Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӳпле витӗр шыв витмерӗ, ҫавӑн пек ҫанталӑкра ун ӑшӗнче тӑраниччен ҫывӑрма та хӑрушӑ пулмарӗ.Шалаш не протекал, и в такую непогоду можно было безопасно отоспаться.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тӑраниччен ҫисе лартнӑскер — хырӑмӗ кӳпӗннипе рехетлӗн какӑрчӗ те сенкер шыв хӗррине кӑмӑллӑн кӑна вырнаҫса ларчӗ, чӗлӗмне чӗртсе ячӗ, уйлама пикенчӗ: апат ҫиме куллен вӑтӑр пус тӑкакласан вӑл кашни шӑмат кун кассӑна виҫӗ тенкӗ хываять, ҫак ӗҫе тимлӗн тата юратса туса пыни тепӗр вунӑ ҫултан ним мар пин те пилӗк ҫӗр тенкӗ параять.
Суккӑр Дей Канет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 379–382 с.
Шыва кӗрсен вӑл ӑшӗ хыпнине туйрӗ, чӗр куҫҫи таран шывра тӑрса тӑраниччен ӗҫрӗ, унтан чул ҫине пекӗпе чӗрсе ҫырма пикенчӗ:
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.
Ун чухне вара Консуэло Хуарец — театрла хӑйӗн нацине тивӗҫлӗ хӑюлӑхпа, ҫав Гравелот пульли мана вӗлерессе кӗтет, унтан вара тӑраниччен ӗсӗкле-ӗсӗкле йӗрет те мӑнастире каять е наркӑмӑшланать.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Пӗлетӗр-и? — хӗрӳленсе кӑшкӑрчӗ вӑл хӑйӗн капӑр тӳмисене тӑраниччен ҫавӑркаласа.— Знаете! — воскликнул он с жаром, вдоволь повертев свои запонки.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Эрех ӗҫсе, тӑраниччен апат ҫисе кӑштах вӑй хушсан Ив Стильтона хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ.Когда Ив выпил вина, хорошо поел и рассказал Стильтону свою историю,
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.
Кароль хаваслӑ ҫурта чупса кайрӗ; унти инке-хуҫасенчен тархасла-тархасла пилӗк доллар кивҫен илчӗ, шурӑ эрех, сигара, апат-ҫимӗҫ туянчӗ те юлташне тӑраниччен сӑйларӗ; вӑл ҫакӑн хыҫҫӑн ҫывӑрма выртсан кирлӗ ҫӗре кайрӗ.
Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.
Акӑ юхан шыв курӑнса кайрӗ: чи малтанах тӑраниччен ӗҫрӗм; унтан йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнтӑм.Итак — показалась речка: прежде всего я напился; затем осмотрелся.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Анчах, шел, унччен манӑн тӑраниччен ҫимелле, тӑраниччен, темиҫе хут лайӑх какай ҫимесӗр май ҫук.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.
Пуҫне витренелле пӗкрӗ, ҫак самантра — тӑраниччен ӗҫес килнипе — тертленсе чӗтрет.Когда он наклонил голову к ведру, она тряслась от мучительного нетерпения скорее напиться.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Хӑйӗн инкекӗпе паллаштарсан команда ӑна хӗрхенчӗ, ҫӗнӗ тумтир пачӗ; кӑштах укҫа пухрӗҫ, вара Смит тӑраниччен апат ҫисе вӑранми икс талӑк ҫывӑрчӗ.
Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.
Пурин пирки те тӑраниччен калаҫӑпӑр.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.
Анчах чун икӗ тӗрлӗ иккенне йышӑнас тӑк — эпир Суринэне ӑнланатпӑр; пӗр йышши чун тӑраниччен, антӑхса кайса хӑйне юраттарасшӑн, тепӗр йышши вара ҫакӑнтан кая мар туйӑмпа хӑй юратасшӑн, хӑйне парасшӑн, парнелесшӗн.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
— Эс ҫи, ҫи, кайран ялта ҫав Мӗтри хӑнара та тӑраниччен ҫитереймерӗ тесе ят сарӑн тата.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫук, ҫӗрле тӑраниччен ҫывӑрман пулин те, вӑл тӗлӗрсе каяймарӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Ну, мунчара ҫапӑнса ыр куртӑмӑр-и, ӑшӑ пӳртре тӑраниччен ҫывӑртӑмӑр-и? — тарӑхса ыйтрӗ Антун Валетран.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тӑраниччен ҫисен, пӗччен Бизон каланӑ:
Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Ӑна тӑраниччен аш ҫитернӗ, вӑл вара алла вӗреннӗ, савӑнаҫлӑ пулнӑ.Его досыта кормили мясом, он стал совсем ручным и очень веселым.
Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Ачисемпе тӑраниччен калаҫма никам та чӑрмантармарӗ ӑна.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Вӑл тӑраниччен ҫывӑрманнине пӗрре пӑхсах ӑнланчӗ Нина.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.