Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑраниччен (тĕпĕ: тӑран) more information about the word form can be found here.
Хӑй ӗҫне пӗтерсен, Сахар сӗтел умнерех пычӗ, тулли черккине пуҫӗнчен те ҫӳле ҫӗклесе, пурин ҫине те ӑшшӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан: — Ытарайми ырӑ тӑванӑмсем, пӗр-пӗринпе сайра хутра ҫеҫ тӗл пулакан пултӑмӑр. Хальхинче эпӗ сире пӗр куна мар, эрне тесен эрне те хӑналама чӗнтӗм. Пурсӑр та кӑмӑл тӑраниччен ӗҫсе ҫийӗр, юрлӑр та ташлӑр, савӑнӑр! Ӗмӗр асӑнмалӑх пултӑр. Пурне те ман пек ӗҫме сӗнетӗп, — терӗ те вӑл, аллинчи черккене пушатса та хучӗ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нургали вӗсене хӑнӑхрӗ те пулас, сӑйлакансем ют ҫынсем маррине туйса апата тӑраниччен ҫирӗ.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Апла пулсан лайӑх кӑна канӑр кунта, тӑраниччен ҫывӑрӑр, — терӗ текӗрҫисене Мамич-Бердей.

Help to translate

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Май килнӗ чух тӑраниччен ҫиесчӗ-ха.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлашкинчен Сююнбике явлӑка ҫӳлте тытса ывӑнчӗ пулмалла, тӑраниччен макӑрма хӗрарӑм тарҫӑсен чӗрҫийӗ ҫине тӗшӗрӗлчӗ.

Help to translate

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрман варринчи ют ялта пурӑнать пулин те ҫулталӑкне темиҫе хутчен тӑван чӗлхепе, тӑван ҫынсемпе тӑраниччен калаҫса юлать вара Северьян.

Help to translate

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ватти хӑйӗн тахҫанхи тусне тӗл пулса унпа тӑраниччен калаҫнипе телейлӗ тапӑрта, ҫамрӑксем хӑйсен вӑй-халне кӑтартнипе, темиҫе кун хушши те пулин улӑхра ним шухӑшсӑр савӑнса ҫӳренипе телейлӗ.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шеремет анни, тен, хӑй те тӑраниччен ҫиместчӗ пулӗ, анчах ман валли яланах сӗт те, ҫӑмарта та туянатчӗ.

Help to translate

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ун пек хаяр хӑтланса фельдфебель пӗр харӑс икӗ мулкач тытать тетчӗҫ: хӑйне тӑрӑшса ӗҫленӗ пек кӑтартать иккен тата салтаксем пӗрре те пулин тӑраниччен ҫисе курасчӗ тесе хӑйсене часрах ҫапӑҫу хирне ӑсатма ыйтатчӗҫ.

Издеваясь подобным образом, фельдфебель убивал сразу двух зайцев: во-первых, выставлял себя образцовым командиром, а во-вторых, когда не выдерживавшие его муштры солдаты рвались попасть любой ценой в действующую армию,

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эпӗ аллӑ виҫҫӗре пырап ӗнтӗ, ҫак ҫула ҫитсе пӗрре тӑраниччен ҫисе курман.

Мне пятьдесят третий год, а я за всю жизнь ни разу не поел досыта.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӑраниччен ҫиеймерӗн пулмалла эс паҫӑр.

— Должно быть, ты не наелся.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Манӑн халех тухас-и е ыйхӑ тӑраниччен ҫывӑрас-и?» — тесе ыйтать тет.

— Мне сейчас же отсюда сбежать аль сначала выспаться досыта? — спрашивает он.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑмӑл тӑраниччен сухаланӑ хыҫҫӑн Алексей хӗрсене тав турӗ те, таса шывпа аллисене ҫуса, вӑхӑтлӑха туса лартнӑ ӳплене кӗчӗ.

Help to translate

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Амӑшӗ ятнех пӗҫернӗ вир пӑттине тӑраниччен ҫинӗ хыҫҫӑн Ятман, хӑйӗн хурамаран тунӑ кукӑр патакне алла илсе, кӗпер патнелле уксахларӗ.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрарӑмсем вырӑс элчи час тухса кайнӑшӑн хӗпӗртерӗҫ те темелле: вӗсем тинех кил хуҫипе тӑраниччен калаҫаҫҫӗ ӗнтӗ, пурин ҫинчен те ыйтса пӗлсе хӑйсем мӗнле пурӑнни ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ.

Help to translate

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑраниччен ҫӳрет ӗнтӗ вӑл халь тӗпсӗр ҫырмасемпе упа варӗсем тӑрӑх, тилӗпе мулкача, пӑсарапа хӑнтӑра ывӑниччен йӗрлет!

Help to translate

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗрле тӑраниччен ҫывӑрма ӗмӗтленчӗ вӑл.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Элкей кӗлетӗнче ӗҫлекенсем те тӑраниччен апат ҫисе курмаҫҫӗ: вӗсене пӑсӑлнӑ, сутма пачах юрӑхсӑр ҫӑмартана та тӳлевсӗр памаҫҫӗ, вӗсене ятран ҫеҫ чӗнеҫҫӗ, ашшӗ ячӗпе никам та чӗнмест.

Help to translate

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

«Эх, хӑҫан ӗнеллӗ пулӑпӑр-ши? Ачасене хӑҫан тӑраниччен сӗт-турӑх, хӑйма-ҫу ҫитерӗпӗр-ши?» — вӑраххӑн сывласа ӗмӗтленетчӗ Елис.

Help to translate

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Эх, сире тепре курса тӑраниччен чӑвашла калаҫасчӗ…

Help to translate

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed