Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрсе (тĕпĕ: хӗр) more information about the word form can be found here.
Халӗ ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче ӳсен-тӑрана ҫум курӑкран, сӑтӑрҫӑсенчен, чир-чӗртен хӳтӗлесе им-ҫам сапас ӗҫ хӗрсе пырать.

Help to translate

Калчасем мӗнле шӑтса тухнине тӗрӗслеҫҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%ba%d0%b ... %d0%b5cce/

Ун чухне, ял ҫыннисем хӗрсе кайса шавланипе икӗ ене пӗр-пӗрне илтме те, итлеме те йывӑртрах пулчӗ.

Help to translate

Пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60544

Вӗсем Таранов ҫинчен калаҫнӑ, вӑл вилсен хаҫатра некролог ҫапса кӑлармалла-и е ҫук-и — ҫавӑн пирки хӗрсе кайсах тавлашнӑ.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Эп хама хӳтӗлесе мӗн те пулин каласан питех хӗрсе каймӗ-и Игнат Петрович?»

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тен, вӑл халӑх тӑшманӗ пулман та, — хӗрсе кайсах хирӗҫ тавӑрчӗ Таранов.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫуркунне уйра хӗрсе суха тумалла, вӗсене вара тепӗр чух килне ҫитсе ыйхӑран вӑратма тивет, ав еплерех «сознательнӑй» вӗсем.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Чим-ха, тӑванӑм, чим! — хӗрсе кайрӗ Таранов.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Словарьсенче ҫук-ха, анчах ҫӗр ҫинче пур-ҫке вӑл, пур! — хӗрсе кайсах хирӗҫ тавӑрчӗ Таранов.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑйсем тӗллӗн вылякансем хӗрсе кайса выляма тӑрӑшни те вырӑнсӑр.

Help to translate

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Тамара вара хӗрсе паранкӑ пуҫтарас чух ача-пӑчана вӑрмана илсе каясшӑн.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Хӑйне кура мар лӗпӗрти чӗлхеллӗ Хветуҫҫи инке, ҫавӑнпа ӑна час-часах ят тивет! — тата ытларах хӗрсе кайрӗ Ежеметьев.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Манра асатте юнӗ юхать пулмалла, ҫавӑнпах-тӑр хӑш-пӗр чух ытлашшипех хӗрсе каятӑп.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Чӑвашсем салат тума юратакан урпа хӑйне евӗрлӗ «шӑналӑк» ҫӳхерех пулнӑран, ун витӗр тӗллӗн-тӗллӗн ҫумӑр шывӗ сӑрхӑннӑран хӗрсе кайнӑ-мӗн.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Урпа хӗрсе тухнинчен ним чухлӗ те тӗлӗнме кирлӗ мар.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ноябрь уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче, тавралӑха кӑчӑр ҫӳхе юр шуратсан, пире виҫсӗмӗре тырӑ йышӑнакан пункт кантурне — директор пӳлӗмне — чӗнтерчӗҫ те хӗрсе кайнӑ урпана (ҫав тырӑ улмури пысӑкӑш икӗ купаччӗ) склада куҫарма сӗнчӗҫ.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Вӑл нормӑна пӑхнинчен пӗр минут ытларах тӑни те патшалӑха пиншер тенкӗлӗх тӑкак кӳрет, — хӗрсе кайсах каларӑм эпӗ.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Сӗтел хушшинче ларакансем ҫине-ҫинех шаклаттарса ӗҫрӗҫ те, Ульяна, хӑй те хӗрсе кайнӑскер, виҫҫӗмӗш кӗленче туртса кӑларчӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Пулман ун пекки, пулман, — аванмарланнӑскер хӗрсе кайсах хирӗҫлерӗ Моляков.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ҫакӑ та кӑсӑклӑ: хӑш-пӗр ҫыравҫӑ хӗрсе кайсах парти пусми ҫине хӑпарса карьера тунӑ вӑхӑтра ҫамрӑк ҫыравҫӑсем КПСС ретне кӗме васкамаҫҫӗ (ахӑртнех, вӗсене унта илмен те пулӗччӗҫ), мӗншӗн тесен, ман шутпа, вӗсем тӳрӗ чунлӑ ҫыравҫӑсем пулнӑ, суяпа ултава таҫтанах сиснӗ (Игнатьев кӑна, пурнӑҫ хистенине кура, аллӑ урлӑ каҫсан партие кӗрет, анчах — ҫыравҫӑран тӑрӑхланӑ евӗр — тепӗр виҫӗ-тӑватӑ ҫултан партийӗ те, Совет ҫӗршывӗ та арканса каять).

Help to translate

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Учӗ вара, хӗрсе кайнӑскер, юланутҫи сиксе юлнине те асӑрхаймарӗ пулас, малалла чуптарчӗ.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed