Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑман the word is in our database.
тӑман (тĕпĕ: тӑман) more information about the word form can be found here.
Хӗрарӑм Макара та алӑ пачӗ, анчах ӑна хӳхӗм каччӑ ҫумӗнче ҫак тирпейсӗр ҫи-пуҫлӑ, нимпе палӑрса тӑман ҫамрӑк ҫын кӑшт та илӗртмерӗ пулас.

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тен, Макар пулӑшса тӑман пулсан, училищӗрен тахҫанах пӑрахса каятчӗ пулӗ вӑл.

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— А-а, пылне те хӗрхенсе тӑман курӑнать.

Help to translate

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ӑна тупас тесе, авал китаецсемпе кореецсем пурнӑҫне хӗрхенсе тӑман.

Help to translate

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Малтанах пӑхсан, Пӑрчканӗ ун ҫумӗнче ним тӗшне тӑман хӗр темелле: вӑл пӗчӗк ҫеҫ тӑпӑлкка кӗлеткеллӗ, манашкалах хура, ҫӳҫне арҫынла кастарнӑ, хӑй те хӗр пек мар, арҫын ача пек туйӑнать.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

«Нивушлӗ вара мана никам та асӑрхамӗ, нивушлӗ эпӗ ҫав териех нимӗн тӗшне тӑман хӗр?

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫуллахи вӑхӑтра клуб ҫумӗнчи волейбол площадки нихӑҫан та пушӑ тӑман.

Help to translate

Культура ӗҫченӗ – хисеплӗ юбиляр // П. ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%ba%d1%8 ... %8f%d1%80/

Тепре чухне ҫав юрату ӑна савӑнтарнӑ та, анчах вӑл Аньӑна ниме тӑман ӑссӑр хӗрача тесе шутланӑ-ҫке-ха.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ӗҫливанпа Ехрем хуҫа ывӑлӗсем либерал вӑййине выляман мар, анчах вӗсенчен нихӑшех те революционер пулса тӑман.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Пурнӑҫ чӑнлӑхӗпе, истори чӑнлӑхӗпе ҫителӗклӗ ҫыхӑнтарман, персонажсен ӑс-тӑнӗпе чӑн-чӑн кӑмӑлӗнчен тухса тӑман, автор вӗсене хӑй хушса тутарнӑ героикӑ.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Чӑвашсен сӑпайлӑхӗ ҫыхса тӑман пулсан, вӑл ҫак самантрах упӑшкине ыталаса, хӗрӳллӗ чуптуса илӗччӗ!

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан Энӗшкассинчи ытти хресченсенчен ним-пех те уйрӑлса тӑман.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ниме тӑман ҫынпа ятлаҫнин усси ҫук, хӑвна намӑса кӗртни ҫеҫ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ниме тӑман ӗҫ тума ыйтнине илтсен савӑнчӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атте-анне пуян ҫынсемпе хурӑнташланасшӑн пулнӑ та пире мӑшӑрлантарса янӑ, пирӗн кӑмӑл-шухӑшсем мӗнлине ыйтса тӑман.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрах вӑхӑт шыраса тӑман — пуҫтахсене тытса чарнӑ.

Поиск был не долгим — вскоре виновные были задержаны.

Ҫынна вӗлернӗ ҫамрӑксене тытса чарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33794.html

Вӗсем юнашар тӑман — ҫынсенчен аван мар.

Help to translate

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Патшалӑх та аякран сӑнаса тӑман.

Help to translate

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Эрехне те хӗрхенсе тӑман ав.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн вырӑс патшалӑхӗ нихҫан та ратниксемсӗр тытӑнса тӑман.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed