Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑмаран ҫапса тунӑ пӳрт таврашӗнче шӑп.
6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Хӑмаран ҫапса тунӑ ҫуллахи пӳрт чылай айккинче ларать.
6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Общежити варринче хӑмаран ҫапса тунӑ вӑрӑм сӗтелсем ларасҫӗ, ансӑр саксем.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑмаран тунӑ йывӑҫ пӑшалсемпе кӗрт айӗнче траншея тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ.
Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.
Пире малтанласа хӑмаран ҫапса тунӑ баракра пӗр пӳлӗм тупса пачӗҫ, — сӑмахне тӑсрӗ Улька.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Кӗтесре — курпӑль хӑмаран лӑппи-лаппи ҫапкаласа ҫыпӑҫтарнӑ будка.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Хӑмаран ҫапса тунӑ вӑрӑм сӗтелсем мӑшӑрлӑ ретпе уҫӑ пӗлӗт айӗнче лараҫҫӗ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Пӳлӗмри сӗтел-пуканӗ те япӑх мар: хӑмаран тунӑ нар вырӑнне кунта улӑм тултарнӑ матраслӑ тата минтерлӗ чӗриклетекен кравать, шӑйрӑлса пӗтнӗ тумбочка, икӗ пукан, юнашар тутӑхнӑ витре лартнӑ, умывальник те пур.
Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Пӳрчӗсене хуларан авса е хӑмаран ҫапса тунӑ, ҫийӗсене чӗренче витнӗ, йӗри-тавра балконсем тухса тӑраҫҫӗ, пӳрчӗсем юпасем ҫинче лараҫҫӗ.
Тинӗс хӗрринчи халӑх тата вӑл мӗн ӗҫлесе пурӑнни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Завьялов ҫак ҫуртӑн хӑмаран ҫапса тунӑ алӑкӗнчен шаккарӗ те итлесе тӑчӗ.
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Темиҫе ҫул каялла ҫеҫ-ха (ӗнер кӑна пек те туйӑнать) хӑмаран ещӗк туса улӑм ҫемҫетесси те ҫӑмӑл мар ӗҫчӗ, ку ӗҫ те вырӑнтан хускаласшӑн марччӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.
Тӳрем уй пуҫланнӑ ҫӗре сарӑ хӑмаран трибуна туса лартнӑ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.
Чим-ха, хӑмаран ҫапса тунӑ лаҫран урамалла тӗтӗм шӑрши сӑрхӑнса тухмасть-и?
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Эпӗ, хӑмаран тунӑ сак ҫине ларса, журнал вулама тытӑнтӑм.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Чус хӑмаран тытнӑ карта икӗ метр ҫӳллӗш — сиксе каҫаймастӑн.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Тӑватӑ чӳречеллӗ пӳрчӗ те, хӑмаран ҫапса тунӑ лаҫӗ те — пурте кивӗ.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Шӑллӗ хӑмаран ҫапса тунӑ хӳме ҫывӑхнелле шуса кайрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Каччӑ йывӑҫ хӑмаран ҫапса тунӑ пур лавккасем, ларёксем умӗн те ҫаврӑнса тухрӗ, чунӗ кӗленине тивӗҫтерекен ҫуллахи ҫи-пуҫ, атӑ-пушмак пӑхкаларӗ, аш павильонӗнче те пулчӗ, пӗр тӗлте, укҫа тӳлесе, стакан морс ӗҫрӗ, вара каллех урама тухрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫул хӗрринче хӑмаран ҫапса тунӑ, вӑхӑт нумай иртнипе симӗсленсе кайнӑ пӗчӗкҫӗ ҫурт ларать.У дороги стоял сколоченный из горбылей, позеленевший от времени домик.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫав хӑмаран ҫапса тунӑ хӳшӗ уншӑн иккӗмӗш килӗ вырӑнне пулса тӑчӗ.
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.