Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Вӑл лайӑх ҫын, — тетчӗ Зоя хӑш-пӗр ҫын ҫинчен, эпӗ вара вӑл ҫынна Зоя ҫав тери хисепленине ӑнланса илеттӗм.
Вера Сергеевна // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ку япала ачасем хӑйсен учительницине юратнине, хисепленине пӗлтерет, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл тем тума хушсан та, хӑть мӗнле ӗҫ тума ыйтсан та, ачасем ӑна тӑрӑшса тӑваҫҫӗ.
Ҫӗнӗ шкул // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Вӗсем пӗр-пӗрне хисепленине Селимен амӑшӗ те сисет; ҫамрӑксене хаяр сунмасть вӑл: ҫулӗсене кура ҫавӑн пек пулмалла та.
XV. Чун патӗнчи сӑмахсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Айӑпласа каланӑ сӑмахсем ун ҫине ҫумӑр пекех тӑкӑнаҫҫӗ, анчах ҫав сӑмахсенче Тёма хӑйне кӑштах хисепленине, унӑн харсӑрлӑхӗнчен тӗлӗннине туять, ҫавӑнпа та вӑл хӑйне айӑпланипе те килӗшет.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ӗнер Одинцов стена хаҫачӗ пирки темиҫе хут та сӑмах хускатнӑ пулин те Ваҫҫук, хӑйне хисепленине чакарас мар тесе, ун ҫинчен ыйтмарӗ.
23 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— Сан пата эпир, Василий Кузьмич, пысӑк ӗҫпе, пӗр-пӗрне интереслентерекен ыйтупа, эпир пӗр-пӗрне хисепленине асра тытса килтӗмӗр.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Степанидӑна вӑл та тӗпренех ӗненмен, анчах ял ҫыннисем Бортникова епле хисепленине, юратнине старик питех те хуйхӑрнине, хӑй намӑса кӗнине питех те йывӑррӑн тӳссе ирттернине курнӑ вӑл.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӗсем халӑхпа лӑк тулнӑ пысӑк зала пырса кӗнӗ, унта вӗсене кӑшкӑрса, шӑхӑрса кӗтсе илнӗ (Америкӑра ку хисепленине пӗлтерет).
XXXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Вӑл хӑйӗн сӑмахне халӑх ҫав тери шавлӑн хисепленине хӑнӑхман юлташне канӑҫ пама ыйтнипе вӗҫлерӗ.
XXXI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Паллах ӗнтӗ, ҫакӑн пек чунтан хисепленине хирӗҫ пирӗн патӑрта та пуҫран патакпа хаяррӑн ҫапса ответленӗ пулсан, Дэбльтоун хулинчи полисменӑн та Нью-Йорк хулин полисмен инкекне тӳссе ирттерме лекетчӗ, мӗншӗн тесен вырӑс джентльменӗн вӑй-халӗ калама ҫук пысӑк.
XXXI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫапла, татах калатпӑр, хӑй айӑплӑ, мӗншӗн тесен вӑл ют ҫӗршывран килнӗ мирлӗ ҫынна, хӑй ӑна юратнине тата хисепленине пӗлтерме тӑнӑскере, пуҫран ҫапнӑ.
XXXI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Вӑл ҫуралнӑ ҫӗршывра шултра пиртен ҫӗленӗ кӗпесемпе ҫӳрекен ҫынсем сюртук тӑхӑнакан ҫынсене юратнипе хисепленине ҫӗр ҫумне ҫитиччен тайӑлнипе тата аллисене чуптунипе палӑртас йӑла пур ӗнтӗ.
XXIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ӗлӗк почтальона епле хисепленине пӗлетӗн-и эсӗ?
Почтмейстер // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ҫав кун вӑл, мӗн каҫ пуличченех, Санина хӑй чӗререн хисепленине кӑтартма тӑрӑшрӗ; сӗтел хушшинче ларнӑ чухне, сумлӑн та пӗр иккӗленмесӗр, хӗрарӑмсене сиктерсе хӑварса, Санина чи малтан апат пачӗ, картла вылянӑ чухне унран тӳлев илмерӗ, картсем сахал илнӗшӗн штрафсем парса чӑрсӑрланмарӗ, кирлӗ мар ҫӗртенех: вырӑссем тӗнчере чи ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ, чи паттӑр та хӑюллӑ халӑх! тесе хучӗ.
XIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Чӑнласах та, Кара-Тете тӑванӗсемпе тусӗсем кучченеҫсене хӗрхенсех тӑман вара, апат-ҫимӗҫсене темӗн чухлӗ пани вӗсем вилнӗ ҫынна хисепленине кӑтартать.Обилие съестных припасов свидетельствовало об их уважении к покойнику.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫак юханшыва туземецсем мӗнле хисепленине Паганель аванах пӗлет.Паганель знал, как благоговейно относятся к этой реке туземцы.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл ҫак пушхирсен ачисем хӑйсен тӑван ҫӗршывне пысӑк вырӑна хурса хисепленине пӗлет.Он знал благоговейную любовь этих детей пустыни к своей родине.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Тивӗҫлӗ мар вӑл аппа тесе хисепленине.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Лешӗ ӑна ҫапла ӑнлантарса пачӗ: ультиматума кашни ҫӗршыв хӑй майлӑ ҫырать, анчах вӗҫӗнче, вашаватлӑха палӑртса: «Министр господин, Сире питех те хисепленине ӗненсе йышӑнӑр», тесе ҫырса хураҫҫӗ, терӗ вӑл.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Ырӑ ӗҫпе палӑракана пурте хисепленине вӑл пӗрре мар хӑй куҫӗпе курса ӗненчӗ.Она не раз убеждалась в этом: человека, известного добрыми делами, все уважают.
Настьӑн кӑсӑкланӑвӗсем // Ара Мишши. Ара Мишши. Пӗрремӗш утӑмсем: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 38 с. — 24,26,28 с.