Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухнехи (тĕпĕ: чухне) more information about the word form can be found here.
Вӑл, ырӑ хӑна килессе кӗтнӗ чухнехи пек, пӳлӗме тасатма тытӑнчӗ.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хаклӑ йӑмӑкӑм! — чиркӳре кӗлтунӑ чухнехи пек хавхаланса чӗнчӗ пуп.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа, пирӗн мухтавлӑ та таса ҫӑлаканӗ — христос ячӗпе ыйтатӑп: ман хуйхӑма чарса, саншӑн лӑпкӑн кӗлтумалла пултӑр тесе, ҫылӑха каҫарттарнӑ чухнехи пекех ним пытармасӑр каласа пар…

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье качча килнӗ чухнехи пек пӑхманни, ҫывӑх пурӑнакан хӗрарӑм ӑшшӑн савманни тарӑхтарса ҫитернӗччӗ ӑна.

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан крючникре ӗҫлеме пуҫланӑранпа туяннӑ ҫӗнӗ утӑмӗпе — кӑштах тармакланарах та урисене сӑтӑрттарарах, ҫурӑмӗ ҫинче выртакан йывӑр япалана тытса пынӑ чухнехи пек, чавсине хуҫса утать.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хусана кайнӑ чухнехи пекех, ҫыран хӗрринче ун куҫне чи малтан туса пӗтернӗ тырӑ амбарӗсем тӗл пулчӗҫ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн ҫанҫурӑмӗ сивӗ тытнӑ чухнехи пек ҫӳҫенсе илчӗ.

Help to translate

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ыйхӑран вӑранса пурне те аса илнӗ хыҫҫӑн кӑмӑлӗ вилме выртнӑ чухнехи пекех пӑшӑрханнӑччӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑрук Ҫтаппан ун куҫӗ умне кӗпесӗр, ҫӗтӗк пиншакпа, сухалсӑр-мӑйӑхсӑр пуҫне усса ларнӑ чухнехи пек пырса тӑчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ман ҫамрӑк чухнехи пурнӑҫ аттепе анне вӑхӑтсӑр вилнӗ хыҫҫӑн вӗри куҫҫульпе тӗксӗмленчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл та иртсе кайнӑ пурнӑҫӗн чи вӑрттӑн кӗтесӗсене ҫитсе ҫамрӑк чухнехи туйӑмӗсене астивсе пӑхнӑ пулӗ…

Help to translate

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Ҫурта ҫуннӑ чухнехи шӑрша эпӗ чи малтан чиркӳре туйса илнӗ.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Ун чухнехи йӑла-йӗрке хальхи пек пит шухӑ та тӑнӑҫлӑ пулман паллах.

Help to translate

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Татьяна ача чухнехи пек карусель патне пырса тӑрса уяв тумӗллӗ ҫамрӑксем ун ҫинче ярӑннине-ҫаврӑннине пӑхса тӑратчӗ.

Help to translate

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Шухӑшу-ӗмӗту ырӑ, анчах вуннӑмӗш класа илӗҫ-и-ха сана, каҫхи шкулта вӗреннине шута хурӗҫ-и? — иккӗленерех калаҫрӗ амӑшӗ хӗрне пӗчӗк чухнехи пек пуҫӗнчен ачашласа та ҫурӑмӗнчен лап-лап лӑпкаса.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хурҫӑ ут вун пилӗк лаша вӑйӗпе кӗрлет, ахлатать, ҫынна сивӗ тытнӑ чухнехи пек чӗтре-чӗтре илет.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Анчах Вӗҫелис, ытти чухнехи пек, ваттисене пӳлмерӗ: амӑшӗ мӗн калас тенине хӗрӗ патне ҫитерчӗ-ҫитерчех.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Амӑшӗ, ҫамрӑк чухнехи пек, вӗтеленсе ҫӳрет, сӗтел пуҫтарать.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӗҫелис итлерӗ, анчах ытти чухнехи пек юнашар мар, айккинерех вырнаҫрӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ытти чухнехи пек Иринӑна сывлӑх сунмарӗ, кепкине пусарах лартрӗ те пусма патне утса кайрӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed