Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Турӑ сире таса пулма хушать: хӑвӑра хӑвӑр аскӑнлӑхран чарса тӑрӑр; 4. хӑвӑр ӳтӗре пурсӑр та таса та чыслӑ тытма пӗлӗр, 5. Турра пӗлмен суя тӗнлӗ ҫынсем пек, ӳт еккипе ан кайӑр; 6. хӑвӑр тӑванӑра нихӑҫан та усал ан тӑвӑр, ӑна ан улталӑр: ҫавӑншӑн пуриншӗн те Турӑ тавӑрать — ун ҫинчен эпир сире унччен те хытарсах каланӑччӗ.
1 Фес 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Христос урлӑ эсир те чӑн сӑмаха — хӑвӑр ҫӑлӑнасси ҫинчен каланӑ Ырӑ Хыпара — илтсе Ӑна ӗнентӗр те ярса пама пулнӑ Таса Сывлӑш хӑватне илтӗр; 14. Таса Сывлӑша илни вӑл эпир хамӑра пама пулнине Турӑ Хӑйӗн халӑхне хӑтарнӑ чухне илессе пӗлтерет, эпир Унӑн мухтавне аслӑлӑпӑр.
Эф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпир кирек хӑҫан та Туррӑн ӗҫлекенӗсем пек пурӑнатпӑр: эпир пурне те тӳсетпӗр — хӗн-хура та, асапа та, ҫитменлӗхе те, 5. хӗненине те, тӗрмене хупнине те, халӑх пӑлханса хӑваласа янине те тӳсетпӗр; эпир йывӑр ӗҫлесе пурӑнатпӑр, ҫӗр ҫывӑрмастпӑр, типӗ тытатпӑр, 6. хамӑра таса усратпӑр, ӑспа ҫӳретпӗр, эпир пуриншӗн те ырӑ кӑмӑллӑ, пурне те ырӑ тӑватпӑр, Таса Сывлӑш тивлечӗпе тӑратпӑр, юратнӑ пек туса мар, чӑннипе юрататпӑр, 7. чӑн сӑмаха анчах калатпӑр, Турӑ хӑвачӗ пулӑшнипе ӗҫлетпӗр, сылтӑм аллӑмӑрпа та, сулахай аллӑмӑрпа та тӳрӗлӗх кӑралне тытса тӑратпӑр; 8. эпир чыспа мӑшкӑла та, хамӑра хӑртнине те, мухтанине те тӳсме хатӗр: пире ултавҫӑ вырӑнне хураҫҫӗ, анчах та эпир — шанчӑклӑ ҫынсем; 9. эпир паллӑ ҫынсем мар, ҫавах пире пӗлеҫҫӗ; пире ӗнтӗ вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ, акӑ эпир — чӗрӗ; пире асаплантараҫҫӗ, ҫавах эпир вилместпӗр; 10. пире кӳрентереҫҫӗ, эпир ялан савӑнса тӑратпӑр; эпир — чухӑн ҫынсем, ҫавах нумайӑшне пуйтаратпӑр; пирӗн нимӗн те ҫук — хамӑрӑн пурте пур.
2 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унсӑрӑн сирӗн ачӑрсем таса мар пулӗччӗҫ, капла таса.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Таса Сывлӑшсӑр ҫын Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернине йышӑнмасть; Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернине вӑл ӑссӑрлӑх вырӑнне хурать, ӑна ӑнласа илме те пултараймасть, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑн ҫинчен калама Таса Сывлӑшлӑ пулмалла.
1 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир вара Таса Сывлӑшпа кӗлтуса хӑвӑрӑн чӑн таса тӗнӗре ҫирӗп тытса тӑма вӗренсе пырӑр, 21. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗхе кӳртекен ырӑлӑхне кӗтсе Турра юратса пурӑнӑр.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫырура: «Эпӗ таса, эсир те таса пулӑр» тенӗ.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Апостолсем алӑ хунипе Таса Сывлӑш аннине курсассӑн, Симон вӗсем патне укҫа илсе пынӑ та 19. ҫапла каланӑ: ку хӑвата мана та парӑр — эпӗ алӑ хунӑ ҫын та Таса Сывлӑш илтӗр, тенӗ.
Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кусем ҫитнӗ те, Таса Сывлӑш илччӗр тесе, вӗсемшӗн Турра кӗлтунӑ, 16. мӗншӗн тесессӗн унччен Таса Сывлӑш вӗсем ҫине пӗрин ҫине те анман-ха, вӗсене Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗпе тӗне анчах кӗртнӗ пулнӑ.
Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ангел ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Сан ҫине Таса Сывлӑш анӗ, Сана Ҫӳлти Туррӑн хӑвачӗ витсе тӑрӗ; ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫураласси те Таса, Ӑна Турӑ Ывӑлӗ тейӗҫ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫавӑнпа калатӑп сире: ҫынсенӗн кирек мӗнле ҫылӑхӗ те, вӗсем кирек мӗнле хурлани те каҫарӑнӗ; Таса Сывлӑша хурлани каҫарӑнмӗ; 32. Этем Ывӑлне хирӗҫ калакана каҫарӗҫ, Таса Сывлӑша хирӗҫ калакана ку тӗнчере те, леш тӗнчере те каҫармӗҫ.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Ҫапах та Израильре нумайӑшӗ ҫирӗп тӑнӑ, чакман, таса маррине ҫимен, 63. таса мар ҫимӗҫпе вараланиччен, сӑваплӑ халала мӑшкӑл кӑтартиччен вилме хатӗр пулнӑ, вилнӗ те.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Ӑна вӗлерме илсе кайнӑ чухне Турӑ Даниил ятлӑ яш ачанӑн таса сывлӑшне чӗртсе янӑ та, 46. Даниил вара хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: эпӗ унӑн юнӗ тӗлӗшӗнчен таса! тенӗ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӗсен пӗрин те вилнӗ ҫын патне пыма юрамасть, апла вӗсем таса мар пулаҫҫӗ; ашшӗпе амӑшӗшӗн ҫеҫ, ывӑлӗпе хӗрӗшӗн ҫеҫ, пиччӗшӗпе шӑллӗшӗн ҫеҫ, качча кайман аппӑшӗпе йӑмӑкӗшӗн ҫеҫ вӗсен таса мар пулма юрать.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Тулашӗнчи картишне, тулашӗнчи картишне халӑх патне тухмалла пулсан, вӗсен кӗлӗ тунӑ чухнехи тумтирӗсене таса пӳлӗмсенче хывса хӑвармалла, хӑйсен таса тумтирӗпе халӑха сӗртӗнес мар тесе, вӗсен урӑх тумтир тӑхӑнса тухмалла.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӑл Турӑ Ҫуртне пур енчен те, тӑватӑ енчен те, виҫсе тухрӗ; таса вырӑна таса марринчен уйӑрса тӑмашкӑн Турӑ Ҫурчӗ тавра пилӗкҫӗр шалча тӑршшӗ, пилӗкҫӗр шалча сарлакӑшлӑ хӳме тытса ҫавӑрнӑччӗ.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл мана каларӗ: уҫӑ лаптӑк умӗнчи пӳлӗмсем, ҫурҫӗрелле тата кӑнтӑралла пӑхакан пӳлӗмсем, сӑваплӑ пӳлӗмсем пулаҫҫӗ, унта Ҫӳлхуҫа патне ҫывӑхаракан священниксем тасаран та таса парне ҫиеҫҫӗ; вӗсем ҫакӑнта тасаран та таса парне, тырӑ-пулӑ парса кӳрекен парне, ҫылӑхшӑн кӳрекен парне тата усал ӗҫшӗн кӳрекен парне тытаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ку — сӑваплӑ вырӑн.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ ӗнтӗ ҫапла каларӑм: хуйхӑ ҫитрӗ мана! пӗтрӗм эпӗ! мӗншӗн тесессӗн эпӗ таса мар чӗлхе-ҫӑварлӑ этем, пурӑнасса та эпӗ халӑх хушшинче таса мар чӗлхе-ҫӑварпа пурӑнатӑп, — куҫӑм вара Патшана, Саваоф Ҫӳлхуҫана, курчӗ, терӗм.
Ис 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Чӳлмекҫӗ тӑрӑшсах ҫемҫе тӑм ҫӑрать, пире валли тимлесех тӗрлӗ савӑт ӑсталать: пӗр тӑмранах таса ӗҫ валли те, таса мар ӗҫ валли те тӑвать — уншӑн пурпӗрех; анчах хӑш савӑчӗпе мӗнле усӑ курассине те ҫав чӳлмекҫех татса парать.
Ӑсл 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӑслӑлӑх вӑл — ӑслӑ, сӑваплӑ сывлӑш, вӑл — пӗртен-пӗрре, нумай тӗрлӗ, черчен, вӑл ҫӑмӑллӑн куҫать, вӑл ҫутӑ, таса, ӑнлануллӑ, сиенсӗр, ырӑлӑхлӑ, вичкӗн, ӑна тытса чараймастӑн, 23. вӑл ырӑ тӑвать, ҫынна юратать, вӑл ҫирӗп, иккӗленӳсӗр, лӑпкӑ, вӑл яланах пӗр пек, вӑл пӗтӗмпех курса тӑрать, ӑслӑ, таса, чи черчен сывлӑшсене пурне те витӗрех кӗрет: 24. ӑслӑлӑх вӑл пур куҫаканнинчен хӑвӑртрах куҫса ҫӳрет, хӑйӗн тасалӑхӗпе мӗнпур япалана витерет, шала кӗрет.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.