Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темерӗ (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
— Иккӗмӗш уйӑх ӗнтӗ вӑл фермӑра ӗне сӑвать, хӑйӗн юлташӗнчен Аркашран юлас темерӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ахӑртнех, вӑл ҫӗнӗ пачӑшкӑна ҫак тискер ӗҫӗн кунтели ҫеҫ тӑвас темерӗ пулас.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл мана ӑнлантарса тӑрас темерӗ пулас, арӑмӗн пӳлӗмне ҫӗмӗрсе кӗчӗ те хайхискер кашкӑр пек аллинчен сӗтӗрсе тухрӗ.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ятсӑр-шывсӑр Аванкайпа ун чухне никам та тӑванлашас темерӗ

Help to translate

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Намӑсран хӑраса килнех пӑрахса каяс темерӗ пуль те, — шухӑшласа илчӗ хӗр.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗшне хӗррине ҫитрӗ, анчах, шала кӗрсе, кӑвайтран инҫех каяс темерӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Апла пулин те Ула Тимӗр краҫҫынпа хутӑштарнӑ бензинне перекетлес тесе хальлӗхе зажигалкипе усӑ курас темерӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗветӗр кукашшӗн ӗҫес кӑмӑлӗ те пурччӗ, анчах халӑх нумаййине курса унта тӑрас темерӗ, пӗр тикӗссӗн ешерсе ӳсекен йывӑҫсем ҫине киленчӗклӗн пӑхса малалла утрӗ.

Help to translate

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Вӗсен ялӗнчен района машинӑсем ҫӳреҫҫӗ-ха, анчах ҫакӑн пек ӑш вӑркана чухне мучи машина кӗтес темерӗ, ҫынсем хускаличченех ҫула тухрӗ.

Help to translate

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Вӑл пӗчӗк ача пек вырӑнӗ ҫинчех хуҫкаланса, авкаланса илчӗ те урайне ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ, анчах кӑвак чечекле каркӑҫпа карнӑ чӑланта ашшӗпе амӑшӗ ҫурма сасӑпа темӗн ҫинчен, хӗрсех калаҫнине илтсен, ваттисене чӑрмантарас темерӗ, шӑпланчӗ, ҫӗнӗрен ҫемҫе утиял айне кӗрсе выртрӗ.

Help to translate

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пазухин пӳрте кӗрсен «Христос воскрес!» темерӗ: — Ман килес, чипер пурӑнаҫҫӗ-и? — терӗ те Илюхинсене алӑ пачӗ.

Help to translate

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Наҫтук ӑна сивӗ шывпа сапса тӑна кӗртрӗ, пӳрте ҫавӑтса кӗртсе вырттарчӗ, хӑй вара ҫак килтен каяс темерӗ.

Help to translate

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Нина тек ун ҫинчен шухӑшлас ҫуккине пӗр ӑнланнӑ Лавр хӑй те ҫав чипер хӗршӗн уссӑр ҫунса асапланас темерӗ: пӗр каснӑ чӗлле каялла ҫыпӑҫтараймӑн ӗнтӗ, терӗ.

Help to translate

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Виҫҫӗмӗш курса аран ҫеҫ куҫнӑскер, ялан кӳлешекен арӑмӗ хӳптӗрленипе кӳтсе ҫитнӗскер, Лавр кӑлӑхах вӗренсе вӑхӑта сая ярас темерӗ, училищӗрен пӑрахса кайрӗ те «Художник» артеле ӗҫлеме кӗчӗ.

Help to translate

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Каччӑ ӗҫесшӗнех те марччӗ, анчах тарават ҫыннӑн кӑмӑлне хӑварас темерӗ.

Help to translate

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Утрав пишсен темерӗ вӗт тиек.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ывӑлӗ ун хыҫҫӑн каймарӗ, урамра амӑшӗпе ҫапӑҫас темерӗ.

Help to translate

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар суту сӗтелӗ хушшипе темиҫе хут утса ҫаврӑнчӗ те арӑмне чӗнчӗ (калас сӑмахне ачисем умӗнче калас темерӗ).

Help to translate

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мана хисеплетӗн пулсан (вӑл юрататӑн пулсан темерӗ, хисеплетӗн пулсан терӗ), шалтти ӗҫсе пар.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑкшамара темерӗ, сӗм вӑрмана таратпӑр, унта пире никам та шыраса тупаймасть терӗ.

Help to translate

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed