Шырав
Шырав ĕçĕ:
164. Патшалӑх Канашӗн депутачӗ объективлӑ сӑлтавсене пула хӑйӗн арӑмӗн (упӑшкин) тата ҫула ҫитмен ачисен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене тӑратма май ҫукки ҫинчен ҫырнӑ заявление пӑхса тухмалли комисси ларӑвне Патшалӑх Канашӗн заявлени ҫырнӑ депутатне чӗнеҫҫӗ, вӑл комиссине хӑйӗн заявленийӗ ҫумне хушма материалсем тӑратма тата вӗсене ӑнлантарса пама пултарать.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ҫинчен» 2001 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 37 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2001, 42 №; 2002, 51 №; 2003, 53, 57 №-сем; 2005, 64 №; 2006, 69 №; 2010, 87 №; 2012, 94, 95 №-сем; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 7 №-сем; 2014, 11 №; 2015, 5 №) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес: 1) 4 статьяра: а) 6-мӗш пунктра: пӗрремӗш абзацра «тӑратать» сӑмаха «тӑратма тивӗҫ» сӑмахсемпе улӑштарас, «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн тупӑш, пурлӑх тата пурлӑх евӗр обязательствӑсен чӑнлӑхне тӗрӗслес енӗпе ӗҫлекен комиссине» сӑмахсем хыҫҫӑн «(малалла ҫавӑн пекех – комисси)» сӑмахсем хушса хурас; иккӗмӗш абзацра «тӑратать» сӑмаха «тӑратма тивӗҫ»сӑмахсемпе улӑштарас; ӑ) ҫакӑн пек ҫырса 61-мӗш пункт хушса хурас: «61. Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн саккунсем кӑларакан (представительлӗ) тата ӗҫ тӑвакан органӗсене йӗркелемелли пӗтӗмӗшле принципсем ҫинчен» 1999 ҫулхи юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи 184-ФЗ №-лӗ саккунӗпе килӗшӳллӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ хӑйӗн полномочийӗсене пурнӑҫланӑ чухне интерессен хирӗҫӗвӗ патне илсе пыракан е илсе пыма пултаракан хӑйӗн интересӗсем сиксе тухасси ҫинчен Федерацин «Коррупципе кӗрешесси ҫинчен» 2008 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 273-ФЗ №-лӗ саккунӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ палӑртакан сӑлтавсем пур чухне тата йӗркепе комиссие пӗлтерме, ҫавӑн пекех ун пек хирӗҫӗве пӗтерес е татса парас тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнма тивӗҫ.»; 2) 41 статьян 1-мӗш пунктӗнче «(малалла ҫавӑн пекех – комисси)» сӑмахсене кӑларса пӑрахас; 3) 42 статьян 1-мӗш пунктӗнче: а) пӗрремӗш абзацра «, пырса кӗнӗ укҫа-тенкӗ ҫӑл куҫӗсем ҫинчен сведенисем» сӑмахсене кӑларса пӑрахас, «паракан» сӑмаха «памалли» сӑмахпа улӑштарас; ӑ) «в» ҫум пункт хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас; 4) 7 статьян 5-мӗш пунктне ҫакӑн пек ҫырса предложенисем хушса хурас: «Патшалӑх Канашӗн Председателӗн этем тата гражданин прависемпе ирӗклӗхӗсене тата тивӗҫӗсене пырса тивекен нормативлӑ пӗлтерӗшлӗ хушӑвӗсене, патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗ пулса тӑракан сведенисемлӗ е вӑрттӑнлӑхра тытмалли сведенисемлӗ хушусемсӗр е вӗсен уйрӑм положенийӗсемсӗр пуҫне, официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑлармалла Патшалӑх Канашӗн Председателӗн хушӑвӗн тулли текстне Патшалӑх Канашӗн «Интернет» информаципе телекоммуникаци сетӗнчи официаллӑ сайтне (www.gs.cap.ru) вырнаҫтарнине (пичетленине) ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларни тесе шутлаҫҫӗ.»; 5) 14 статьяна ҫакӑн пек ҫырса 31-мӗш пункт хушса хурас: «31. Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫине Патшалӑх Канашӗн Председателӗ хӑйӗн полномочийӗсен срокӗ чухлӗ ӗҫлеме тӑратнӑ тӑрӑххӑн Патшалӑх Канашӗ должноҫа уйӑрса лартать тата должноҫран хӑтарать. Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫи хӑйӗн тивӗҫӗсен шайӗнчи ыйтусем тӑрӑх хушусем кӑларать. Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫин этем тата гражданин прависемпе ирӗклӗхӗсене тата тивӗҫӗсене пырса тивекен нормативлӑ пӗлтерӗшлӗ хушӑвӗсене, патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗ пулса тӑракан сведенисемлӗ е вӑрттӑнлӑхра тытмалли сведенисемлӗ хушусемсӗр е вӗсен уйрӑм положенийӗсемсӗр пуҫне, официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑлармалла. Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫин хушӑвӗн тулли текстне Патшалӑх Канашӗн »Интернет« информаципе телекоммуникаци сетӗнчи официаллӑ сайтне (www.gs.cap.ru) вырнаҫтарнине (пичетленине) ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларни тесе шутлаҫҫӗ.».
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Акӑ, казаксем хуҫалӑха ура ҫине тӑратма, пуйма кӑна пуҫланӑччӗ.Вот энто трошки зачали казачки собираться с хозяйством, богатеть.
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Господин мировой судья ун пек сӑмахсемшӗн, сана, шанӑҫран тухнӑ ҫынна, губернири жандарм управленине тӑратма пултарнине пӗлместӗн-и?
Унтер Пришибеев // Иван Юркин. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 81–88 стр.
Кашни лавҫӑранах вӑл вӗтеленчӗк Лискӑна пӗр самантрах тытса йӗвен тӑхӑнтартма, кӳлсе тӑратма, тӑвӑр та кукӑр-макӑр тӑкӑрлӑкпа тӗнӗл пуҫӗсене ниҫта перӗнтермесӗр чуптарса иртме ыйтрӗ; ҫавӑн пекех вӑл, кашни лавҫах хӑйӗн юлташӗн хутне кӗме, пӗр-пӗр пӗчӗк сӑлтавшӑнах мӑн ҫынсене элеклемелле мар тесе вӗрентрӗ.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тулла тӑратма пурпӗрех май килмен вӗт…
31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсем ӑна тӑратма тытӑннӑ иккен те каллех чарӑннӑ.
31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ сана ҫӗклесе тӑратма хӑтланса пӑхатӑп, тен, ку юлашки хут пулӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сӑмах ман каласан, Ледков ҫинчен иртнӗ кунсенче ҫеҫ Полярмӑйра доктор каласа кӑтартнӑччӗ-ха, вӑл имӗш питӗ ӗҫчен те хӑюллӑ иккен, вӑрҫӑн пирвайхи эрнисенчех округри пӗтӗм пурнӑҫа, сапаланса куҫса ҫӳрекен халӑхӑн пӗтӗм пурнӑҫне вӑрҫӑ задачисене пӑхӑнтарса тӑратма пултарнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Киле ҫитсессӗн, хамӑн хӗҫӗме кӑларса, унӑн вӗҫӗн ҫивчӗшне тӗрӗслесе тухрӑм, унтан Савельича хама ҫиччӗмӗш сехетре тӑратма хушса, ҫывӑрма выртрӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Шартах сиксе ӳкнӗ Мински Дуньӑна ҫӗклесе тӑратма тӑнӑ, ҫав вӑхӑтрах хӑй сасартӑк алӑк патӗнче тӑракан ватӑ станца пуҫлӑхне курнӑ та, Дуньӑна хӑварса, ҫиллипе чӗтресе ун патне пынӑ.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Пуҫри карттус ҫине хунӑ грушӑна персе ӳкерем тес пулсассӑн, пирӗн полкра никам та хӑйӗн пуҫне ун умне пырса тӑратма иккӗленсе тӑрас ҫукчӗ.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Мана унпа куҫа-куҫан тӑратма илсе пычӗҫ.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Тӑсланкӑ эсэсовец ман умра тӑрса мана урипе тапа-тапа тӑратма хӑтланать; кӑлӑхах тӑрӑшать вӑл; такам мана каллех шывпа сапать, эп каллех ларатӑп, темле хӗрарӑм мана эмел парать, манӑн мӗн ыратни ҫинчен ыйтать, вара мана хамӑн чӗре ыратнӑ пек туйӑнать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
«5) Чӑваш Республикин республика бюджетне пурнӑҫлассине тивӗҫтерет тата асӑннӑ бюджета пурнӑҫлани ҫинчен калакан отчета, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин патшалӑх программисене пурнӑҫлани тата вӗсен тухӑҫлӑхне хак пани ҫинчен калакан ҫулталӑкри пӗрлештернӗ доклада Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне тӑратма туса хатӗрлет;».
Чӑваш Республикин конституцине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №11 от 30 марта 2018 г.
«5) Чӑваш Республикин республика бюджетне пурнӑҫлас ӗҫе тивӗҫтерет тата асӑннӑ бюджета пурнӑҫлани ҫинчен калакан отчет, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне тӑратма Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗҫӗ-хӗлӗн результачӗсем ҫинчен калакан ҫулленхи отчет шайӗнче Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегине пурнӑҫламалли ӗҫсен планне пурнӑҫлани ҫинчен калакан ҫулленхи отчет, Чӑваш Республикин патшалӑх программисене пурнӑҫлани тата вӗсен тухӑҫлӑхне хак пани ҫинчен калакан ҫулталӑкри пӗрлештернӗ доклад хатӗрлет;»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ҫинчен" саккунӗн 20 тата 21 статйисене тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин министрсен кабинечӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №10 от 13 февраля 2018 г.
10) Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗҫӗ-хӗлӗн результачӗсем ҫинчен калакан ҫулленхи отчет шайӗнче Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегине пурнӑҫламалли ӗҫсен планне пурнӑҫлани ҫинчен калакан ҫулленхи отчета, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин патшалӑх программисене пурнӑҫлани тата вӗсен тухӑҫлӑхне хак пани ҫинчен калакан ҫулленхи пӗрлештернӗ отчета Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗшӳллӗн тӑратма туса хатӗрлесси;
Чӑваш Республикинче стратегилле планлас ӗҫ ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №4 от 13 февраля 2018 г.
4) Федераци саккунӗн 28 статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн тавӑҫ тӑратма полномочи илнӗ Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн органне палӑртасси;
Чӑваш Республикин бюджет дефицичӗн пӗр пайне саплаштарас тӗллевпе Чӑваш Республикин бюджетне федераци бюджетӗнчен бюджет кредичӗ парасси ҫинчен калакан килӗшӳсем ҫумне тунӑ хушма килӗшӳсене ҫирӗплетесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №46 от 10 июля 2019 г.
Чи-чи хаяр йытта та юлашки самантра мӗн те пулин тӑп чарса тӑратма пултарать: хӑраса ӳкни, ӑшӑнчӑк туйӑм, сасартӑк янраса кайнӑ ҫын сасси.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Амӑшӗ, Евдокия Андреевна, тем пек йывӑр пулсан та хуҫӑлса ӳкмен, пилӗк ачине тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнтерсе ура ҫине тӑратма тӑрӑшнӑ.
Чун хавалне ҫухатман // Елена АНИСИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2821-chu ... e-ukhatman