Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрсе (тĕпĕ: хӗр) more information about the word form can be found here.
Хӗрсе ҫитнӗ хӗвел, ҫуллӑ ҫатмари ҫӑмарта сарри пек ҫуталса кайнӑскер, сапалать те сапалать хӗрӳ ӑшшине мӗнпур таврана.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ытлашши хӗрсе ан кай тархасшӑн, хамӑрӑн ситуацие ҫиччас ӑнлантаратӑп, — тетӗп.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Кунӗпе хӗвел ҫинче хӗрсе ларнӑ шкул стенисем ҫывӑрма выртсан та пире канӑҫ памастчӗҫ, пӑчӑ аптӑрататчӗ.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Пӗр кӗтесре выльӑхчӗрлӗх сутаҫҫӗ иккен, тепринче — апат-ҫимӗҫ, кашни ҫӗр лаптӑкӗ ҫинчех суту-илӳ хӗрсе пырать.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ҫитменнине тата хӗвелӗ васкасах ҫӳлелле хӑпарать, йӑранӗсем хӗрсе пыраҫҫӗ, ҫара тяппасене вӗри ҫӗр ҫунтарать.

Help to translate

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Туйӑм килнӗ, хӗрсе ҫитнӗ самантра кам тытса чарайӗ хӑйне.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Шоферсем, автомашина двигателӗсем хӗрсе каясран, капотсене уҫса хунӑ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина тарӑхнипе хӗрсе кайрӗ: хӑҫанччен вӑл паракан сӗнӳ-канаша тата тӗрӗс пурнӑҫлама ыйтнине пуш сӑмах та сӳпӗлтетӳ вырӑнне, асӑрхаттарнине — кулӑша хурса йышӑнма пӑрахаҫҫӗ!

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫӗнӗрен хӗрсе ташларӗ Ҫӗнӗ милӗк ҫат та ҫат!

Help to translate

Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.

Хӗрсе кайсан, калаҫӑвӗ пирӗн шайрах тытӑнса тухаймастчӗ ҫав.

Help to translate

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Луиска эпир хӗрсе калаҫнине курчӗ пулас, хӑвӑрт кӑна пирӗн пата утса пычӗ те: — Мӗн эсир ман ҫине пӑхса калаҫатӑр? — терӗ, куҫран хурчӑка пек тинкерсе.

Help to translate

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Ҫтаппан хӗрсе кайнӑ арӑмне аран аллинчен тытса чарчӗ.

Help to translate

30 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрсе кайнӑ Лука Павлович кӑштахран тин лӑпланчӗ.

Help to translate

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Коммунистӑн мӗнле пулмалли ҫинчен Дубов ҫапла хӗрсе калаҫни савӑнтарчӗ ӑна.

Help to translate

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Дубов уйрӑмах вӑрман вӑррисемпе ҫине тӑрса кӗрешмелли ҫинчен хӗрсе калаҫрӗ.

Help to translate

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫук, илтӗнчӗ кӑна ҫакӑ пӑлханса хӗрсе кайнӑ хӗрарӑма.

Help to translate

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗррехинче вырӑн ҫинче, хӗрсе кайсан, туйӑмсем тулса ҫитсен Ванюш ҫапла каласа хунӑччӗ:

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫапӑҫу шутсӑр хӗрсе пынӑ вӑхӑтра сехре хӑпнӑ хӗрӗсем таҫта хӑямата тарса пытанаҫҫӗ.

Help to translate

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Юрӑ-ташӑ хӗрсе кайрӗ.

Help to translate

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Анчах та ташӑ-юрӑ хӗрсе кайнӑ самантра хӗвел хупланчӗ, пӗтӗм тӳпене хура пӗлӗтсем хупӑрласа илчӗҫ: ҫиҫӗм ҫиҫет, аслати авӑтса таврана кисрентерет — тӗнче пӗтнӗн туйӑнать.

Help to translate

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed