Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑнине (тĕпĕ: тӑр) more information about the word form can be found here.
Туса пӑхнӑ сӑнавсенчен эпир ҫанталӑк пӗрмаях улшӑнса тӑнине пӗлетпӗр.

Из наблюдений мы уже знаем, что погода постоянно меняется.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кӑнтӑрлахи мӗлке вӑрӑмрах пулсан, хӗвел иртнӗ уйӑхринчен аялтарахра тӑнине пӗлеттӗмӗр.

Если полуденная тень становилась длиннее, мы знали, что солнце стоит ниже, чем в прошлом месяце.

Эпир хамӑр шкулта ҫанталӑка епле сӑнаса пыни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Уйӑхра пӗрре кӑнтӑрла 12 сехетре хӗвел ҫӳлте тӑнине сӑнаса пӑхӑр.

Один раз в месяц в 12 часов дня производите наблюдения над высотой солнца.

Ҫанталӑка пӗлни кама тата мӗн тума кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче тӗрлӗ ҫӗрте ҫанталӑк еплине пӗлес тесен, вӑл унта епле улшӑнса тӑнине пӗлни пит кирлӗ.

Важно знать, как меняется погода и в разных местах земного шара, чтобы хорошо представить себе, какая там природа.

Ҫанталӑка пӗлни кама тата мӗн тума кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

План ҫине япаласем мӗнле курӑннине ӳкермеҫҫӗ, вӗсем ҫӗр ҫинче мӗнле вырӑн йышӑнса тӑнине, вӗсен мӗлкине анчах ӳкереҫҫӗ.

На плане изображается не общий вид предметов на местности, а только их очертания, только то место, какое предметы занимают на земле.

Пӗр-пӗр вырӑнӑн планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кашни ҫурт, килкарти, сад, пахча мӗн чухлӗ вырӑн йышӑнса тӑнине виҫме те кирлӗ мар.

Не нужно измерять место, занятое каждым домиком, двором, садом, огородом.

Пӗр-пӗр вырӑнӑн планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кунсӑр пуҫне тата унти япаласем пӗр-пӗринчен хӑш енче тӑнине те, вӗсем пӗр-пӗринчен мӗн таран аякра тӑнине те пӗлме пулать.

Можно также узнать, в каком именно направлении и на каком расстоянии друг от друга находятся отдельные предметы.

Япалан кӗлеткипе планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Масштабсем тӑрӑх шкулӑн пӗтӗм участокӗ мӗн чухлӗ вырӑн йышӑнса тӑнине, шкул ҫурчӗ, сарайӗ тата шкул участокӗн уйрӑм пайӗсем мӗн чухлӗ вырӑн йышӑнса тӑнине те пӗлме пулать.

По масштабам нетрудно определить размеры всего школьного участка, размеры школьного здания, сарая и отдельных частей участка.

Япалан кӗлеткипе планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пӗр-пӗр вырӑна лайӑх пӗлсе тӑрас тесен, тӗрлӗ пунктсем пӗр-пӗринчен хӑш еннелле тӑнине пӗлни сахал.

Чтобы хорошо представлять себе местность, недостаточно знать, в каких направлениях друг от друга находятся различные пункты.

Тӗрлӗ пунктсен хушшисенӗ (инҫӗшпе ҫывӑхӑшне) пӗлесси // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

«Сулахай ен», «сылтӑм ен» тенисем эпир хамӑр хӑш еннелле пӑхса тӑнине кура улшӑнаҫҫӗ.

Направления «направо» и «налево» меняются в зависимости от того, куда мы стоим лицом.

«Сылтӑм ен» е «сулахай ен» тенисем улшӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Ӑҫта вара, ӑҫта? — Павлик каҫса кайсах ҫине тӑнине парӑнса, ун пекех хыттӑн кӑшкӑрса илчӗ Завьялов.

Help to translate

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Эсӗ ӑна шырама тытӑннӑ чух вӑл саншӑн кам пулса тӑнине ӑнлантӑм эпӗ.

Help to translate

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов Лукашев хӑйӗнпе юнашар, ӑна чавсинчен тытса тӑнине курчӗ.

Help to translate

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пурӑнма кирлине, пурӑнма тӑнине ӗненни.

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вара эпӗ, вӗсен ҫыхӑнӑвӗ малалла аталанса пыманнине, вӗсем «ыррӑн паллашнӑ» шайра чарӑнса тӑнине пӗлсе (ҫынпа юнашарах пурӑннӑ чух мӗн кӑна пӗлместӗн вӗт!), хамӑн вӑйӑм ҫитнӗ таран Андрей пирки ырӑпа калаҫаттӑм.

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Оля шӑп ҫак вырӑнта тӑнине вӑл пӗтӗм чунтан ӗненет.

Help to translate

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл ҫӳле хӑпарчӗ те номерӗн алӑкӗ уҫӑ тӑнине курчӗ.

Help to translate

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эп чӳрече витӗр эсир урамра тӑнине, унтан кунталла килнине куртӑм.

Help to translate

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Осокин алӑк ҫинелле пӑхса илчӗ, халӗ те унта Оля тӑнине курнӑ пек.

Help to translate

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах та вӑл ним чӗнмесӗрех Осокин тӑсса панӑ аллине чӑмӑртать те, «смирно» тӑнине хӑй те сисмест.

Help to translate

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed