Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнма (тĕпĕ: таврӑн) more information about the word form can be found here.
Арӑмӗпе пӗчӗк пепкине те хамӑнах илсе таврӑнма тӳр килчӗ.

Help to translate

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Аслӑраххисем кӗпер айне кашкӑр пытаннӑ тесе пире иртерех таврӑнма хушаҫҫӗ.

Help to translate

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑйне те манран салам ҫыр, часрах таврӑнма кала.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Таврӑнма килӗшсе ҫыру янӑ!

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

«Павӑл, сана нимӗнле арӑм шырама та кирлӗ мар, санӑн саккунлӑ арӑму пур. Кӑмӑлу пулсан, вӑл сан пата таврӑнма яланах хатӗр» тенине виҫӗ хут та.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Лена ҫав хушӑра пӗр-ик хут та Павӑл патне ҫыру ҫырма шутланӑччӗ, анчах аптра тӑчӗ: ӳкӗнсе каҫару ыйтмалла-и е тӳрех таврӑнма килӗшни ҫинчен пӗлтермелле-и?

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Анне, — вӑл пӗчӗк тӑхтав турӗ, — анне, эпир нумаях лармастпӑр, каҫ пулттипе хулана таврӑнма шутлатпӑр.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Кӗҫех эпир, шеллӗ куҫҫульпе ҫӑвӑнакан, сывӑ юлма, ҫӗнтерсе таврӑнма пил паракан тӑвансемпе, ял-йышпа хурлӑ тутӑр сулкаласа сывпуллашса, Канаша ҫитрӗмӗр те, пуйӑс ҫине тиенсе, Ленинграда ӑсантӑмӑр.

Help to translate

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Шкул директорӗ Анфиса Ефимова ӗнерхи вӗренекенсене ҫӗнтерӳпе, ырӑ-сывӑ таврӑнма суннӑ.

Help to translate

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Анчах ҫамрӑк ҫемьене пысӑк хуйхӑ кӗрсен Елена пӗчӗк ывӑлӗпе тӑван яла таврӑнма шутланӑ.

Help to translate

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Таврӑнма вӑхӑт!

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак ӑс-пуҫа сӗрӗмлентерекен, кӑмӑла авакан хӗрхӳ кӗвӗҫӳпе касӑлса, хӑрушӑ чиртен хӑтӑлса пӑртак йӑл илнӗ, анчах самаях ҫӳхелнӗ Ула Тимӗр ҫу уйӑхӗн пӗтмӗшӗнче, пӗр ирхине, тухтӑрсен йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн пуҫтарӑнкаласа, Республика сыватмӑшӗнчен Шупашкарӑн пӗр урамне тухса тӑчӗ, анчах киле сехет тӑрӑх ҫӳресе таврӑнма васкамарӗ — чи малтанах Атӑла курас, аслӑ юханшывӑн асамлӑ илемӗпе, хӑвачӗпе киленес кӑмӑл вӗлтӗртетрӗ унӑн.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Киле таврӑнма та вӗсем, пашшул пӑттине лармасӑрах, кил хуҫисене ӗрете чӗннӗ пекки тукаласа, ытти хӑнасен хӳрешкисем пулса, чи юлашкинчен тухрӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫавӑнпа та хӗрарӑм бригадир ҫамрӑксене яла таврӑнма ирӗк пачӗ, вӑрмана кӗрсе курма сӗнчӗ.

Help to translate

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Килӗнче вара каллех «ача кӳмине» таврӑнма, пӗчӗккӗ чухнехи тыткаларӑшӗсене ҫӗнетсе яма пикенчӗ.

Help to translate

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Апла манӑн фермӑна тек таврӑнма юрамасть.

Help to translate

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кунне темиҫе те хутлаҫҫӗ вӗсем, хулана ир кайса каҫ таврӑнма та пулать.

Help to translate

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Сессие ертсе пынӑ Юрий Попов спикер, Кияметдин Мифтахутдинов депутат ӗҫтешӗсене кӑмӑл-туйӑма ытлашши ирӗке яриччен тӗп ыйту патне таврӑнма сӗнчӗҫ.

Help to translate

Ҫӗнӗ прокурор килет // Вячеслав ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Кӗтӳре сурӑхсем пӑранласан пӗчӗк путексене алӑра сахал мар ҫӗклесе яла таврӑнма тивнӗ.

Help to translate

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Доруцӑн каллех дормитора таврӑнма тиврӗ.

Доруца был вынужден возвратиться в дормитор.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed