Шырав
Шырав ĕçĕ:
Таптаса хытарас умри тумхаха — вӑй хумалла, тарламалла, пилӗк авмалла.
Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.
Лачкам тара ӳкнӗ хӑй, умри чӳречерен кӗрекен хӗвел ҫутипе шарса кайнӑ куҫӗсене сӑтӑркалать.
Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.
Умри пурнӑҫ ҫӑлтӑрӗ татах та илемлӗрех ялтӑртатма, чӗремре пытанса пурӑнакан хаклӑ сукмака ҫуттӑнрах ҫутатма пуҫларӗ.
Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.
«Сталин», ҫаврӑнса, куҫӗпе умри урама тӗллесе, малалла кайрӗ.
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
Вӑл умри таблицӑсене, ӳкерчӗксене аяккалла тӗксе хучӗ те сӗтел сунтӑхӗнчен тап-таса хут листи илчӗ, вара унӑн ҫӳлти пӗрремӗш страницине, шӑп варрине, муталакаласа, кукӑрткаласа, ҫырса хучӗ:
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
«Капкӑна» лекнӗ ура, хыпкӑчпах хыпкӑчланӑ пек, чӑтма ҫук ыратать, ӑна хӑтарас тесе, умри ку е тепӗр вулла аллӑмсемпе ҫавӑрса тытса ҫӳлелле тӗкӗнетӗп, пӗтӗм кӳлепӗмпе туртӑнатӑп, мекеҫленетӗп — усси ҫук.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Пурте умри йӑрӑсрах, сайра туратлӑ, пиҫӗ хулӑ-вулӑсен вӗҫӗ-тӑррисене хамӑр еннелле туртса сулӑнартӑмӑр та ҫатӑрласа тытрӑмӑр.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Вӑл хӑй, умри бензовозран иртсе кайма тапаҫланса, юнашарти хирӗҫле ҫул ҫине ӗрӗхсе кӗрсе кайрӗ, куртӑм эпӗ те…
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Ҫавсене тӗшӗлесе, ӑшран хавшӑрса, умри япаласене те, Атӑл чарланӗсем шуйхӑнчӑклӑн чарлатса, чӑвлатса, чӗвӗлтетсе, виражсем тукаласа вӗҫнине те, ал тӳрчӗ ҫине кукамай вӗҫсе пырса ларнине те асӑрхаймастӑп.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Самай ӗшеннӗ пек пулнӑскер, иртнӗ ҫӗр ыйхӑ картне латлӑн лартайманскер, лӑччӑ-лаччӑ пускаласа, умри канӑҫ та тӑнӑҫ «ҫӑтмахне пӑшлатма» васкаса, «вӑхӑтлӑх килелле» уттартӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Хӗрарӑма тав туса, чӑматанӑма алылмаш йӑтса, эпӗ вӗҫевлӗ, ҫутӑ кӑмӑлпа, умри ӗҫе тӗплӗн, шӑйрӑк-шайрӑксӑр тӑвас ҫӗкленӳпе ҫав ҫурт (вӑл Атӑл ҫыранӗнчен ҫур ҫухрӑм аякра, урамра иккен) еннелле нӑкӑ пусса танлӑн вашлатрӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ман пурнӑҫ хӗвелӗ тухӑҫран тин ҫеҫ ҫӗкленет-ха, умри тӗллевӗмсем ҫак хӗвел пекех ҫутӑ та пысӑк.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Нускине, пушмакне тӗпӗр-тепӗр тӑхӑнчӗ те йӑпӑр-япӑр ури ҫине сиксе тӑчӗ, хӑйне йӗркене кӗрткелерӗ (пӳрне вӗҫӗпе тӗкӗнкеленипех ӑнланчӗ: шӑлаварӗ вӗҫне тикенек, симӗс сырлан вӑрри, ҫӗрӗк ҫулҫӑ сӑрӑнса тулнӑ иккен), вара, «качтаки» «хӳри» пулма васкаса, хыпӑнсах умри сакӑлта ҫинелле сирпӗнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫак вӑхӑтра лере, ҫӳлте, умри ҫыран енче, чӑштӑр-чӑштӑр туни илтӗнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Умри ҫак «вӗтӗ турат» — юхан шыв урлӑ выртать пулас.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫапла, «ҫурмаран ҫурӑлсах», мӗхле-мӗхле, вар тӗпне анса тӑрсассӑн вӑл умри ҫыранта, ҫӳлте, ҫӑт-ҫат, чӑшшчӑшш, чӑшт-чашт тунӑ сасӑсем илтрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫапла Пурис сылтӑм аллине малалла кӑнтарса, унпа умри инкек-синкеке сиркелесе, малалла талпӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫӗнӗрен, иккӗмӗш хут, анчах кӗпепе, ҫӗлӗкпе-калпакпа ҫуралнӑ пекех туйрӗ хӑйне халӗ Ула Тимӗр, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине чалт! сиксе ӳкнӗ телей хӗлхемӗ унӑн умри шӑпине уҫҫӑнрах, ҫуттӑнрах ҫутатса ячӗ, пуҫне ҫӗклентерчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Умри вӗр-тӗттӗм вӑрман та халӗ яр-ҫуттӑн ҫуталса кайрӗ, тейӗн.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Умри чӑрмавсене ҫӗнтеркелесе пынӑ май вӑл куҫӑм хӑвӑртлӑхне ӳстернӗҫемӗн ӳстерсе пычӗ, тӗллӗн-тӗллӗн ут вӗттӗн те чупасшӑн пулчӗ: ку хатар вырӑнтан часрах тарса ӳкес, юнавран сыхланас килчӗ унӑн.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.