Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑман the word is in our database.
тӑман (тĕпĕ: тӑман) more information about the word form can be found here.
Сююнбике те куҫне хупса тӑман пуль ҫак самантра.

Help to translate

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку тӗрӗс ӗнтӗ, улахра каччӑ мӗн пурӗ те иккӗ-виҫҫӗ ҫеҫ пулса курнӑ, вӑйӑ картине вара пачах тӑман.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗҫрен нихҫан та хӑраса тӑман Эрнепи.

Help to translate

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пирӗн пек, нпме тӑман япалашӑн, пӑртак ҫеҫ айӑпа кӗнӗшӗн, калӑпӑр, урайне Ӳкерсе кашӑка катса пӑрахнӑшӑн, ҫухӑрашмасть».

Help to translate

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫуран ҫар отрячӗсемпе ҫарта тӑман ахаль ҫынсем посада кӗрсе кайрӗҫ, вӗсем пур ҫӗрте те хула халӑхне ҫаратма пикенчӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑраччӑр манран, ку Ширина та хӗрхенсе тӑман теччӗр.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑсла пит начар калаҫнине кура сотниксем ку ҫынсемпе сӑмахласа та тӑман иккен, ҫыхса пӑрахса пурне те витене хупса лартнӑ.

Help to translate

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан шанса пӗтереймен княҫсемпе мӑрсасем те килсе ларма хӑраса тӑман.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урӑх чарӑнсах тӑман

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

…Пӗрре, йӗпе тӑман пӗрмай ҫуса тӑчӗ пулин те, Алимпи бригади, хӑйне панӑ задание тултарас тесе, ҫӗрлечченех ӗҫлерӗ.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

- Эпӗ салтакран килсен нумай тӑман, авланнӑ.

— После возвращения из армии я много не думал, женился.

Вӑл - ашшӗ те, амӑшӗ те // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Ҫак ӗҫсемшӗн, чӑн калатӑп, Пӗччен ҫеҫ тӑман эпир, Парса тӑчӗ пире халӑх Апат-ҫимӗҫпе тумтир.

Help to translate

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ӑс-тӑн тӗлӗшӗпе вӑл ытти салтаксенчен ним чухлӗ те уйрӑлса тӑман.

Не отличался он и большим умом от своих товарищей.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Килӗнчи ӗҫсенчен пушӑнайман хӗрача ик-виҫӗ кунах пырайман вӑхӑтсенче Микулай ашшӗпе амӑшӗ ӑна ҫын ярса чӗнтерме те вӑтанса тӑман.

Стоило ей не появиться день-другой, как за ней посылали человека.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пурнӑҫ улшӑнса пынӑ май Укка та пӗр вырӑнта тӑман.

Жизнь шла, менялась, вместе с ней менялась и Укка.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Юлашки вӑхӑтра ҫӗнӗрен палӑрнисем ҫаксем: унччен вулӑсри кулава пулнӑ Юнкӑ ҫынни Романов Макар, Чиркӳллӗ Тутараньсем Иванов Карачӑм, Иванов Ваҫлей, Михайлов Энтри; Аначкасси ҫыннисем Иванов Аверкипе Ҫтаппан; Тепте ял этемми, унччен те пӗр-ик хут айӑпланнӑ паттӑр Сидоров Ҫтаппан (Палатай); Пушкӑрт ял ҫыннисем Никитин Пракахвипе Алексеев Кавӗрле; Ҫатрасем, ял халӑхне сӳлтен хушнӑ йӗркесене йышӑнма чарса тӑнӑ Дмитриев Энтри; Хураҫка ял ҫынни Сергеев Макҫӑм, Урпашсем Григорьев Хӗветӗр (ку ҫынна уйрӑмах астуса тӑрӑпӑр), Кожваш ҫармӑсӗ, штатра тӑман тиечук (псаломщик?) Алеев Макҫӑм т. ыт. те, т. ур. те.

Появлялись все новые и новые имена: бывший волостной голова, уроженец Юнги Макар Романов; выходцы из Церковной Тутарани Герасим Иванов, Васьлей Иванов, Андрей Михайлов; Ивановы Степан и Аверкий из Аначкасов; уроженец Тепте, до этого уже дважды обвиненный в неподчинении властям батыр Степан Сидоров (Палатай); жители башкирских деревень Прокофий и Гавриил Алексеевы; Андрей Дмитриев из Сятракасов, не раз восстававший против властей; уроженец деревни Хураська Максим Сергеев; урбашцы Федор и Василий Григорьевы (о последнем речь будет ниже); мариец из Кожваш. дьяк-самоучка (псаломщик?) Максим Алеев и многие, многие другие…

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӗсйинче укҫа пур чухне Янтул хупах хуҫисене ҫӗрле пырса вӑратма та вӑтанса тӑман.

Когда у Яндула в кармане водились деньги, он не стеснялся будить кабатчиков даже по ночам.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сӑмӑхӗ те ниме тӑман сӑмах ҫеҫ.

Да и слово пустое.

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ейӗкре ав ялӗ-ялӗпе ҫӗкленнӗ тет, мӗн тумаллине никамран та ӑйтса тӑман.

— На Яике вон люди все как один целыми деревнями поднялись, никого не спрашивая.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах унччен эп сана пӗр ниме тӑман ӗҫ туса пама ыйтасшӑнччӗ.

Только я хотел тебя попросить об одном одолжении…

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed