Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынсемпе (тĕпĕ: ҫын) more information about the word form can be found here.
Мускавран, Бельгирен, Швейцарирен, Испанирен ятарласа чӑвашла вӗренме килнӗ ҫынсемпе куҫа-куҫӑн калаҫни «Эткер» этнолагерьти «Хӗлхем» ушкӑн ачисенче чӑваш туйӑмлӑхӗ ҫуратрӗ.

Help to translate

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Ҫӗршыври паллӑ ҫынсемпе — Виктор Черномырдинпа, Владимир Васильевпа, Михаил Калашниковпа — ӳкерӗннӗ ӗҫсем пур.

Есть работы сфотографированные вместе с известными людьми страны - с Виктором Черномырдином, Владимиром Васильевым, Михаил Калашниковым.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Утта ҫынсемпе пӗрле каяттӑмӑр, турттарса килеттӗмӗр.

На сенокос вместе с людьми ездили, привозили.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Иккӗмӗшӗнчен, халӑх ҫӳренӗ вырӑнта ларнӑран унӑн шухӑш-кӑмӑлне туйса тӑратӑп, пӗлӗшсем килсе ҫӳреҫҫӗ, пӗр палламан ҫынсемпе хутшӑнатӑп.

Help to translate

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫавӑн пекех тата уйрӑм ҫынсемпе ҫыхӑннӑ кӗлӗсем те пур (ыйткалакан кӗлли, мунча кӗлли, сурӑх каснӑ чухне кӗлтумалли т.ыт.те).

Help to translate

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Сӑмах май, Аслӑ Сӗнчел пултаруллӑ ҫынсемпе пуян – кунтан паллӑ профессорсем, ӳнерҫӗсем, ҫӗр ӗҫне чунтан парӑннисем сахал мар тухнӑ.

К слову, Сунчелеево богато талантливыми людьми - отсюда вышли не мало профессора, искусствоведы, истинные земледельцы.

Сӑмахӗсем паян та чӗрӗ // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Майӑн 13-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Аслӑ Сӗнчел Культура керменӗ ял-йышпа, республикӑн пайтах районӗсенчен, хулисенчен килнӗ ҫынсемпе лӑк тулчӗ.

13-го мая Дворец культуры Сунчелеево Аксубаевского района заполнился сельчанами, людьми, приехавшими с большинства районов республики.

Сӑмахӗсем паян та чӗрӗ // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫуллахи кунсенче ҫеҫ ял ҫынсемпе йышлӑланать‚ ача-пӑча сассисемпе тулать.

Только в летние дни в деревне увеличивается количество людей, наполняется голосами детворы.

Манӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑм // Валентина ЖУКОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Аякри хула ывӑнтарать, ҫывӑх ҫынсемпе юнашар пулас килет.

Дальние города угнетают, хочется быть рядом с близкими людьми.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Жорж ҫак сӗнӗве йышӑнмасӑр тӑма пултарнӑ-и вара? Ҫапла вӑл барон пулса тӑнӑ, унсӑр пуҫне чаплӑ ҫынсемпе хутшӑнма пуҫланӑ.

Мог ли Жорж данное предложение не принять? Таким образом он стал бароном, примкнул к обществу важных людей.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ тесе ахальтен каламан ӗнтӗ ваттисем.

Не зря говорят, что жизнь крепка тружениками.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Ольӑпа ҫывӑхланиччен вӑл ҫынсемпе ытларах Интернет урлӑ хутшӑннӑ.

Help to translate

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Бюллетень илес текен нумай пулнӑран республика Пуҫлӑхӗн те черетре тӑма тиврӗ, ҫак хушӑра вӑл ҫынсемпе калаҫрӗ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ пирки ыйтса пӗлчӗ.

Help to translate

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ӗҫ-хӗле йӗркелеме пӗлни, ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупма пултарни...

Help to translate

Ака-суха пултаруллисене килӗштерет // И.СЕРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Интереслӗ, интеллигентлӑ ҫынсемпе, анлӑ тавракурӑмлӑ ӗҫтешӗмсемпе хутшӑнатӑп.

Общаюсь с интересными, интеллигентными людьми, коллегами с высшим кругозором.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

— Анне мана ҫынсемпе хама епле тытмаллине вӗрентрӗ.

Help to translate

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ӗҫе лайӑх пурнӑҫланине, обществӑлла ӗҫе активлӑ хутшӑннине, ҫынсемпе хутшӑнас пултарулӑхӗ пуррине шута илсе, Петра парти райкомне ӗҫлеме илеҫҫӗ.

Help to translate

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Халӗ Николай Владимирович пуҫӗпех парламент ӗҫне путнӑ темелле, ҫапах пӗрле предприятие ҫӗкленӗ ҫынсемпе ҫыхӑну татмасть.

Help to translate

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Унта патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе пӗрлех тӗрлӗ предприяти-организаци, общество пӗрлешӗвӗсем, ассоциаципе клубсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсем, ҫавӑн пекех уйрӑм ҫынсемпе ҫемьесем, ирӗклӗхҫӗ ачасем, ҫав шутрах - йывӑр лару-тӑрӑва лекнисем те, хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Help to translate

«Ирӗклӗхҫӗсем - ачасене» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Юрий Зорин ялсене час-часах тухса ҫӳрет, ҫынсемпе тӗл пулать, калаҫать.

Help to translate

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed