Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яшсем (тĕпĕ: яш) more information about the word form can be found here.
Хӑнана каякансем вокзалтан тухсанах хӗрсемпе яшсем хайхи кам мӗн тӑвас тет ҫавна тӑва пуҫларӗҫ.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Яшсем хӑравҫӑ хӗрсене ҫухӑртма юрататчӗҫ: вӑрттӑн пырса ярса тытатчӗҫ те ывӑтатчӗҫ шыв юхӑмне!

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Вылякан ушкӑнра паллакан ҫамрӑксем те, хулара ӳснӗ яшсем те, тӗрмере ларса тухнӑ, куҫ айӗн витӗр шӑтарасла пӑхакансем те пуҫтарӑннӑ.

Help to translate

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Хӑш-пӗр ҫӑмӑлтарах яшсем унпа калаҫма — сӑмах ваклама тӑрӑшсан та хӗр хирӗҫ чӗнмерӗ, ҫӑвара шыв сыпнӑ пек тӑчӗ, пӗр Виталий пирки ҫеҫ шутларӗ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Унта пурӑнакан хӗрсенчен хӑшӗн-пӗрин патне яшсем ҫитнӗ те.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Яшсем ун ҫумне сӑпса пек ҫыпӑҫатчӗҫ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Мирлӗ пурнӑҫа тавӑрас тесе тӑван Чӑваш енри чылай арҫынсемпе яшсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Вӑй паракан ҫырусем // Л.МИРОНОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13456-v ... an-cyrusem

Чӑваш тумтирне тӑхӑннӑ пикесемпе яшсем унта хутшӑнакансене савӑк кӑмӑл парнеленӗ.

Help to translate

Чӑваш Ен апат-ҫимӗҫӗсен фестивалӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/10/chva ... tival-irtn

Пурнӑҫра пӗрремӗш хут пӗр-пӗрин ҫумне ларса курнӑ хӗрпе каччӑшӑн, халиччен кун пирки ӗмӗр тума май ҫук япала ҫинчен шутланӑ пек ҫеҫ ӗмӗтленнӗскерсемшӗн, ҫапла ним чӗнмесӗр юнашар ларни те савӑшса пиҫнӗ яшсем ыталанса чуптунинчен ҫӗр хут ытларах чӗрене сиктернӗ…

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Саня та унпа яшсем умӗнче нимӗнле сӑмах та пуҫармарӗ.

Help to translate

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Ку яшсем пирӗн бригадӑна кӑҫал ҫулла килчӗҫ, — терӗ вӑл куҫне йӗкӗтсем ҫинчен илсе, — вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн.

Help to translate

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Акӑ, тулли панелевоз хумлӑ тинӗсри карап пек тайкаланса, пӗр ӳпӗнсе те каҫӑрӑлса, пӳрт умнех ҫитсе чарӑнчӗ те — ӑна тӗрлӗ тӗслӗ комбинезонпа ҫутӑ сарӑ каска тӑхӑннӑ яшсем вӗҫен кайӑксем пек сӑрӑнчӗҫ, пит те майлӑ вырӑн тупрӗҫ.

Help to translate

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Студентсен ушкӑнӗ (яшсем):

Help to translate

Эстафета спортсменсен пысӑк йышне пуҫтарчӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d1%8d%d1% ... 83c%d1%82/

Ватӑ Аванкая ҫак хӑюллӑ та нимрен хӑраман пусмӑрпа мӑшкӑла тӳсес темен яшсем питӗ килӗшеҫҫӗ.

Help to translate

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кадетсен юхӑмне яшсем кӑна мар, хӗрсем те хапӑл тусах хутшӑнни куҫ кӗретех.

Help to translate

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Хӗрсемпе яшсем ҫавӑнтах мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн тӑрса ташлама тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Пурте пӗр вӑхӑтри, пӗр ӳсӗмри ҫамрӑксем, ҫирӗм-ҫирӗм икӗ ҫулхи маттур яшсем.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл вӑхӑтра яшсем ҫӗршыва хӳтӗлессине сӑваплӑ тивӗҫ тесе шутланӑ.

Help to translate

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Яшсем шавлӑн калаҫса университетӑн тӗп корпусне апатланма кӗчӗҫ.

Help to translate

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Эрне пурӑнчӗ тет вӑл унта яшсем патӗнче.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed