Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрринче (тĕпĕ: тӑрӑ) more information about the word form can be found here.
Пӳртре, кӑмака тӑрринче ларакан кӗленчене саппунӗпе ачана чӗркенӗ пек чӗркесе, хӑй ҫумне пӑчӑртарӗ.

Help to translate

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Ял варринчи пушар каланчи ҫинчен радио сасси янраса кайиччен малтан лаштра йӑмрасем тӑрринче кураксем шав тума, шӑнкӑрчсем шӑхӑрма тытӑнаҫҫӗ, укӑлча енчен — яла кӗме юратман тӑри юрри илтӗнет.

Help to translate

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кӑштах кайсан хавасланчӗ, хурӑн тӑрринче шӑхӑрса ларакан шӑнкӑрч ҫине пӑхса илчӗ те куланҫи турӗ.

Help to translate

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗлӗтре, вӑрман тӑрринче, самолет пӗр каҫалӑк пӗтерсе теприне кӗнӗ самантра, хӑш-пӗр лаптӑксенчи юмансем пӗр хут ҫеҫ мар, икӗ хут е виҫӗ хут та имҫамланма пултарнӑ.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Маччи тӑрринче мӑян тӗмӗ ӳсетчӗ, чӳречин хашаки ҫукчӗ, алӑкне такам тӑпӑлтарса кайнӑччӗ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Мӗнле шалча тӑрринче?

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа шалча тӑрринче ҫакӑнса тӑрать пулӗ-ҫке?…

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах хапха тӑрринче мӗн пуррине пӗри те асӑрхаймарӗҫ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнтах: — Тӑрринче темле шурӑ япала вӗҫкелет пекех курӑнать ман куҫӑма, — тесе хушса хучӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӗкеҫсем ҫаплах пуҫ тӑрринче вӗҫеҫҫӗ-ха…

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуҫ тӳпинчех, ватӑ хыр тӑрринче, улатакка тип турата шаккама тытӑнчӗ.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каҫ ӗҫрен таврӑннӑ чухне ҫамрӑксем хӑйсенчен инҫе те мар, капан варри тӑрринче, темиҫе тутӑр вӗлкӗшнине курчӗҫ.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫултан инҫех мар, чикен курӑк тӑрринче, вӗт кайӑксем илемлӗ юрӑ шӑратаҫҫӗ.

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малтанах ӑна хӑйӗн пуҫӗ тӑрринче тӑри тӑрӑлтатса юрлани кӑсӑклантарчӗ.

Help to translate

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн тӳпенелле кармашакан шӗвӗр тӑрринче ҫӗнӗ уйӑх майлӑ ҫутӑ тимӗр йӑлтӑртатать.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун тӑрринче сенкер кӑвак тӳпе ытамӗ курӑнать.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, шухӑша кайнӑ пек пулса, пӗрре ывӑлӗ, тепре шӑллӗ, унтан пӳрт тӑрринче ҫӑлӑнӑҫ кӗтсе тилмӗрекенсем ҫине пӑхрӗ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳрт тӑрринче аран-аран тытӑнса тӑракан ырханкка ашшӗ шыва сирпӗнсе каясран ӑна вун ҫичӗ ҫулхи хӗрӗ Хрестук тӗкӗлесе тытнӑ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурте унталла пӑхрӗҫ — курчӗҫ те, тӗлӗнсе хытсах кайрӗҫ: Хветут пӳрчӗ тӑрринче сехри хӑпнӑ ҫынсем кӗрмешеҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шалча тӑрринче — ҫын пуҫӗ.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed