Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗрен (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
Суйласа тӑман тенӗрен Олимпиада кашни пӗрче тыта-тыта ытараймасӑр пӑхрӗ.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей тенӗрен, Ятман ним калама та пӗлмерӗ.

Help to translate

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пуху сакӑр сехетре пуҫланать тенӗрен Ятман правлени ҫуртне тӑхӑр сехет тӗлне ҫитрӗ.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шурӑ халатлӑ ӗҫчен патне ҫитмелле тенӗрен, ҫакна астуса юлмалла: районти тӗп больницӑра пациентсене маларах ҫырӑннӑ йӗркепе йышӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Тухтӑр патне вӑхӑтпа ҫырӑнмалла // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%82%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Нухайсем тенӗрен Ахтупай кӗнӗ-кӗмен пӳртри япаласене сӑнаса пӑхрӗ.

Help to translate

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Техника тенӗрен, патшалӑх пулӑшӑвӗпе, субсиди мелӗпе, усӑ курса хуҫалӑхра нумай пулмасть МТЗ-82 трактор туяннӑ.

Help to translate

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

«Анне икӗ ачана вӗрентме йывӑр пулать тенӗрен шкул пӗтерсенех кӗреймерӗм. Салтака кайрӑм. Икӗ ҫул ракета ҫарӗсенче служба тивӗҫӗсене пурнӑҫларӑм. Унтан таврӑнсан пединститутӑн худграфне вӗренме кӗтӗм», — пӗлтернӗ Анатолий Васильевич.

Help to translate

Анатолий Васильевич Данилов - юратнӑ художник, хисеплӗ ентешӗмӗр // Анастасия ДАНИЛОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11008 ... rch-20-m-r

Апат тенӗрен, Ахтупай ҫӑвар тулли сӗлеке ҫӑтрӗ, ҫак самантра унӑн хырӑмӗ Альтук инке илтмеллех чӑрлатнӑн туйӑнчӗ.

Help to translate

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

(«Хыҫалти ретре» тенӗрен, Сергеев-Турхан пӗлнӗ, туйнӑ литературӑри хӑйӗн вырӑнне).

Help to translate

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

— Куҫ ултавӗ тенӗрен, пӗр мыскара каласа парам-и сире?

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Курорт тенӗрен, Эльгеев чаплӑ хулана пырса кӗрессе кӗтнӗччӗ, анчах санатори ҫурчӗсем паркра ӳсекен йывӑҫсем хушшинчен кӑшт кӑна курӑнаҫҫӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Зер гут тенӗрен, пӗр мыскара аса килчӗ: каласа парам-и сире?

Help to translate

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ах тур, хуҫи тенӗрен — Ульянин профессор мар-и? — хыпкаланчӗ хваттер хуҫи.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫухатусӑр тенӗрен

Help to translate

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Килте ӳстернӗ тенӗрен кӑна тутанса пӑхас килчӗ, — кӑшт ӗмсе пӑхрӗ те Даниловӑн чикарккине, каҫса кайсах ӳсӗре пуҫларӗ вӑл.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Сочельник тенӗрен, мӗнле… пачӑшкӑ ӑнлантарса пачӗ-и кӗлтума пынӑ ҫынсене?

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ури ӑшӑ пулсан, ҫын вилмест, тенӗрен — Укҫине макӑрма чарӑнчӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хура куҫ тенӗрен, юнашар пурӑнакан Сарт Ҫеменӗх мар-ши: таҫта сӑртсемпе тӗрӗксем хушшинче ҫирӗм ҫул салтакра пурӑннӑскер тупса килме те пултарнӑ усал куҫ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Милици тенӗрен, вӗсем пирки халӑх лайӑхрах пӗлмелле.

Help to translate

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

— «Ҫакланни» тенӗрен

— То, что вы называете «зацепкой».

IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed