Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыттисенчен (тĕпĕ: ытти) more information about the word form can be found here.
Ун пек ҫынсен хӑйсен уйрӑмлӑхӗ, вӗсене ыттисенчен уйӑрса тӑраканни нимӗн те ҫук, ӑна вӗсем пӗтӗмпех пӗтерсе хунӑ е хӑйсем хӑнӑхман условисенче шухӑшлама та, мӗн те пулин тума та пуҫӗпех манса кайнӑ.

Help to translate

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Авӑ, аякранах палӑрса тӑрать вӑл ыттисенчен чылай ҫӳллӗ пулни.

Help to translate

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ушкӑнпа шавлакаланӑ хыҫҫӑн эпир Петӗрпе иксӗмӗр ыттисенчен уйрӑлтӑмӑр.

Help to translate

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Атӑлҫи федераци округӗнче промышленноҫ производствин индексӗн калӑпӑшӗпе ыттисенчен самай лайӑх пулнипе палӑрса тӑрать республика.

Help to translate

Раҫҫей экономикин хӑш-пӗр кӑтартӑвӗсенчен Чӑваш Ен чылай аванрах ӗҫлесе пырать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/22/racc ... n-chvash-e

«Восток», «Асаново» (550 тонна), «Дружба» (408 тонна) ЯХПКсенче утӑ ыттисенчен ытларах.

Help to translate

Хирсем тырпултан пушанаҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%85%d0%b ... %ab%d3%97/

Хӑйӗнчен, ыттисенчен те ҫирӗп ыйтакан мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗ малалла аталанас тесен пурнӑҫ таппипе тан пулмаллине, ҫӗнӗлӗхсене ӑса хывмаллине лайӑх ӑнланать…

Help to translate

Ӳсӗмсен вӑрттӑнлӑхӗ – ҫӗнӗлӗхсене алла илнинче // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/y%d1%81e%d0 ... %bd%d1%87/

Ара, эпир те ыттисенчен нимпе те кая мар-ҫке.

Help to translate

Ӑҫта вӑл Чӑваш Кӑлаткӑ ялӗ? Кам вӑл Курак Иванӗ? // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... an-3388969

Ыттисенчен уйрӑлса тӑнипе кӑна эпир ыттисемшӗн кӑсӑклӑ.

Help to translate

Карл Марксӑн антиӳнерӗ // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/285

Вӗрене ҫыхма пӳрт кӗтесӗнчи ыттисенчен тухсарах тӑракан ҫӳлти пӗренине суйласа илчӗ.

Help to translate

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Эп вуник ҫула ҫитиччен хура пӳртре пурӑннӑ, ҫапах та ҫын пулнӑ, ыттисенчен кая мар…

Help to translate

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Кашни кукӑр, тӳпем, лапам, уй-улӑх, ӗшне-ката темӗнле хӑйне ҫеҫ тивӗҫлӗ, ӑна курсан ҫеҫ, ҫак тӗлте ҫеҫ хускалакан ыттисенчен уйрӑм туйӑм вӑратать чун-чӗрере.

Help to translate

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Унӑн нимӗн те ыттисенчен кая мар.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ак эпӗ ыттисенчен каярах сӗт сӑватӑп-ха та халь, — ай, чӗре вӑркать, тепӗр чух сиксе тухас пек тапать!

Help to translate

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Ыттисенчен нумай юлмастӑн апла?

Help to translate

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

— Анчах халӑх чысне тивӗҫлӗ пулнипе каппайланса, пуҫна ыттисенчен ҫӳле ан каҫӑрт.

Help to translate

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мӗншӗн тесен вӑл хӑйне ҫапла тыткалани — хӑйне ыттисенчен ҫӳле хуни, ҫын сӑмахне пачах та картманни, ҫын кирек мӗн каласан та, ун сӑмахӗ пирки шухӑшланине, уншӑн савӑннине е кӳреннине палӑртса, ӑна ытла та пысӑк чыс туни, ун умӗнче тивӗҫлӗхе чакарни.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Канаш ен картишӗ ыттисенчен хӑйне евӗрлӗхӗпе уйрӑлса тӑчӗ.

Help to translate

Агрослетра ял-сала малашлӑхне ҫамрӑксен куҫӗпе хаклассине тӗп вырӑна хучӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Паллах, унӑн ыттисенчен юлас килмен, ҫавӑнпа та туссем ӑна пурпӗрех ӳкӗте кӗртӗҫ тесе шанчӗ вӑл.

Конечно, ей не хотелось пропускать ничего интересного, и она надеялась на то, что подружки в конце концов ее уговорят.

Дискотека // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/641

Швецире ҫулпа пынӑ хушӑран аккумулятора авӑрлакан системӑллӑ тӑватӑ опытлӑ участок пур пулин те ҫӗнӗ проект ыттисенчен хӑйӗн масштабӗпе уйрӑлса тӑрать, тата ҫитменнипе вӑл пӗр чарӑнмасӑр ӗҫлӗ.

Несмотря на то что в Швеции уже существуют четыре опытных участка дороги с системой динамической подзарядки, новый проект является первым масштабным и будет работать на постоянной основе.

Швецире электромобильсене ҫулпа пынӑ май авӑрласшӑн // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34986.html

Кунта ҫакна та палӑртса хӑвармалла, ку тӑрӑхсенче акмалли лаптӑксем те ыттисенчен пысӑкрах.

Help to translate

Ака вӗҫленнӗ хуҫалӑхсем те пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61152

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed