакомится с жизнью деревень в округе, если нужно, выезжает на места, встречается с людьми, беседует, совместно решает острые вопросы.

Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

«Каҫхи тӗлпулура» тӑван культурӑра, искусствӑра палӑрнӑ ҫынсемпе чуна уҫса калаҫни те кӑмӑла ҫӗклет.

Help to translate

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Эпӗ ҫакӑн пек паллӑ ҫынсемпе - Раҫҫей халӑх артисчӗпе Морис Яклашкин профессорпа /искусствӑсен факультечӗн деканӗ/, Наталья Ивановӑпа /декан заместителӗ/, вокал кафедрин ертӳҫипе Станислав Кондратьев профессорпа, фортепьяно уйрӑмӗн ертӳҫипе Марина Саприкӑпа - юнашар ӗҫлени яваплӑха тата ӳстерет.

Help to translate

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Экскурси йӗркелес шухӑшпа унти ҫынсемпе ҫыхӑнтӑмӑр.

С желанием организовать экскурсию связались с людьми оттуда.

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed