Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗрен (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
Палӑк тенӗрен, эпӗ хаяр вӑрҫӑ кӗрлесе иртнӗ Тверь облаҫӗнчи Ржев районӗнчи Сухуша ял администрацийӗпе ҫыхӑну тытса ҫав тӑрӑхра йышлӑн пытарнӑ салтаксен вилтӑприсене мӗнле пӑхса тӑни ҫинчен ыйтса пӗлтӗм.

Help to translate

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Ҫемйи тенӗрен

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫӗр тенкӗ тенӗрен… пӗлтӗр вӑл мана дача илсе лартма икҫӗр тенкӗ панӑччӗ.

Help to translate

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

Кашни киле шыв кӗртес тенӗрен бригадир пире шыв ӗҫтерсе ҫеҫ усрасшӑн мар-ши тесе ан шутлӑр.

Help to translate

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

— Хӗрарӑм-лесник тенӗрен

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пуху хыҫҫӑн кино пулать тенӗрен ҫамрӑксем нумай пынӑ, ваттисем те туллиех.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Сӑра тенӗрен, тӗрлӗрен сӑра ӗҫсе курнӑ Сергей Петрович, кун пеккине вара пӗрремӗш хут ӗҫет.

Help to translate

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Мода тенӗрен, Люся питӗ пӗлсе те кирек кама та илӗртмелле тумланать.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Шыва тенӗрен, Ҫавала пӗвелесе пысӑк пӗве тунӑ, ҫавӑнпа тарӑнӑшӗ те, урлӑшӗ те ашкӑнмалӑх пур.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Роза тенӗрен

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Революци ӗҫӗнчен вара, революционер ятне ярас мар тенӗрен, ӗҫкӗ-ҫикӗсенчен, чиркӳ уявӗсемпе суту-илӳ ӗҫӗсенчен пушӑ вӑхӑтра сӑмах ҫӳретни кӑна тӑрса юлать.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ӑсталӑх тенӗрен, сӑмах май, эпир ҫав хисепех писателӗн виҫе туйӑмне те кӗртсе хӑварасшӑн.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Эпӗ Сахар тете тенӗрен ҫеҫ ҫапла каларӑм.

Help to translate

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мамич-Бердей кусем ман тӑвансем тенӗрен хуҫа ҫамрӑксене пурне те пӳрте илсе кӗчӗ (кам пӗлет, тен, вӗсем чӑнах та хӗр пӑхма килнӗ, апла пулсан вӗсен умӗнче куҫран ӳкме те юрамасть), салтӑнма хушрӗ.

Help to translate

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шухӑшласа пӑх тенӗрен ҫакна калам: ху шухӑшласа пӑх, Тукай ӗмпӳ (сӑмахпа мӗнле вылять ку вӗҫкӗн, пӗрре ҫӗрпӳ тет Тукая, ҫавӑнтах ӑна ӗлӗкхи пек ӗмпӳ туса хурать).

Help to translate

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑхӑт нумай тенӗрен Иван Васильевич ӗҫкӗ-ҫикӗ йӑлӑхтарнӑ пирки пӗр хӗвеллӗ кун боярсемпе, воеводӑсемпе ут ярса ӑмӑрту ирттересшӗнччӗ.

Help to translate

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ту енчи мӑрсасем тенӗрен, государь вӗсен хушшинче хӑйӗн патне Мускава темиҫе хутчен пырса кайнӑ ҫынсене шырарӗ, анчах вӗсем курӑнмарӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссем килеҫҫӗ тенӗрен вӗсем ҫинчен темле калаҫнине те илтнӗ, ахаль те шикленсе пурӑннӑ ҫынсем урса кайса темле сӑмахсем кӑшкӑрма, «аллах керим! аллах керим!» тесе урамран урама, пӗр хапха патӗнчен тепӗр хапха патне чупкалама пикенчӗҫ.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Калаҫнӑ хушӑра мӑрса темиҫе хутчен те алӑк патӗнче ним чӗнмесӗр итлесе ларакан Иливан ҫине пӑха-пӑха илчӗ, халсӑр тенӗрен пӗррехинче ун патне пырса йӗкӗте хулран тытсах тӗрӗслерӗ.

Help to translate

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Халь, хамӑр енчи ҫын тенӗрен, санран хӑрамарӑм-ха.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed