Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынни (тĕпĕ: ҫынна) more information about the word form can be found here.
Кайран урӑхларах шухӑшласа илтӗм: «Комсомолец Исаев, паллах, радио тӗрӗс тӑвать, патшалӑх умӗнче ҫынни хӑй айӑплӑ пуль», — тесе радио икӗ хумӗ ҫинче те юрӑсем шыраса малалла кӗтӳ кӗтме тытӑнтӑм.

Help to translate

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Ҫынни кӑмӑллӑ пек.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Хӑлхана тӑпӑлтарса кӑларатӑн! — кӑшкӑрать менелник ҫынни.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Паллах, ҫынни мӗнлине кура.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Анчах та Факт та ларнӑ юнашар: Пичетлӗ ҫав хута вӑл хирӗҫленӗ: — Ҫынни — чипер, алли ун — кукӑр, — тенӗ…

Help to translate

Фактпа справка // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 60 с.

Ирхине, киле таврӑнсан, кӗсьене чиксе пӑхатӑп та, шуйттан ҫынни, аллӑ тенкӗ укҫа чиксе янӑ.

Help to translate

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Ҫынни кунтах, собесрах ӗҫлет пулмалла-ха.

Help to translate

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Хула ҫынни пӳлӗмре ларса сӑрланӑ проект вырӑнне пирӗн хамӑр шухӑша ҫирӗплетмелле.

Help to translate

58 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Куҫ умӗнчех чакса, йӑшса пыракан юр ҫине пӑхса савӑнать вӑрман ҫынни.

Help to translate

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ытла ан хӑртӑр-ха ӑна, чиперех ӗҫлет-ҫке ҫынни, — хута кӗресшӗн пулчӗ директор.

Help to translate

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Завод директорӗ, кил хуҫи арӑмӗ, вӑрманпромхоз ҫынни, фабрикӑра ӗҫлекен — пурте хутӑшса пӑтрашӑнса кайнӑччӗ.

Help to translate

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хут ҫинче вӑл — паянхи обществӑн чӑн-чӑн ҫынни, тӗрӗссипе — ултав ҫӳпҫи.

Help to translate

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чаккаспа кӳршӗллӗ Кураккасси ҫынни, Хӗветӗр ятлӑскер, Кӗпитун Арсентьевсен кумӑшӗ, пӗр вӑхӑт Ҫӗпӗре кайса пурӑннӑ.

Help to translate

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чаккас ҫынни Юман Йӑкӑначӗ, граждан вӑрҫинчен таврӑнсан, Улатӑра милицие ӗҫлеме кӗнӗ.

Help to translate

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Рысакпа виҫӗ ҫар ҫынни килчӗҫ, Якурккана илсе тухрӗҫ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унӑн кӗленчи хыҫӗнче ҫар ҫынни пулнӑскер этем куҫне асӑрхарӗ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сана ҫӑварлӑхлама меслет тупатпӑр! — кӑшкӑрса ячӗ закон ҫынни.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ял ҫынни ӗҫлӗ калаҫусенче вырӑнтипе е аякран килнӗ хӑнапа иккӗленет, тӗрӗс хурав памасть, шухӑшлама вӑхӑт ыйтать пулсан, «минтерпе калаҫса пӑхам-ха» тесе тӳрре тухать.

Help to translate

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та шӑпах ҫак нимӗнпех те палӑрса тӑман ахаль пулӑшакана Раҫҫей ҫынни ялан тав тӑвать.

Help to translate

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Черетпе Хусан ҫынни, Кабаргас, Малюҫ кӑшкӑрашрӗҫ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed