Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыттисенчен (тĕпĕ: ытти) more information about the word form can be found here.
Юлашки кунсенче ҫеҫ хӑнӑха пуҫларӗ, ыттисенчен питех юлми пулчӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыттисенчен юлас мар тесе, тара ӳкиччен чупма тиврӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман ати килӗнче яланах ҫавнашкал: пур ӗҫе те ыттисенчен малтан тытӑнса, маларах вӗҫлес йӑла.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир вара, абитуриентсем, хамӑрӑн экзаменсене студентсен сессийӗ хыҫҫӑн, ыттисенчен виҫӗ эрне маларах, тытаттӑмӑр.

Help to translate

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Командира, паллах, ыттисенчен ытларах лекет.

Help to translate

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Ыттисенчен юлас темен.

Help to translate

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

— Эпӗ, — тет кӑтра ҫӳҫлӗ, пӗвӗпе ыттисенчен ҫӳллӗрех те тӗреклӗрех шӑмшаклӑ каччӑ — стипендипе пӗрле хушма укҫа та пултӑр тесе аш-какай комбинатне хуралҫӑна вырнаҫрӑм.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӑвна яланах ыттисенчен ӑслӑрах та пултаруллӑрах кӑтартасшӑн ҫунатӑн, — пӑлханса калаҫрӗ Ирина.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑрман нушине ыттисенчен пӗртте кая мар курнӑ ҫын.

Help to translate

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ыттисенчен мӗнпе уйрӑм эс!..

Help to translate

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗрентекен кирек хӑҫан та хисеплӗ, ыттисенчен ҫӳллӗрех картлашкара тӑракан ҫын.

Help to translate

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Марье аппа, сан аннӳ пулать-ха ӗнтӗ, кӑмӑлӗпе те питӗ йӑваш та, ыттисенчен хытӑрах илтет пуль ҫӗр мӗн каланине.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Манӑн ҫӑлтӑр ытла та пӗчӗк пулнӑран ӑна ыттисенчен уйӑрса тӗллесе кӑтартма май килмест сана.

Моя звезда очень маленькая, я не могу ее тебе показать.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

«Эпӗ хаклӑ пуянлӑхӑм тӗнчере ҫук илемлӗ чечекӗм тесе ӗнентертӗм хама, манӑн роза вара ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть.

Только всего у меня и было что простая роза

XX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Калӑпӑшӗпе те вӑл ыттисенчен пӗчӗкрех-мӗн.

Она оказалась меньше всех.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫавӑнпа та вӑл ҫулҫӳревне ҫавсене ҫитсе курассинчен пуҫлас терӗ: ӑҫта-тӑр мӗнле те пулин чун йӑпанӑҫӗ тӗл пулӗ, е тата ыттисенчен курса мӗне те пулин вӗренни те пӑсмӗ.

Вот он и решил для начала посетить их: надо же найти себе занятие, да и поучиться чему-нибудь.

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Хӑйне вӑл халь ыттисенчен нумай маларах кайнӑ, унӑн ҫӗнтерӗвне никам та туртса илес ҫуккине пӗлекен, малта финишӑн ытарайми хӑюне курса пыракан спортсмен пек туйрӗ.

Help to translate

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кам мана ыттисенчен, чӑн-чӑн тӳрӗ чунлисенчен, чӑн-чӑн хӑюллисенчен уйӑрса илӗ?

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Малтан вӑл, хӑйӗн ҫулӗ ыттисенчен уйрӑм пырать тесе шутланипе, йӑнӑш тунӑ.

Help to translate

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун пек ҫынсен хӑйсен уйрӑмлӑхӗ, вӗсене ыттисенчен уйӑрса тӑраканни нимӗн те ҫук, ӑна вӗсем пӗтӗмпех пӗтерсе хунӑ е хӑйсем хӑнӑхман условисенче шухӑшлама та, мӗн те пулин тума та пуҫӗпех манса кайнӑ.

Help to translate

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed