Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мана кӑмӑл ҫемҫелнин туйӑмӗ сисӗнмеллех савӑнтарса ячӗ, ҫак туйӑма мӗнпе те пулин хуйхатасран шикленсе, турӑ ҫыннипе васкаса сывпуллашрӑм, шухӑша сапалас мар тесе айккинелле пӑхмасӑр мӑнастиртен тухрӑм та каллех кисренчӗк те илемсӗр урапа ҫине лартӑм.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мухтани этем туйӑмӗ ҫинче ҫеҫ мар палӑрать, унӑн асне те хӑватлӑ вӑй парать, мухтанин сипле вӑйне пула эпӗ чылаях ӑсланнӑн туйрӑм, пуҫа шухӑшсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тӗлӗнмелле хӑвӑртлӑхпа киле-киле тулчӗҫ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапла, ку чӑн-чӑн курайманлӑхӑн туйӑмӗ, вӑл пачах романсенче ҫырса кӑтартакан курайманлӑх евӗрлӗ мар, унашкал курайманлӑха, этеме усал тунинче киленӳ тупаканскерне, эпӗ ӗненместӗп, ку курайманлӑх хӑвӑр хисеплеме тивӗҫлӗ ҫынран нимпе чармалла мар пистерет, унӑн ҫӳҫӗнчен, мӑйӗнчен, уттинчен, сассинчен, ӳт-пӳ пайӗсенчен, мӗнпур хусканӑвӗсенчен йӗрӗнмелле тӑвать, ҫакӑнпа пӗрлех темле ӑнланмалла мар вӑйпа ун патнелле туртӑнтарать, вӑл мӗн тунисене пурне те канӑҫсӑр тимлӗхпе сӑнама хистет.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах пӗр ҫынна теприн шухӑшне тавҫӑрма май паракан тата калаҫура ҫул кӑтартса пымалли йӗр пулса тӑракан инстинкт туйӑмӗ тӑрӑх Катя хӑйӗн сивӗ кӑмӑлӗпе ман чӗрене ыраттарнине ӑнласа илчӗ; вӑл пуҫне ҫӗклерӗ те мана сӑмах хушрӗ:
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав минутра ман чӗрене хӑраса сехӗрленнин сивӗ туйӑмӗ мӗн тери вӑйлӑ ярса илнине калама пултараймастӑп.Не могу выразить чувства холодного ужаса, охватившего мою душу в эту минуту.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакна каласа панӑ чух вӑл вӗри-куҫҫуль юхтарнӑччӗ, тен, вӑл чӑнласах хуйхӑрнӑ, анчах унӑн туйӑмӗ тасах мар, ытти ҫынсеннинчен уйрӑлсах тӑмасть.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пытариччен те, пытарсан та эпӗ йӗме чарӑнмарӑм, хуйхӑллӑ ҫӳрерӗм, анчах ҫак хуйха аса илме намӑс мана, мӗншӗн тесен ун ҫумне яланах хама хам ытти ҫынсенчен мала хурассин темле туйӑмӗ хутшӑнчӗ: е манӑн кӑмӑл ыттисеннинчен ытларах хуҫӑлнӑ пек кӑтартасшӑн пултӑм, е хам ҫинчен ҫынсем мӗн шутласси пирки пӑшӑрхантӑм, е пӗр тӗллевсӗр Мими калпакӗ ҫине, ҫынсен пичӗсем ҫине сӑнавлӑн пӑхкаларӑм.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Йӑвинчен кӑларса пӑрахнӑ чана чӗппине е йытӑ ҫурине хӳме хыҫне пӑрахма йӑтса кайнине, е повара пулӑшакан ача чӑхха яшкана ярса пӗҫерме тытса пынине курса уласах йӗнӗ чухнехи хӗрхенӳ туйӑмӗ ӑҫта кайса кӗчӗ-ши?
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сивӗпе шикленӳ туйӑмӗ канӑҫлӑн ҫывӑрма памаҫҫӗ.
3 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Амӑш туйӑмӗ вилӗмрен те вӑйлӑрах иккен.
Вӗри ҫӑл // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 8–15 с.
Ҫынсем «пӗренесем» мар-ҫке, вӗсен этем туйӑмӗ пур, вӗсенчен нумайӑшӗ ҫурхи хӗвел ҫине пӑхса йӑл кулас вырӑнне куҫҫулӗ юхтараҫҫӗ.
Хура хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Урӑх нихӑҫан-нихӑҫан та, ӗмӗр-ӗмӗрне те тӳрлетме май килмен ӳкӗнӗҫ туйӑмӗ пӑвӑнтарӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чӗрене, ӑса, ӳте, чикен чикнӗ пек чиктерсе, пӗртен-пӗр ӳкӗнӳ туйӑмӗ ҫеҫ тӑрса юлӗ ӑшӑмра.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫынсем Тиунова Кожемякинпала юнашар тӑратнине илтсен, ҫакӑн чӗрине кӗвӗҫӳ туйӑмӗ йӗп пекех пырса тирӗнчӗ, вара вӑл хурлӑхлӑн ҫапла шухӑшласа хучӗ:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Чи кирли — Толстой: вӑл пурнӑҫ туйӑмӗ мӗнре иккенне пӗлет, — нимӗн те ан ту, имӗш, санӑн телее, санӑн савӑнӑҫа мӗн кирли пурте хӑй тӗллӗнех пулать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Каччӑ пӗрре кӑна мар ҫак хӗре хӑйӗн сӑввисене каласа панӑ, Симӑн хуллен сасӑпа тата васкавлӑн, пӗр виҫеллӗн янӑракан сӑввисене итленӗ чухне хӗр яланах вӑтанса каять, ҫав вӑтану унӑн пӑшӑрхану туйӑмӗ евӗрлӗ, вара вӑл сӑмах тупса калама та пӗлеймест, ассӑн сывла-сывла нимӗн чӗнмесӗр тӑрать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ман ӑшӑмра артист туйӑмӗ ҫынлӑх туйӑмне ҫӗнтерни палӑрчӗ…
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Эпӗ, атя, темех мар, анчах пур-ши Николай Юрьевичӑн хӑйӗн кил, кил туйӑмӗ?..Ну, я-то ладно, интересно, есть ли чувство дома у Николая Юрьевича?..
15 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ҫапах, эхер те ҫав Чулхулан е, калӑпӑр, Питӗрӗн ӗмӗрсем тӑршшӗнче упранса юлнӑ илемлӗхӗ пире паян кун та савӑнтарать, чӗресене пӑлхатса мӑнаҫлӑх туйӑмӗ кӳрет пулсан, ку хуласен, ытти-масисӗр пуҫне, малашлӑха ӑнтӑлни те пулман мар.
4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Журналист туйӑмӗ ҫак «Пролетарка» каччин питӗ те тӗлӗнмелле истори пулнине туйса илет.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.