Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умри (тĕпĕ: ум) more information about the word form can be found here.
Ун чухне Мускав таврашӗнчи вӑрман уҫланкинче ҫеҫпӗлсем вӗлтӗртететчӗҫ, пирӗн умри пӗчӗк кӳлӗре хӗвел шевли вылятчӗ, таврара кайӑксем чӗвӗлтететчӗҫ.

Help to translate

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Михаил Ноздряков умри ӗҫ пысӑккине палӑртрӗ: «Ҫуртсен шучӗпе те, укҫа виҫипе те — пӗлтӗрхинчен икӗ хут пысӑкрах. Ӑна пурнӑҫлама вӑй ҫитерессе шанатӑп».

Help to translate

Парӑмсем чӑрмав кӳреҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/paramsem-charmav-kyrecce

Иртӗр, иртӗр, — малтанах ӗлӗкхи тусне мӗнлерех кӗтсе илме аптӑраса тӑчӗ Ҫимун, умри пир саппунӗпе аллине шӑлкаларӗ те Архип Григорьевича ларма пукан сӗнчӗ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Умри ял тӗппипех ҫунса кайнӑ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Яланах хӗвелпе пӗрле тӑратчӗ те хӗвел ансан тин умри пир саппунне пӑтаран ҫакса хуратчӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫикелес те ӗҫе уттарас, — мӑкӑртатса пурттине каска пуҫне тӑрӑнтарчӗ Хумкка, сарӑхнӑ пӳрнисене умри саппунӗпе шӑлкаласа тасатрӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ку сирӗн умри тавралӑха улӑштарӗ кӑна мар, лару-тӑрӑва ҫӗнӗлле курма та май парӗ.

Новая тропинка на вашем пути изменит не только внешний вид окружающей среды, но и принесёт новое виденье ситуации.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Умри автомашина Атӑл ҫурринчен иртрӗ.

Help to translate

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Улюк алӑри хунарпа умри ҫула ҫутатнӑ май сукмак хӗрринчи ҫеҫкери утмӑлтурата асӑрхать, ӑна татса Улькана тыттарать.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Умри шатра хупӑллӑ хурӑн патне тӑватӑ уран упаленсе ҫитрӗ, унран тытса ура ҫинче тӑчӗ, хӑйне лӑплантарма, хумханнине ирттерме тӑрӑшрӗ.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Сулахай ҫырма юппинчи ҫӑлкуҫран тапса тухакан шыв умри тарӑн ҫырмапа малалла васкать…

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ӗҫре кирлӗ йыш, эртел — Пуш-пушах умри сӗтел.

Help to translate

Мерттелле // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 54–55 с.

Умри юлташӗсене паллами пуличчен ӗҫсе лартнӑ «юбиляр», эртелти йӑла-йӗркесене пӗлсех пӗтерейменскер, сасартӑк тискер кайӑк пек кӑтӑрса кайнӑ.

Help to translate

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Ҫыр хӗррине пырса ларнӑ Тамара, ҫара урисене пӗчӗк ачалла сулкаласа, умри шывсиккине сӳрӗккӗн сӑнаса ларать.

Help to translate

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман умри пысӑках мар сулӑ ҫине сикрӗ.

Help to translate

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫак пирӗн умри те Библире ҫырниех мар-и?

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫаврӑнса ӳкет сар ҫулҫӑ Ман умри сукмак ҫине.

Help to translate

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак вӑхӑтра умри шыв чалт! туса сирпӗнчӗ.

Help to translate

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Умри ҫул ҫине, аялалла кӑна пӑхрӗ вӑл.

Help to translate

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗҫне вара пит лайӑх пӗлет пулмалла шоферӗ, машинне вӗҫтерет кӑна, умри автобуссенчен, грузовиксенчен, тепӗр хут ҫӑмӑллисенчен те ҫил пек иртсе каять.

Help to translate

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed