Шырав
Шырав ĕçĕ:
Яшка лартас умӗн вӑл таса сӗтеле те, таса кашӑк-ҫӑпалана та тепӗр хут ҫуса каятчӗ…Перед тем как взяться за обед, она и стол, и чашки-ложки еще раз горячей водой, бывало, вымоет…
XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ачасем хайхи ӑйӑра хыҫалта таса мар картишӗнчен малти таса картишне чаплӑн ҫавӑтса тухаҫҫӗ те шыв кӳрекен пичке патне илсе пырса тӑратаҫҫӗ.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Пӗчӗк Иисуспа унӑн амӑшӗ таса хӗр Мария ячӗпе ыйтатӑп сиртен, тархаслатӑп, ҫӗр ҫинче мӗнпур таса япала ячӗпе тархаслатӑп: Турга мӗнле каймалла, каласа парӑр-ха?
III. Хресченсен ушкӑнӗнче // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хаяр та ҫирӗп сӑмахсем таса сывлӑшра инҫете илтӗнчӗҫ, асамат кӗперӗпе карӑннӑ кантӑк пек таса пӗлӗтелле янраса хӑпарчӗҫ.
X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вара ӑна ҫӗлен ачисем ответлеҫҫӗ: «Таса хӗр пекех таса».
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ялӗсем те ҫавах, анчах пысӑкрах, урамӗсем сарлакарах та тасарах, пӳрчӗсем аслӑрах та ҫутӑрах, вӗсене улӑмпа мар, хӑмапа витнӗ… тен, улӑмпах пулӗ, анчах ҫӗнӗ, таса улӑмпа витнӗ…
X // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Иисус Турӑ, таса хӗр Мария, таса чунлӑ Иосиф.
VI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Мӗнле кӑмӑллӑ-хавхалануллӑ унӑн шухӑшлӑ куҫӗ, мӗнле чуна хускатмалла таса унӑн уҫӑлнӑ, тем ыйтан тути, мӗнле пӗр тикӗс сывлать ҫитӗнсех ҫитеймен, ним те пӑлхатма ӗлкӗреймен кӑкӑрӗ, мӗнле таса та ачаш ҫамрӑк сӑн-пичӗ!
«Мӗнле хитре, мӗнле чеченччӗ роза!..» // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 173–174 с.
Сирӗн умӑрта таса чунлӑ ҫын, — ҫапла, таса чунлӑ ҫын.Вы имеете дело с честным человеком — да, с честным человеком.
XVI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ҫак виҫӗ кун хушшинче эпӗ мӗн курни, мӗн туйни-сисни, мӗн илтни пурте ҫав туйӑма пӗрлешрӗ; вӑрмансенчи ырӑ сухӑр шӑрши, улатаккасем ҫуйхашса таккани, хӑйӑрлӑ тӗпӗсенче чӑпар кӗркке пулӑ усракан пӗчӗк ҫутӑ ҫырмасем шӑнкӑртатса выртни, пит уҫӑмлах курӑнман сӑртсем, тӗксӗм ту хысакӗсем, чиркӳсене чыслӑн упраса пурӑнакан йывӑҫлӑ таса пӗчӗк ялсем, улӑхсенчи аистсем, вӑр-вар урапаллӑ хӑтлӑ армансем, ял ҫыннисен тарават сӑнӗсем, вӗсен кӑвак камсулӗсемпе сӑрӑ чӑлхисем, самӑр лашасем е хӑш-пӗр чух ӗнесем мӑраннӑн туртса пыракан чӑрик-чарик лавсем, икӗ енӗпе улмуҫҫисемпе груша йывӑҫҫисем ӳсекен таса ҫулсем, вӗсем тӑрӑх утакан вӑрӑм ҫӳҫлӗ ҫулҫӳренсем…
VII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Художник хушӑран темле таса, иккӗлентерекен тӗспе витӗннӗ тӳпене пӑхкаласа илчӗ, кашни пӑхмассерен унӑн ҫӑварӗнчен: «мӗнле таса тӗс!» е «тарӑхтарать, мур илесшӗ!» тенӗ сӑмахсем туха-туха кайрӗҫ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫынни ӑна тӗплӗн ҫӑвӑнма пулӑшрӗ, унтан таса ҫитти, таса кӗпе-йӗм, каҫхине тӑхӑнмалли туфли тата пиҫихиллӗ кӑвак халат пачӗ.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Таса хӗреспе… таса турӑ амӑшӗ…
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вунӑ е ытларах ҫава пӗр харӑссӑн сулӑнса илни ретӗн-ретӗн тайӑлса ӳкекен курӑк шавӗ; выракансен е хӑнасене тӗл пулнӑ чухнехи пек хаваслӑн, е сывпуллашнӑ чухнехи пек хурлӑхлӑн сайра хутра илтӗнекен юррисем; лӑпкӑ та таса каҫ! ытарма ҫук ирӗк те таса сывлӑш!
III. Аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Акӑ вӑл хӑйӗн таса пӗлӗт пек пуҫне хускатрӗ; хуллен йӑлкӑшаҫҫӗ унӑн шупкарах кӑвак куҫӗсем; ҫӳҫӗсем, ҫутӑ-сӑрӑ тӗтре пек, хулпуҫҫийӗсем ҫинелле явӑнса анаҫҫӗ; тутисем хуллен хӗрелеҫҫӗ, ирхи таса шурӑ пӗлӗт витӗр аран ҫеҫ палӑракан шуҫӑм ҫутти сӑрхӑнса тухать тейӗн куҫхаршийӗсем майӗпен тӗксӗмленеҫҫӗ…
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Таса шывпа саламлатӑп сире, таса шыв тумламӗпе!
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫав укҫана Клисурӑ хулинче ҫуралнӑ Викентий иеротияккӑна, таса Спасӑн таса монастирӗнче пурӑнакнскере, памалла, вӑл Киева кайтӑр та Болгарие усӑ кӳрес ӗмӗтпе турӑ ҫинчен вӗрентсе килтӗр».
XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Калӑр-ха мана, — терӗ вӑл малалла, — мӗне пӗлтереҫҫӗ ҫак янӑравлӑ сӑмахсем: таса хӗр тетпӗр, мӑшӑр тетпӗр, арлӑ-арӑмсем тӳрӗ пурӑнмалла тетпӗр, амӑшӗн хӑйӗн таса тивӗҫӗсем пур имӗш — тата ытти ҫавӑн йышши пулман-килмене калакан сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?
XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вера Павловнӑн ҫӗнӗ пурнӑҫӗ, унӑн таса шухӑшӗсемпе таса ҫынсем хушшинче иртекенскер, ӑна икӗ хут та савӑнӑҫлӑрах туйӑнса кайрӗ!
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тумланасса вара вӑл хӑйне тата илемлетсе ямалла тумланатчӗ, лайӑх кӗленчерен тунӑ стаканри эрех ҫапла илемлӗ курӑнать: кӗленче мӗн чухлӗ витӗр таса — эрехе те вӑл ҫавӑн чухлех таса кӑтартать, тӗс вӑл, хитре юрӑ кӗвви сӑмаха ҫӗкленӗ пекех, яланах эрехӗн шӑршипе тутине тата ырӑрах тӑвать, эпир ӑна чунӑмӑра кӑштах та пулин хӗвелӗн юнне парас тесе ӗҫетпӗр.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.