Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темерӗ (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
Илемпи хӑй умӗнче кам тӑнине чухларӗ ӗнтӗ, анчах тӳрех палӑртас темерӗ, тарӑху капланса килчӗ пулин те, ҫилле хӑвалама кирлӗ маррине те ӑнланмасть мар.

Help to translate

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Часах аслӑ ҫул ҫине тухрӗ Эверкки, район центрне ҫитме машин-мӗн кӗтсе йӑлӑхас темерӗ, ҫуранах вашлаттарчӗ.

Help to translate

X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Упӑшка ҫакна ӑнланас темерӗ.

Help to translate

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Меллех мар вӑхӑтра килсе ҫакланнӑ сивлек калаҫӑва никам та аталантарас темерӗ: Роэнӑн ачи чирлет, Элли вара, питех те вӗчӗрхенчӗк пулса тӑнӑскер, инкек-синкеклӗ ӗҫ-пуҫран инстинкт шайӗнче пӑрӑнать.

Никто не поддержал мрачного разговора, пришедшегося не совсем кстати: у Роэны хворал мальчик, а Элли, ставшая очень нервной, инстинктивно сторонилась всего драматического.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Вара мӗн? — каллех ӑнланас темерӗ Калюков.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ну, мӗнле пурӑнан? — ӗҫ ҫинчен тӳрех калаҫас темерӗ Крапивин.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа, ещӗк унра иккенне пӗлсен, Валет ӑна тӗнче тӑрӑх шыраса ҫӳрес темерӗ, Канашра кӗтме шут тытрӗ, унта урӑх ятпа хӑна ҫуртне вырнаҫрӗ, ҫапла майпах Калюкова та хӑйпе пурӑнтарчӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫуна ҫине арӑмӗпе хӗр пултӑрне лартнӑскер, намӑс курас темерӗ, лашине пушӑпа пӗррех туртса илчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫаврӑнса та пӑхас темерӗ Ехрем.

Ефрем даже не хотел оглядываться.

«Курма» килсен // Алексей Резапкин. «Капкӑн», 1935, 2№, 2 с.

Пӗрремӗш хут упӑшкине хӑй куҫҫульне кӑтартас темерӗ вӑл.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Пӑрахса тухса кайма та хатӗрччӗ вӑл, анчах Мишӑна аван мар лару-тӑрӑва лартас темерӗ.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Зиновий те аса илтерес темерӗ.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Чӗрре кӗрес темерӗ Нина юлташӗсемпе.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Анчах хӗрӗ хытӑ тархасласа ыйтнине пӗлсен амӑшӗ те ӑна ытлашши хумхантарас темерӗ: адвокатран хӗрне хӳтӗлесе хӑварма тархасласа ыйтса упӑшкине ҫавӑтса килне тухса утрӗ.

Help to translate

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Кӳрентернине манаймасть, ҫавӑнпа та хӗрӗн сӑмахӗсем ҫине хурав памарӗ, суранне татах та тапратас темерӗ.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Сӑмах урӑххи ҫине куҫассине пурте ӑнланчӗҫ пулин те ӑна пӗри те пуҫарас темерӗ.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Олегран уйрӑлнӑ хыҫҫӑн маларах кайнӑ арӑмне те хӑваласа ҫитес темерӗ вӑл, амӑшӗ патне ҫул тытрӗ.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Саша та мӑшӑрне васкатасах темерӗ.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Сашӑн амӑшне ҫапла пӗччен тӑратса хӑварнӑшӑн ӑш вӑркарӗ пулин те ӑшри шухӑшсене ҫиеле кӑларса мӑшӑрне кӳрентерес темерӗ.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ывӑлӗпе кинӗ япалисене тиесе тухса кайнӑ чухне ҫеҫ кӳрше каҫса ларчӗ: куҫҫульне ывӑлне кӑтартас темерӗ.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed