Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Турӑ тӗрӗс сут туса сире хур тӑвакансене хурлӑхпа тавӑрӗ, 7. Иисус Ҫӳлхуҫа ҫӳлтен Хӑйӗн хӑватлӑ ангелӗсемпе ялкӑшакан вут-ҫулӑмра килсессӗн сире, халӗ хурлӑх куракансене, пирӗнпе пӗрле канӑҫлӑх парӗ; 8. Турра йышӑнманнисене, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпара пӑхӑнманнисене Вӑл тавӑрмаллипех тавӑрӗ.
2 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпир хурлӑх куратпӑр пулсассӑн, сире лӑплантарасшӑн, сире ҫӑласшӑн хурлӑх куратпӑр; эпир лӑпланни сире те — эпир те тӳсекен хӗн-хур пек йывӑрлӑхсене ҫирӗппӗн чӑтса ирттермешкӗн — лӑплантарӗ; 7. эпир сире ҫирӗп шанса тӑратпӑр: эсир пирӗн хӗн-хура пирӗнпе пӗрле тӳссе пирӗнпе пӗрлех лӑпланӑҫ тупасса пӗлетпӗр эпир.
2 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑй хамӑра лӑплантарнӑ пек, тӗрлӗ хурлӑх куракансене лӑплантарма пултарччӑр тесе, Вӑл пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать.
2 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑн пек усал ӗҫсем туса тултарнӑ хыҫҫӑн, — хурлӑх, хурлӑх ҫитӗ сана! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — 24. эсӗ ху валли аскӑн ҫурчӗсем лартрӑн, кашни уҫӑ хутлӑхра ҫӳллӗ вырӑнсем туса тултартӑн; 25. кашни ҫул пуҫӗнче эсӗ ху валли ҫӳллӗ вырӑнсем турӑн, хӑвӑн илемне намӑса кӑлартӑн, кашни иртен-ҫӳрен валли урусене чаркаласа выртрӑн, аскӑн ӗҫне нумайлатса пытӑн.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Мухтавлӑскер, Аслӑ Чапа Тухнӑскер, ӗмӗр Пурӑнаканӗ, — Унӑн ячӗ Святой, — ҫапла калать: Эпӗ тӳпере, сӑваплӑ вырӑнта пурӑнатӑп, тата Эпӗ — хурлӑх тӳсекенсен халне чӗртмешкӗн, мӗскӗнсен чӗрине чӗртмешкӗн — мӗскӗнсемпе, хурлӑх тӳсекенсемпе пӗрле пурӑнатӑп.
Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ултавлӑ чӗре хурлӑх кӳрет, анчах пурӑнӑҫ тути-масине пӗлекенӗ ҫав хурлӑха ун ҫинех ҫавӑрать.22. Лукавое сердце причинит печаль, но человек многоопытный воздаст ему.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Хуҫӑлса ӳксех ан хурлан, хӑвна ху сӑлтавсӑрах ан асаплантар; 23. чӗре савӑнӑҫӗ — этем пурӑнӑҫӗ, ар хаваслӑхӗ — вӑрӑм ӗмӗр; 24. хӑвӑн чунна юрат, чӗрӳне йӑпат, хурлӑха аяккалла сир: 25. хурлӑх нумайӑшне вӗлернӗ, унран нимӗн усси те ҫук.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пухура кӑмӑллӑ пулма тӑрӑш, хӑвӑнтан асли умӗнче пуҫна тай; 8. мӗскӗне хӑлхуна тайса итле, ӑна кӑмӑллӑн та йӑвашшӑн хуравла; 9. хурлӑх куракана хурлӑх кӑтартаканӗн аллинчен хӑтар, сут тунӑ чухне чӗрӳ халсӑр ан пултӑр; 10. тӑлӑх ачасемшӗн ашшӗ вырӑнне, вӗсен амӑшӗшӗн сыхлавҫӑ ар вырӑнне пул: 11. вара эсӗ Ҫӳлти Турӑшӑн ывӑл пек пулӑн, Вӑл сана тӑван аннӳрен те ытларах юратӗ.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Килӗме кӗрсессӗн, вӑл мана канлӗх парӗ: вӑл сивлек мар, хапӑллать, унпа чухне хурлӑх та хурлӑх мар, хаваслӑхпа савӑнӑҫ ҫеҫ.
Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Дневник — пурнӑҫ, унта — кун хыҫҫӑн кун, ҫулталӑк хыҫҫӑн ҫулталӑк, унта ӗҫ те, ҫитӗнӳ те, хаваслӑх та, хурлӑх та пур.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Калаҫассине вӑл халь те шӳтленӗ пек кулкаласа калаҫрӗ, ҫапах та чӗрери хурлӑх куҫсенченех паллӑ-ҫке-ха?
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Калаҫнӑ-ха ӗнтӗ, шӳтлесе темӗнле те кулнӑ пуль, анчах Шура куҫӗсенче паянхи пек хурлӑх нихӑҫан та пулманччӗ.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Чӗрене хурлӑх хӗстерме пуҫлать…
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Унӑн куҫӗсенче хурлӑх та, телей те пӗрлехчӗ.
I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ун пек, кун пек шарлас пулсан хӑвнах хурлӑх тӳсме тивет.
2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Савӑнӑҫпа хурлӑх пӗрлешсе кайрӗҫ те, ача пек макӑрса ячӗ ашшӗ, унӑн сарлака хулпуҫҫийӗ вӑрахчен чӗтресе тӑчӗ:
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ку тӗлпулу пире ҫӗнӗ терт те хурлӑх ҫеҫ кӳрӗ…
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хурлӑх хыпарне илсе ҫитертӗн-им?
Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.
Унран ачаш салхупа хурлӑх шӑрши кӗрет.
Кӗрхи бал пурне те килӗшнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... hn-3494452
Тен, унӑн хӑравҫӑ мӗскӗн чунӗнче чӑнах та ҫавӑн евӗрлӗ шухӑш хурт пек йӑшӑлтатнӑ пулнӑ: манпа пулса тӑнӑ хурлӑх уншӑн хӑтӑлмалли, калама ҫук лайӑх меслет пулать, тесе шутланӑ пуль вӑл…
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.