Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнсанах (тĕпĕ: таврӑн) more information about the word form can be found here.
Паллах, иртни асран тухасшӑнах пулман, уйрӑмах вӑл Зоя килте ҫук чухне аса килнӗ, анчах яланах ӑшшӑн кулкаласа калаҫакан Зоя таврӑнсанах, амӑшӗн кӑмӑлӗ йӑлтах улшӑнса кайнӑ.

Help to translate

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Судран таврӑнсанах калпакӗпе кӗпине (ҫурхах ҫурхахах ӗнтӗ!), хутпа чӗркенӗскерсене, кӗсйинчен кӑларса, таса тутӑрпа ҫыхрӗ те турӑш хыҫне пытарчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫакна астутарасшӑн эп сана: тата хӑрушрах инкек курас мар тесен, киле таврӑнсанах Микулана айӑпласа хускатнӑ ӗҫе пӗтерме тӑрӑш.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл хуларан таврӑнсанах вӗриленсе ӳкрӗ, тухтӑра та киле чӗнме тиврӗ.

Help to translate

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Арсентьевсен кӗҫӗн ывӑлӗ, Ҫимун, Раманран пӗр ҫул аслӑскер, салтакран таврӑнсанах авланса янӑ-мӗн.

Help to translate

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗтӳ ярса таврӑнсанах вӑл ӗҫе кайма пуҫтарӑнчӗ.

Help to translate

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑй пур чух, ҫартан таврӑнсанах, бригадирта чупнӑ, кайран конюхра ӗҫленӗ.

Help to translate

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

«Ялтан таврӑнсанах статьяна редакцие паратӑп.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Илюш ҫартан таврӑнсанах трактор ҫине ларчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

— Итле-ха, ыран юнкун-и пирӗн? — тесе ыйтрӗ вӑл яла таврӑнсанах.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Игорь ӗҫрен таврӑнсанах Патша пурӑнакан пӳлӗме кӗчӗ.

Help to translate

Тинех… // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 56–57 с.

Ыран е виҫмине пулас пулсан та, ӑна пур пӗрех эрнелӗх те пулин хӑварма кирлӗ. Вӑл сывалса ҫитмен, куратӑп, мана каламасть кӑна. Ыран, хам ӗҫрен таврӑнсанах, ЗАГСа кайса ҫырӑнатпӑр, вӑл хирӗҫес ҫук…

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл таврӑнсанах, ирхи апат ҫисен, унӑн обходӗнчи ӗҫсемпе, вӑрманӗпе паллашма тухрӑмӑр.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вихтӑр мучи (ун чухне мучиех пулман пуль-ха вӑл) таврӑнсанах тӑлӑха юлнӑ пӗр салтак арӑмне илсе пычӗ.

Help to translate

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Ытти уполномоченнӑйсем Хусантан таврӑнсанах сарнӑ хыпар тӑрӑх, ӗҫе план ҫуккипе тепӗр чухне пӑхмалла тунӑ тенине пӗлнӗччӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Киле таврӑнсанах пуху пуҫтарӑпӑр та пӗтӗмпех тӑрӑ шыв ҫине кӑларӑп!

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурнӑҫӗ унӑн ялан ҫити-ҫитми кӑна пулнӑ, Сахар, яла таврӑнсанах, ашшӗ-амӑшне пулӑшас пирки те, авланасси ҫинчен те шухӑшламарӗ, ял пуянӗнчен пилӗк ҫӗр тенкӗ кивҫен илсе, хӑйӗн мӗн пуррине хушса, ашшӗн урамалла тухса тӑракан лаҫне юсаттарчӗ, чӳрече кастарчӗ, унта пысӑк мар лавкка уҫрӗ.

Help to translate

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Чирлесе ӳкмерӗ-ши ку», — тесе, эпӗ ун патне шкултан таврӑнсанах чупса кайрӑм.

Help to translate

Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.

Сана яла таврӑнсанах касаматта хупаҫҫӗ.

Не успеешь ведь в деревне появиться, тебя тут же в каземат бросят.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫартан таврӑнсанах председателе хӑвӑн кӗмеллеччӗ те санӑн…

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed