Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав кун Гремячий Лог хуторӗ ҫийӗн, ҫурхи шывсем ҫийӗн, ҫеҫенхир ҫийӗн, пӗтӗм сенкер тӗнче ҫийӗн кӑнтӑртан ҫурҫӗрелле, никам хускатман ҫӳлти ирӗклӗхре хура ҫунатлӑ кайӑк-кӑвакалсемпе хуркайӑксем пӗр кӑшкӑрмасӑр, сасӑ-чӗвӗ кӑлармасӑр, васкавлӑн вӗҫе-вӗҫе иртетчӗҫ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫӗр ҫийӗн шурӑ пӑс ҫӗкленсе, ҫаранпа ҫырма ҫийӗн сарӑлать.Из земли поднялись белые пары и разостлались по лугу и по реке.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Берлин ҫийӗн (Ҫӗр-планета ҫийӗн тесен те йӑнӑш пулмӗ!) ялкӑшса вӗҫнӗ ялавӑн пысӑклатса рамкӑна лартнӑ фотоӳкерчӗкне шкул директорне тыттарчӗ.
Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем шкулта ҫитӗнеҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010.03.03
Вӑрман ҫийӗн тӗтӗм тухнине, уйра типӗ курӑк, торф шурлӑхӗ ҫуннине курсанах кирлӗ ҫӗре ҫийӗнчех шӑнкӑравлӑр.
Вӑрмансем ан ҫунччӑр // А.СИМУКОВ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
5. Вара куртӑм эпӗ: акӑ ӑмӑрткайӑк ҫуначӗсене сарса янӑ та — вӗҫет, ҫӗр ҫийӗн, ҫӗр ҫинчи пур халӑхсем ҫийӗн пуҫ пулса вӗҫет.5. И видел я: вот орел летал на крыльях своих и царствовал над землею и над всеми обитателями ее.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫапла вара Антиох, Турӑ Ҫуртӗнчен пин те сакӑрҫӗр талант вӑрласа тухса, васкасах Антиохие кайнӑ, ӑна ӗнтӗ, мӑнаҫланса кайнӑскере, хӑй ҫӗр ҫийӗн карапсем ҫӳремелле тӑвассӑн, тинӗс ҫийӗн ҫуран ҫӳремелле тӑвассӑн туйӑннӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫакӑ пӗтӗмпе ӗмӗлке пек, хӑвӑрт сӳнекен сас-хура пек ҫухалчӗ. 10. Хумханакан шыв ҫийӗн карап иртсе кайсассӑн, ӗнтӗ хумсем хушшинче унӑн йӗрне те, унӑн тӗпӗ хӑварнӑ ҫула та тупаймӑн; 11. сывлӑшра вӗҫсе иртекен кайӑк хыҫҫӑн та унӑн ҫулӗн нимӗнле палли те юлмасть, кайӑкӗ хӑвӑрт вӗҫсе пынӑран ҫуначӗ сывлӑша ҫурса пырать, сывлӑшӗ варкӑшса юлать, кайӑкӗ вӗҫсе иртрӗ — сывлӑшра пӗр паллӑ та юлмарӗ; 12. е тата — тӗллесе янӑ ҫӗмрен те ҫавӑн пекех: вӑл ҫурса иртекен сывлӑш ҫийӗнчех каялла пӗрлешет те — ҫӗмрен ӑҫтан вӗҫсе иртнине те пӗлейместӗн; 13. ҫавӑн пекех эпир те ҫуралнӑ та — вилнӗ, ырӑ ӗҫӗн пӗр паллине те кӑтартаймарӑмӑр, хамӑрӑн усаллӑхпах хӑрӑнтӑмӑр» тейӗҫ.
Ӑсл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ах, савнӑ тусӑм сасси илтӗнет! акӑ килет вӑл: ту ҫийӗн ыткӑнса, сӑрт ҫийӗн сиктерсе вӑл килет.8. Голос возлюбленного моего! вот, он идет, скачет по горам, прыгает по холмам.
Юрӑ 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль ҫапла калатӑр: пирӗнпе Ҫӳлхуҫа пулман пулсассӑн, 2. пире тапӑнакансем, — пирӗнпе Ҫӳлхуҫа пулман пулсассӑн, — 3. пире хирӗҫ вутла хаярлӑхне ҫитерсе пире чӗрӗллех ҫӑтса яратчӗҫ; 4. пире шыв путаратчӗ, чунӑмӑрсем ҫийӗн юхӑм шыв иртетчӗ; 5. чунӑмӑрсем ҫийӗн кӗрлевлӗ шывсем иртетчӗҫ.
Пс 123 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Енчен те хӗр каччӑ умӗнче чарӑнса тӑнӑ е унпа юнашар тӑрса кӑшт утнӑ-тӑк, пӗр-ик сӑмах перкелешнӗ-тӗк, ҫийӗнчех ялта, вӑрман ҫийӗн тӗтӗм сарӑлнӑ пек, пӗринчен тепри вӑйлӑрах сас-хура сарнӑ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Карапа енчен енне силленипе, хумсем ҫийӗн сиктернипе ҫаврашка ҫийӗнсе татӑлнӑ пулӗ тесе шухӑшламалли ҫеҫ юлчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пуҫне выртма карттус тӑхӑннӑ, шурӑ кӗпи ҫийӗн пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ, лутра кунчаллӑ атӑпа, тепри — ҫамрӑкки, ҫанӑсӑр шурӑ кӗпепе, кӗске кӑвак йӗмпе, Ильяс ҫамрӑккине ҫийӗнчех палласа илчӗ — Володя.
XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Самолет фронт лини ҫийӗн вӗҫрӗ, ӑна ҫийӗнчех пирӗн шоссе тӑрӑх лартса тухнӑ зенитнӑй батарейӑсем пеме тытӑнчӗҫ.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Малалла ӑнтӑлса, месерле ҫаврӑна-ҫаврӑна ӳксе, вӑл темиҫе хутчен те сӑнчӑрне туртса татасшӑн пулчӗ, анчах, вӑйӗ ҫитменнине пула вите патнелле вирхӗнчӗ, вара ун ҫийӗн карӑнса тӑракан пӑралук тӑрӑх шӑвакан ункӑ чӑнкӑртатни илтӗнсе кайрӗ.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сарӑрах куҫӗсем ҫийӗн ҫӑра куҫхаршисем сарӑлса выртаҫҫӗ.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Станица ҫийӗн аялтанах пӗлӗт татӑкӗсем шӑвӑнса иртеҫҫӗ.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӗсен пуҫ ҫийӗн утса ҫӳресси ҫеҫ юлать вара.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
— Эпӗ вуланӑ тетӗп сана! — кӑшкӑрать Коваленко, туйипе тротуар ҫийӗн танклаттарса.— А я тебе говорю, что читал! — кричит Коваленко, гремя палкой по тротуару.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Тул ҫутӑлса килет; ҫӗрсе ишӗлсе анас пек ларакан ҫуртсем ҫийӗн Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ сӳни-сӳнми мӑчлатса ҫунать.Светало; над сырой кучей полуразвалившихся построек трепетала, угасая, Венера.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Йывӑҫ тӗмисем ҫийӗн сар тутӑрлӑ пуҫ курӑнчӗ, тутӑрне чиперех ҫыхнӑ ӗнтӗ.Над кустами поднялась голова в желтом платке, уже повязанном, как надобно.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.