Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унти the word is in our database.
унти (тĕпĕ: унти) more information about the word form can be found here.
— Шӑпчӑккассинче пултӑм, унти клуб ӗҫӗ-хӗлӗпе тӗплӗн паллашрӑм, — терӗ вӑл.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Унти «хӗрлӗ кӗтесе» ӗнер выставкӑри пек капмар йӗркелесе ҫитертӗм, пӗр ҫылӑх катӑлтӑр терӗм.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Тата ҫакна каласшӑн: Ҫӗпӗрте ҫӗрес тесен те ҫӗрейместӗн, мӗншӗн тесен унти аллӑ градуслӑ шартлама сивӗ ҫын чун-чӗрине тӗрлӗрен йӑх-яхран витӗр тасатать.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Унти пачӑшкӑ вилнӗ хыҫҫӑн ҫулталӑк ытла ялти чиркӳ ӗҫлемен, прихут саланма пуҫланӑ.

Help to translate

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Пӗр сӑмахпа каласан, «Вӑрҫӑ тата мир» романӑн содержанийӗ унти сӑнарсем урлӑ пулса тӑнӑ, ҫав сӑнарсем кунта роман содержанине усраҫҫӗ, формӑ пайӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Литературӑ произведенийӗн форми — произведение ҫырнӑ чӗлхе ҫеҫ мар, унти сӑнлӑхсем ҫеҫ те мар, литературӑ произведенийӗн формине унта кӑтартса панӑ сӑнарсем те кӗреҫҫӗ.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫавӑнпа часрах Укаслу ҫар пухнӑ таврана кайса унти ялсене тустарса тухма, ҫунтарма, хӑшпӗр ҫынсене сӑнчӑрласа Улатӑра илсе килсе хупма турӗ.

Help to translate

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унти пӑлхавҫӑсене, унӑн тусӗсене тӗп тӑвар…

Help to translate

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вӑл хӑй, Чӗмпӗре илнӗ хыҫҫӑн, Мускава кайма, унти тискер патшана тытса ҫакма, ун вырӑнне чӑн-чӑн патшана, хура халӑха ирӗк паракан патшана лартма шутлатчӗ.

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пур пулсан та, унти ҫынсем те пӗр-пӗрне усалпа курма тытӑнӗҫ, вара кунти пекех пусмӑр, хӗн-асап пуҫланӗ…»

Help to translate

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унти халӑха ҫӗклӗпӗр те, пысӑк ҫар пухса, сана пулӑшма тухӑпӑр, вара санпа пӗрле телейлисен ҫӗршывне ҫитичченех пырӑпӑр.

Help to translate

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ, акӑ, Гаврилӑпа пӗрле ыранах Юнкӑ тӑрӑхне, Чикме еннелле тухса каятӑп: унти чӑвашсемпе ҫармӑссене, вырӑссене ҫӗклесе, Чулхула еннелле хускатас.

Help to translate

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савкилтан сывӑ юлнӑ тусӗсене пурне те Пӑкачав Хусана кӗмесӗрех Атӑлӑн сылтӑм енне каҫма, унти халӑха кӗрешӗве ҫӗклеме хушса янӑччӗ.

Help to translate

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унти ҫыран хӗрри палӑрать ӗнтӗ, вӑл чилаях ҫӳллӗ, анчах пит чӑнках мар.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ак епле янӑраҫҫӗ унти теттесем!

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Турикас ыттисене хӑй инкекне, унти ҫынсен хурлӑхне ытларах кӑтартас тенӗн ҫӳлте, сӑрт варринерех, тип ҫырма хӗррипе вырнаҫнӑ.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитменнине: «ҫарансем — Хальччен ҫулман паккуссем — Унти халӑх мӗн калӗ?

Help to translate

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Йӗршшӳ ҫинчи ҫарансем ыран-паян ҫулмалла, Унти ута пуҫтарма ҫуллен ниме тумалла, Ҫавӑнпа та ҫимӗкрен сӑра хатӗр хӑварса Ҫывӑх кӳршӗ ялсенчен ниме чӗнсе хуртарса, Арӑш-шарӑш чурисем апат-ҫимӗҫ тӑваҫҫӗ, Арҫын тарҫи-тӗрҫисем ҫавасене туптаҫҫӗ…

Help to translate

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Ман шутпа, — терӗ Паҫук аппа, — вӗсен Кузьма Васильч патне кӗмелле те унти хыпарсене ыйтса пӗлмелле Унтан хамӑр пурнӑҫ ҫинчен каласа памалла.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шӑккалат заводне илнӗ хыҫҫӑн унти пылак ҫимӗҫе ача ҫурчӗсене кайса патӑмӑр.

Help to translate

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed