Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чунтанах ӳкӗнекенсене, хырӑм пӑрахмасӑр ача ӳстерекенсене ҫеҫ Вӑл ҫакӑ хӑрушӑ ҫылӑхран ҫуса тасатӗ.
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Эпир, чӑвашсем, халӗ Чечен ҫӗрӗнче вилекен ывӑлӑмӑрсемшӗн чунтанах хурланатпӑр, Хурланмасӑр камӑн чунӗ чӑттӑр-ха?
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Вӑл ҫынах пулнине курсан, Тетей чунтанах савӑнчӗ.
VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Юрлать этем, юрланӑ май чунтанах шуйханать: «Камӑн пурӑнас ҫулӗсене шутлать-ши ҫак вӑрманта авӑтакан куккук?»
Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Пил сӑмахӗ, кӑкӑр сӗчӗ парса ӳстернӗ тӑван амӑшӗ чунтанах ырӑ сунса каланӑ сӑмах!
Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Шутласа лартӑм-лартӑм ҫапла темлерен темле: «Аннен виҫӗ ача, аттен — пӗрре те ҫук. Тӗрӗс-и ку? Мӗн-ма пулмалла мар-ха пире чунтанах юратакан аттен пӗр ача та пулин?..» — тетӗп хама хам.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Пит хумханнипе ним те калаймасть хӑй: пӗрре ҫӑпаталлӑ арӑмне, тепре, арӑмӗ тӗлӗнсе сӑнанине пӑхмасӑрах, Ултуттие те чунтанах ыталать; Услантӑр мучие те ҫупӑрлать, Шӑнкӑрча та ачашлать; вара, хавассӑн хашлатса, тин кӑна йывӑр ҫӗклем пӑрахнӑн кӑшкӑрса ярать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Йӗкел хуппинчен кӑшт ҫеҫ мӑнӑрах ҫӑпата сырнӑ Кулинейкка, тахӑш вӑхӑтра чаваланса улӑхса, тутине амӑшӗн хӑлхи тӗлӗнче тытса: «Анне, ҫыйу! Анне, ҫыйу!» — тет чунтанах, амӑшӗ шарламасть.
Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Паллашрӑмӑр та, вӗсен мӗн лайӑххи пуррине чунтанах юратакан пултӑмӑр.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Тантӑшсем те чунтанах кӗтеҫҫӗ Иксӗмӗр пӗрле пулассине…
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Каникул ҫинчен пӗр класра вӗренекен ачасене ҫеҫ мар, ытти юлташсене те каласа пама, чунтанах чупма, сикме, ҫутҫанталӑкра выляма пулать!
Ку чӑнах та савӑнӑҫлӑ пулнӑ! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... ln-3442613
Завьялова чунтанах пулӑшасшӑн.
6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Маттур, кинемей! — чунтанах ырлаҫҫӗ ҫамрӑксем Татьян аппана.
Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.
Унӑн сӑмахӗсемпе кӗвӗленӗ «Пурӑнмашкӑн пурнӑҫ тулӑх», «Пырса кӗрем-и эп Мускава», «Хурӑнлӑхра куккук авӑтать», «Ирхи Атӑл», «Улма йывӑҫ авӑнать», «Юрӑҫӑсем», «Кӗсле купӑс», «Шӑркара ырашӗ», «Кӑмӑл», «Кӗтрӗм, кӗтрӗм сана» юрӑсене ҫамрӑксем халӗ те чунтанах юрласа киленеҫҫӗ.
Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.
Вӑл, ахӑртнех, кунта час-час пулмасть-тӗр, анчах ҫак тавралӑх унӑн тӑван кӗтесӗ пулни, ҫак яш ачана вӑл чунтанах килентерни сисӗнсех тӑрать.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Ҫак кулӑшла вӑйӑра йытӑ ҫурине чунтанах шеллерӗ Славик.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
— А эпӗ сире… чунтанах хисепленӗ, Тихон Евдокимович… этем тенӗ…
XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Калас сӑмахсем капланса ҫитнӗ старикӗн, анчах… йывӑр ӑна хӑй чунтанах юратнӑ, хӑй ҫын тунӑ Тихон Евдокимовича куҫран тӳррӗн калама.
X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Пурте куҫ умӗнче, пӗтӗмӗшпех паллӑ: пӗрисене, ҫак стройкӑра виҫҫӗмӗш ҫул, тӑваттӑмӗш ҫул ӗҫлекеннисене, хӑйсен пултарулӑхӗпе вӑй-хӑватне ӗненсе илме ӗлкӗрнисене, куҫпа курмалӑх, чун-чӗре савӑнмалӑх ӗҫ тума ӗлкӗрнисене, хӑйсен патне ҫӗнӗ йыш ҫӗнӗ завода хӑвӑртрах туса пӗтерме пулӑшас тесе, хӑюллӑ ӗмӗтпе, тӑванла кӑмӑл-туйӑмпа килсе ҫитни чунтанах савӑнтарать; теприсене, инҫетри-инҫетри хуласенчен килсе ҫитнӗ каччӑсемпе хӗрсене, пӗтӗм ҫӗршыв пӗлекен стройка ҫыннисем кунашкалах тарават пулни, мӑнкӑмӑлланмасӑр, чун-чӗрене уҫса, пӗр танлӑн хисеплесе, тӑванла юратупа юратса, тӑванла савӑнӑҫпа савӑнса кӗтсе илни, тӗл пулни куҫҫуль тухасла хумхантарать.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Тӑван кӗтес ҫав териех туртать пулсан, ырӑ ҫыннӑм, — терӗ вӑл ӑна, те тӑрӑхласа, те ун кӑмӑлне чунтанах ӑнланса, — чарса тӑмалла мар пуль сана.
VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.