Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тилмӗрсе (тĕпĕ: тилмӗр) more information about the word form can be found here.
Чӗкеҫ тӑрать тилмӗрсе Шурӑ хут пек шуралнӑ, Кӗрешӗве тинкерсе Пӑхса тӑрса аптранӑ: Куккӑшпеле Еркиней Йӗрӗх пекех тытӑннӑ.

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тесе чарать Силемпи Чӗкеҫ хӗре тилмӗрсе, Пӗтӗм пӗчӗк пӗвӗпе Утрӗ пухха хӑй хирсе:

Help to translate

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫавӑнпа та Левенчук кӑмӑлсӑрланчӗ, тӳрех утмарӗ, Янеев ҫине тилмӗрсе пӑха-пӑха илчӗ.

Help to translate

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Хайхи ҫӳллӗ хӑях енчен темле тилмӗрсе пулӑшу ыйтакан сасӑ янраса кайрӗ:

Help to translate

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Кирук ӑҫта юлчӗ? — ыйтрӗ Паҫук, Федя ҫине тилмӗрсе пӑхса.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ылтӑн шӑлӗсемпе типӗ ҫиҫӗм ҫиҫтеркелесе, тутине туртса янӑ сассӑр купӑса ҫавӑрса, кӗҫ-вӗҫ тилӗ ҫӑвӗ тумлатас пек ирӗлнӗ куҫне «Сталин» ҫинче ҫивӗчлетнӗ Алендеев халӗ хӳрипе пӑлтӑртатса, сӗлекине юхтарса, хуҫине куҫӗпе чунранах тилмӗрсе «ҫулакан» килти йытта аса илтерчӗ.

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

— Ваҫук, сирӗн анкартинчи ҫӗмӗрт кӗттинче Тарзан пек вӗҫме-ярӑнма питех те меллӗ, атьӑр-ха ыран выляма сирӗн пата пухӑнар, — шӑлне йӗре-йӗре, йӑм-хура чее куҫӗпе мана «куҫ пӑвса» тилмӗрсе, йӑкӑшт кӑна ӑс-пуҫӑма шӑвӑнса кӗрсе кайрӗ Якур, пирӗнтен чи асли, тӗксӗм, ҫавра, сартут питлӗскер.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Унтан питне-куҫне тилмӗрсе йӑлӑннӑ пек йӳҫӗхтерсе, сӑмахӗпе васкавар ман умра чӗркуҫҫийӗ ҫине ӳкет.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ула Тимӗр чӗлхеренех юсса куҫне Турӑ ҫине ҫавӑрчӗ те ӑна тилмӗрсе тимлерӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Коридоралла (унта ачасем лӑкахчӗ) куҫне ывӑтрӗ те курах кайрӗ — алӑк сули тӗлӗнчех ун ҫине Полина пӗр хускалмасӑр, тилмӗрсе, тишкерӳллӗн пӑхса тӑрать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чылай ларчӗ-и вӑл ҫапла, сахал-и, пуҫне пӗлӗтелле ҫӗклерӗ те тӗнче уҫлӑхнелле тилмӗрсе пӑхма пикенчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис тӳрленсе тӑчӗ, вара, шалтан суя, сивӗ кулӑ хирсе кӑларса, арҫынна хӗнлӗн тӗлкӗшекен хаяр куҫӗпе сӗртӗнсе илсе, ӑна айӑплӑ саспа тилмӗрсе йӑлӑнчӗ:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫук, куҫа курӑнман вӑйсем вӑрӑнасран, инкек кӳресрен темле асӑрхаттарсан та, темле тилмӗрсе тархасласан та ӳкӗте кӗмерӗ Полина.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йӑнӑш илтмерӗм-ши тесе, пӗрре председатель ҫине, тепре каялла ҫаврӑнса Ленӑпа Галя куҫӗнчен тилмӗрсе пӑхрӗ.

Help to translate

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑҫан тӗл пулӑпӑр, Лена? — тилмӗрсе пӑхрӗ каччӑ хӗр куҫӗнчен.

Help to translate

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тӗрмене хупнӑ ҫын решетке витӗр тилмӗрсе пӑхать.

Из-за тюремной решетки выглядывал заключенный:

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ахаль чухне, урамра-мӗнре тӗл пулсан, ҫак кӑмӑллӑ хӗр Сергей ҫинелле пӑхма хӑймасӑр иртсе каять, халӗ вара ҫӑлтӑр пек ҫунакан куҫӗсемпе ун ҫине тилмӗрсе пӑхать, вӑл пулӑшасса кӗтет.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав хушӑра Анахвӑр ура ҫине ҫӗкленчӗ, кӗпи-тумтирне вӑшт-вашт хывса печӗ, урине салтрӗ те, ҫаппа-ҫарамасскер, хӗвелтухӑҫнелле тилмӗрсе пӑхса, тем пӑшӑлтатрӗ, ҫапла-ҫапла тенӗ пек, пуҫне сула-сула илчӗ.

Анахвер резко поднялся, порывисто сбросил с себя одежду, разулся, совершенно голый повернулся на восток и снова забормотал, часто кивая головой.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗтрӗ лаша, пӗтрӗ лаша тет вӑл, сӑмахӗ суяна килессе тилмӗрсе.

все, конец лошади, разорвут ее волки, как пить дать разорвут…

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Салакайӑк тусан ларичченех тусан тӗслӗ пулса кайнӑ питсене, теме чӗререн шанса е тилмӗрсе пӑхакан куҫсене курать те тӗлӗнет.

Салагаик перевел взгляд на другие лица, густо покрытые пылью, и невольно удивился, с какой верой и надеждой люди идут за богом.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed