Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупаймасть (тĕпĕ: туп) more information about the word form can be found here.
Вутӑшпи пек пике асӑмран тухаймасть Кӑварланнӑ чӗре канӑҫне тупаймасть!

Help to translate

Вутӑшпи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 50 с.

Унтри пӗчӗкрех ҫамкине картлантарсах дипломатиллӗ сӑмахсем шырать, анчах тупаймасть.

Help to translate

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Анчах тиркемелли нимӗн те тупаймасть.

Но ничего критического не находил.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Пурнӑҫӗ ӳпне-питне ҫаврӑнса кая пуҫласан ҫеҫ этем арӑмӗ ҫинчен аса илет, унпа чунне уҫса калаҫасчӗ тесе ӑна шырама тытӑнать те тепӗр чухне тупаймасть те вара.

А вот когда жизнь повернется не так, как надо, вспомнит он о своей жене, захочет открыть ей душу, ищет ее, а порой и не находит.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӑннипе ҫеҫ вӑл кантур таврашӗпе пӗр чӗлхе тупаймасть.

А на деле Яндул никогда не найдет общего языка с чиновниками.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫуралнӑ ялне кантуртисем мар, Янтул хӑй те тупаймасть.

А деревню, где родился, не то что конторские, он и сам не найдет.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫук, ашшӗне ниепле те пӗр чӗлхе тупаймасть Ухтиван.

Нет, не найти Ухтивану общего с отцом языка.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чечекшӗн канӑҫ ҫук ниҫта та, Пӗр хӑтлӑ вырӑн тупаймасть.

Help to translate

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Анушкана ӗнтӗ вӑл темиҫе эрне тӗл пулман: хӗрача яла килме те вӑхӑт тупаймасть.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр-пӗр ҫын урлӑ хӑй ӑҫта пурӑннине систересчӗ унӑн, ӑна пӗлтерме те май тупаймасть курӑнать.

Help to translate

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халь ӗнтӗ амӑшӗ патне килсе кайма та вӑхӑт тупаймасть пулӗ…

Help to translate

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл халӗ Петербурга вӗренме кайнӑ ӗнтӗ, ҫыру ҫырма та вӑхӑт тупаймасть пулӗ.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Упӑшки вара йывӑҫ хуппи ҫине гризли чӗрнисемпе йӗрлесе ҫырнӑ сӑмахсене вулать, анчах путлӗ сӗнӳ тупаймасть.

Он, конечно, читает заметки на коре дерева, сделанные когтями гризли, но не находит никаких указаний.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Моргиана умӗнче нумай паллӑллӑ хисеп тейӗн, унӑн цифрисене ылмаш-тӗлмеш каласа вӑл ниепле те тӑххӑртан пысӑкрах сумма тупаймасть.

Перед ней было как бы многозначное число, цифры которого называя вразброд, она никак не могла получить сумму, большую девяти.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна никам та нихӑҫан та шыраса тупаймасть, — лаборатори анализӗ тӑвас тӗллевпе ӳте кассан та.

Более никто никогда не мог разыскать его, — даже при вскрытии и лабораторном анализе.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Нетти тухсанах Моргиана шухӑшласа хунин аталанӑвне куҫрӗ те — малтанхи туйӑмсем евӗрлине нимӗн те тупаймасть.

Отослав Нетти, припомнила она развитие своего замысла и ничего похожего не нашла в себе по сравнению с чувствами, вызванными впервые ее мрачным решением.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

«Ҫакна паракана пӗтӗмпех шанӑр. Вӑл кайӑк сӗтне ҫеҫ тупаймасть. Т.».

«Доверьтесь подателю безусловно. Он не сможет достать только птичьего молока. Т.»

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Галеран ӑна шырама тытӑнать, анчах нихӑҫан та тупаймасть.

Галеран будет его искать, но никогда не найдет.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑл ҫурт-йӗре пӑхса ҫаврӑнма пикенет, анчах виҫӗ пӳртре те никама та тупаймасть; ҫывӑракана та, ҫывӑрманнине те.

Он начал обходить здания, двери которых оказались незапертыми, но внутри трех домов не нашел никого, ни спящего, ни бодрствующего.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Анчах халлӗхе ку лару-тӑруран ҫӑрӑлса тухмалли мел шыраса тупаймасть.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed