Шырав
Шырав ĕçĕ:
Муркаш районӗнчи «Моргаушская» кайӑк-кӗшӗк фабрикинче электромонтёрта тимлекен Алексей Карандаев, «Ядринмолоко» уҫӑ акционер обществин водителӗ Сергей Корольков, унти слесарь-электрик Михаил Якимов, Комсомольски районӗнчи «Ҫӗрулмие мухтав» агрофирмӑн водителӗ Альберт Можаев, Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн «Студенческий» вӗренӳпе практика центрӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Леонид Чистяков «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.
Тракториста тава тивӗҫлӗ ят панӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35287.html
Курӑка малтан ҫулса пӑрахаҫҫӗ, унти нӳрӗк шайӗ 50 процента ҫитсен выльӑх апачӗ хатӗр- лекен комбайнпа тураса вӗтетеҫҫӗ.
Утӑ та типӗтеҫҫӗ, сенаж та хываҫҫӗ // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d1%83%d1% ... %d0%b0cce/
Унти стройка епле аталанса пыни ҫинчен пичет кӑларӑмӗн страницисем ҫинче тӑтӑшах ҫутататпӑр.
Шӑхасанти поликлиника килес ҫул пӗрремӗш пациентсене йышӑнӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d1%88a%d1 ... bce%d1%88/
Унти питӗ тутлӑ…
4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Мӗтрие кӗтме хушса хӑварса, майор шкула кӗчӗ, унти техничкӑна вӑл истори учительне чӗнме ячӗ.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Ху вӑрҫӑччен ӗҫлесе пурӑннӑ вырӑна тата унти хӑвна салтака илнӗ военкомата кайса пӑх-ха.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Тытӑнчӗҫ вара унти ҫынсем хула Советне вӑрҫма.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Унти ҫынсем ӑна сӗтел хушшине чӗннӗ.
Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263
Ҫапла вара Лидия Егоровна ҫулӗсем пур пулин те пӗчченех кил хуҫалӑха тытса тӑрать, унти тасалӑхпа тирпейлӗхе те нимӗнрен мала хурать.
Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html
Литературӑна вӗрентекенӗн тӗп тӗллевӗ вара - илемлӗ хайлавсен тӗпсӗрлӗхне ҫавӑрттарса кӗрсе каясси, унти сӑнарсен пурнӑҫӗпе пурӑнма вӗрентесси, вӗсен кӑмӑл-туйӑмне палӑртса тӗрлӗ ҫивӗч ыйтусене татса пама явӑҫтарасси, шухӑшлава аталантарасси.
Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html
Унти сӑнарсемпе сценка та хатӗрленӗ.
Шкул лагерӗнче пурнӑҫ савӑк // Елена ИВАНОВА. http://alikovopress.ru/shkul-lagerenche- ... savak.html
Социаллӑ сферӑна аталантарасси, унти саккунсен никӗсне ҫирӗплетесси – патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗ пулса тӑрать.
Олег Николаев Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/08/ole ... jnogo-rabo
Тепӗр чухне ҫав йытӑ Анатолий Семенович пахчине те пыркаласа кӗретчӗ, хурлӑхан тӗмӗ айӗнчи карҫинккана тӳнтерсе яратчӗ те, унти ҫӳп-ҫапа чаштӑртаттарса, ҫимелли шыратчӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Уйӑн картинисене пӑхатӑн та унти ҫынсен, йывӑҫсен, чӗрчунсен, курӑк-чечекӗн хусканӑвӗсене куратӑн ҫеҫ мар, сассисене те илтетӗн.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Ака хыҫҫӑн вӑл Нӗркеҫе кайрӗ те унти кирпӗч ӑстисен ӗҫӗпе паллашса килчӗ, вара лупасай тулли кирпӗч ҫапрӗ, хӑех, курна туса, чӑнкӑртатса тӑракан кирпӗч хӗртсе кӑларчӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Унти ӗҫ — чуна килентерекен, ҫыннӑн пултарулӑхне ҫӗклекен ӗҫ.
XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Унти гусеницӑллӑ кран стрели айӗнче, таҫтан пӗлӗтрен вӗҫсе ӳкекен хут листи пек курӑнса, панель сулланать.
XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Унти хӑш-пӗр участоксем продукци те параҫҫӗ ӗнтӗ, анчах ку корпусра заказчик производство лаптӑкӗн пӗр метрне те йышӑнман-ха.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Бригадӑри лару-тӑрӑва манӑн унти ҫынсенчен ыйтса мар, хам куҫпа курмалла, хамӑн ӑнланса илмелле, витӗр пӗлсе ҫитмелле, туймалла.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Унти пурлӑха кӑтартам тата!
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.