Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тилмӗрсе (тĕпĕ: тилмӗр) more information about the word form can be found here.
— Светлана, сана мӗн пулнӑ? — куҫран тилмӗрсе пӑхса ыйтаҫҫӗ вӗсем кашни кун тенӗ пекех.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Кӑмӑллӑскерсем, ҫак самантра темшӗн тилмӗрсе, пулӑшу ыйтса, юрату кӗтсе, темшӗн кӑштах хӑраса пӑхаҫҫӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Эпӗ сире тем пекех тилмӗрсе чӗнтӗм, темӗнле ӑшӑ сӑмахсем те каларӑм, — эсир ҫапах илтмерӗр.

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Анне пымасть-и?.. — куҫран тилмӗрсе пӑхса ыйтрӗ вӑл, хӑйне вагона илсе кӗнӗ чухне.

Help to translate

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Такамран тилмӗрсе ыйтнӑн: «Кам ҫырать кӑна? — терӗ. Тупсӑмне ҫыру ҫеҫ уҫса пама пултарнӑ пек, ӑна каллех вулама тытӑнчӗ: «Сан пиччӳ».

Help to translate

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Эпӗ чӑрмантармӑп сана, — йӑвашшӑн чӗнчӗ Сӑпани, унӑн кӑвак куҫӗсем питӗ тилмӗрсе пӑхрӗҫ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Апла снаряд ҫурӑлса вилнӗ тени тӗрӗс мар?.. — татах Отканӑн куҫӗнчен тилмӗрсе пӑхать Мария Тимофеевна.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Раюк Ҫтаппанӗнчен тилмӗрсе илнӗ пӑшала авӑрлакаличчен, Петрук чей ӗҫкеличчен вӑхӑт чылаях иртрӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Чӗрӗлле ҫыхса илсе таврӑнасчӗ ӑна яла! — тилмӗрсе пӑхать Откан ҫине Ылтӑн Петрукӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна та Кулюкка хӑй питӗ тилмӗрсе чӗннипе.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Тен, Улька тилмӗрсе ыйтсан, ашшӗпе амӑшӗ хӗр кӑмӑлне хӑвармӗҫ, — тесе шухӑшларӗ хӑй ӑшӗнче Эрхип.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тур кӗтеснелле пӑхса сӑхсӑхрӗ, чылайччен аяккалла тилмӗрсе ларчӗ — каласа парас-ши е парас та мар-ши тенӗ пек.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Якур хӑй чупса, тилмӗрсе, макӑрса ҫӳремен пӳртшӗн.

Help to translate

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫумӑр пӗрӗхнине пула Бианкӑна хӑйпе пӗрле илесшӗн марччӗ Анатолий Семенович, анчах йытӑ ҫури хӑйӗнчен юласшӑн маррине, вӑл алӑк патне чупа-чупа пырса йынӑшнине, куҫран тилмӗрсе пӑхнине курчӗ те — пӑрахса хӑвараймарӗ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Унтан вырӑн ҫине такам тӗртсе янӑ пек тӳнсе кайса кӗтесе хӗсӗнчӗ, хӑйӗн айӑпне туйса, айӑпа кӗнӗшӗн тем тӳсме-чӑтма та хатӗр пулса, йыснӑшӗ ҫине тилмӗрсе, тархасласа пӑхрӗ.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Стройкӑсӑр пурӑнма пултараймастӑп, юлташсем… пурӑнма пултараймастӑп, ӑнланӑр, — эпир хӑйне чӑнахах та ӑнланманнине курнӑн асапланса калаҫрӗ, пирӗн куҫсенчен тилмӗрсе пӑхрӗ вӑл.

Help to translate

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ытти сӑмах та тухрӗ-ха диспетчер ҫӑварӗнчен, ҫапла ҫеҫ те ыйтмарӗ вӑл — ытти сӑмахсем ман хӑлха ҫуммипе иртсе кайрӗҫ, хӑлхана кӗмерӗҫ, мӗншӗн тесен хура сӑн-питлӗ арҫыннӑн тилмӗрсе пӑхакан куҫӗсене куратӑп та, ҫак самантра маншӑн та бетонран хакли нимӗн те ҫук пек, бетонсӑр пуҫне мана урӑх нимӗн те кирлӗ мар пек, кунта эпӗ хам та ҫавӑншӑнах килнӗ пек туйӑнса каять.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Мана та илсе кай хупа пӗрле, Пинер, — терӗ вӑл каччӑ ҫине тилмӗрсе пӑхса.

Help to translate

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна пӑхса Мулентей Пушшех ярать тилмӗрсе

Help to translate

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӗкеҫ тӑрать тилмӗрсе Шурӑ хут пек шуралнӑ, Кӗрешӗве тинкерсе Пӑхса тӑрса аптранӑ: Куккӑшпеле Еркиней Йӗрӗх пекех тытӑннӑ.

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed