Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑрмасӑр (тĕпĕ: ҫывӑр) more information about the word form can be found here.
— Асатте, мӗн ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр ҫӗлетӗн?

Help to translate

Ҫӗрлехи хӑна // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Шыҫмак хӗрарӑм, япалисене вӑрласа каясран хӑраса, чылайччен ҫывӑрмасӑр тӳссе ларчӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пуштӑ начальникӗ, преферанс тесен, ҫӗр ҫывӑрмасӑр та выляса ларма хатӗр: ҫав тери лайӑх-ҫке картла вылянӑ хушӑра пӗчӗкшер черккен эрех сыпса лармашкӑн.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Арӑмӗ ӑна ҫывӑрмасӑр выртнипе ҫапла нумай автомобиль тупнӑшӑн ятланине хуравламасӑр Гобсон ҫӑра уҫҫисен ҫыххине тупса хапха патне тухрӗ, решетке алӑка уҫрӗ.

Жена выбранила его за то, что он накликал своим бдением так много автомобилей, а Гобсон, с зажатым в руке ключом, прошел к воротам и отомкнул решетчатую дверь.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Паян урӑхларах тытать пулӗ-ха хӑйне, ытлашши ӳсӗр мар, ҫывӑрмасӑр асаплантарӗ-и ӗнтӗ арӑмне.

Help to translate

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр унталла-кунталла ҫаврӑнкаласа выртса шӑм-шакки тем ӗҫленӗ пек йывӑрланчӗ.

Help to translate

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Унта сиплешетпӗр, ахалех пулмӗ, —ҫӑвать Капитонов хӑйӗн ҫӗр ҫывӑрмасӑр шыраса тупнӑ ӑсне.

Help to translate

Ӑслӑ-пуҫлӑ-тӑнлӑ ҫын… // Н. Маяк. «Капкӑн», 1933, 1№, 13 с.

Крапивин икӗ талӑк ҫӗр ҫывӑрмасӑр тенӗ пек ӗҫлерӗ, юнкун вара планне аслисене кайса кӑтартрӗ-кӑтартрех.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нина ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр чӳрече умӗнче кӑлӑхах кӗтрӗ ӑна.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Нина та ҫӗр ҫывӑрмасӑр ун валли тӗрӗслев ӗҫӗсем ҫырнӑ.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Анчах Ерман йӑнӑшрӗ: вӑл ҫиленсе кайрӗ; ҫак шиклӗхлӗ кунсемпе ҫывӑрмасӑр ирттернӗ каҫсенче хӑйӗн чӗринче мӗн пухӑнса капланнине вӑл йӑлтах халӑха ӑнланмалла мар хаярлӑхпа кӑларса тӑкрӗ.

Ерман допустил ошибку: он рассердился, все, что накипело в нем за эти тревожные дни и бессонные ночи, вылилось в непонятной для толпы ненависти.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Наступлени тӑватӑ куна пынӑ, боецсем нимӗн ҫимесӗр, ҫывӑрмасӑр ҫапӑҫнӑ.

Наступление длилось четыре дня — без еды и сна.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫывӑрмасӑр тӑртанса кайнӑ телеграфист, станцине чи юлашкинчен пӑрахса тухнӑскер, алӑкран карӑнса пӑхса сасартӑк аллипе сулла пуҫлать:

Опухший от бессонницы телеграфист, последним покидающий станцию, отчаянно вдруг замахал из дверей:

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Инке, ултӑ тавлӑк пӗр ҫывӑрмасӑр, нимӗн ҫимесӗр, пӗрехмай ура ҫинче тӑрса килтӗмӗр.

— Шесть суток, стоя, ехали, тетенька, не спавши, не емши.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Статс-секретарьтен сулахай енче ларакан Австри министрӗ граф Чернинӑн, ҫывӑрмасӑр лутӑрканса пӗтнӗ ырхан пичӗ куҫӗ тапхӑр-тапхӑр тик чирӗпе туртӑнкалать.

У сидящего слева от статс-секретаря австрийского министра графа Чернина дергалось тиком худое, измятое бессонницей, лицо.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн темиҫе кун та иртрӗ, анчах еху пурпӗрех хӑйӗн пурлӑхӗ ҫухални ҫинчен манма пултараймарӗ, вӑл апат ҫимесӗр, ҫывӑрмасӑр, нимӗн ӗҫлемесӗр пурӑнчӗ.

Прошло несколько дней, но он не забыл о своей потере, не хотел ни есть, ни спать, ни работать.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Кам вара вӑл Рогачев? — шӑппӑн ыйтнӑ Лена; вӑл, ҫывӑрмасӑр, юрӑ юрланине итлесе выртнӑ иккен.

— А кто это — Рогачев? — негромко спросила Лена; оказывается, она не спала и слушала песню.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Ҫӗрле, Лена ҫывӑрнӑ чухне, Коля сехечӗ-сехечӗпе ҫывӑрмасӑр ларнӑ.

По ночам, когда Лена спала, Коля часами сидел без сна.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Вара ҫывӑрмасӑр ҫӗр каҫнипе йывӑрланнӑ шӑм-шак сасартӑк уҫӑлса кайрӗ.

И сразу отошла хмара бессонной ночи, недолгая слабость.

XXXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ҫывӑрмасӑр ирттернӗ виҫҫӗмӗш каҫ пӗтсе килет ӗнтӗ.

На исходе была третья бессонная ночь.

XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed