Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупаймасть (тĕпĕ: туп) more information about the word form can be found here.
Ҫыраканӑн чӗри хавшак, ӑсӗ катӑк пулсан, вӑл ырӑпа усала уйӑрса илеймест пулсан — ун пек юрӑсене вӑл тупаймасть, илемне туйса илеймест.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Вӑл ларма-тӑма вырӑн тупаймасть, чутах хӑйӗн пурлӑ-ҫуклӑ ҫӳҫ пайӑркисене ҫӑлмасть: «Ҫакӑн чул ылтӑн купи ҫинче ҫичӗ ҫул мунча кӗрсе пурӑнтӑм иккен, ухмах!» — тесе вӑрҫать вӑл хӑйне.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑш-чикӗ сӳнми вут-ҫулӑмпа ялкӑшать, ларма-тӑма вырӑн тупаймасть вӑл.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Амӑшӗ ҫакӑн тупсӑмне ниепле те тупаймасть.

Help to translate

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Ответне тупаймасть.

Help to translate

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫынна ҫимесӗр сӑмах тупаймасть ӗнтӗ ҫав.

Help to translate

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тупаймасть вӑл хӑйӗн ялӗ ҫинчен ҫырнӑ заметкӑна.

Help to translate

Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.

Шатра Кӗркурийӗ, Чӑваш ҫӗрӗнчен чӗрӗк ӗмӗр каярах Пушкӑрт ҫӗршывне куҫса кайнӑскер, Шупашкара уява килет те хула ҫав тери ӳссе кайнӑран ӗлӗкхи урамсене те, тӑванӗсемпе тусӗсене те тупаймасть.

Help to translate

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

Кашниех мӗн те пулсан каласа пама тӑрӑшать, пӗр Кӗтерне инке кӑна хӑйне валли вырӑн тупаймасть.

Help to translate

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Хрестук курмасть ӑна, ниепле те тупаймасть.

Help to translate

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шухӑшлать те Сахар ҫав Столыпин саккунӗпе йӗркисенче нимӗнле йӑнӑш япала та тупаймасть.

Help to translate

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑкшамара темерӗ, сӗм вӑрмана таратпӑр, унта пире никам та шыраса тупаймасть терӗ.

Help to translate

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрманта пире никам та шыраса тупаймасть.

Help to translate

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тупаймасть ӗнтӗ.

Help to translate

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь шыраса тупас тесен те тупаймасть.

Help to translate

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай Хусанта пурӑнатчӗ те, эп чӑнах та вӑл тупаймасть тенӗччӗ.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хамӑр тӗллӗн пурӑнатпӑр унта, Тукай шыраса та тупаймасть, никама та ясак тӳлеместпӗр тесе улталарӑн.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вутӑшпи пек пике асӑмран тухаймасть Кӑварланнӑ чӗре канӑҫне тупаймасть!

Help to translate

Вутӑшпи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 50 с.

Унтри пӗчӗкрех ҫамкине картлантарсах дипломатиллӗ сӑмахсем шырать, анчах тупаймасть.

Help to translate

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Анчах тиркемелли нимӗн те тупаймасть.

Но ничего критического не находил.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed